Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫшӗнех (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Подрядчика туса пӗтермен ӗҫшӗнех 300 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.

Подрядчику за незаконченную работу перечислили около 300 тыс. рублей.

Заведующие айӑпласшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35663.html

Лешсем те, хурахӗсем, пӗли-пӗлми ӗҫшӗнех ҫӗр ҫӗмӗрсе ҫӳрес ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лекессе те вӑл пӗчӗк ӗҫшӗнех лекнӗ: пӗр мужикӑн чӗн килкепине пытарнине тупнӑ та, ӑна хӗненӗ, улпут майрине систернӗ, сӑнама тытӑннӑ.

И попался из пустяков: у мужика ременные вожжи припрятал. Нашли, побили, до барыни довели и стали примечать.

II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Ҫак кӑткӑсах мар ӗҫшӗнех механиксен перчаткисене хывма, ҫил хытӑ вӗрнӗ тата ҫирӗм градус сивӗ тӑнӑ вӑхӑтра вӗсен ҫара аллисене тулалла кӑларса ӗҫлеме тивнӗ.

Для этой несложной операции механикам пришлось снять перчатки и в двадцатичетырёхградусный мороз при стремительном ветре высунуть наружу голые руки.

Полюса ҫӗнсе илни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Вӑл мана чӑрмантарать, кашни ӗҫшӗнех эпӗ унпа харкашса тӑраймӑп ӗнтӗ!

Стесняет он меня, не могу же я затевать с ним мышиную возню по пустякам!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ӗлӗк кашни ӗҫшӗнех кулаксене пуҫ ҫапакан чухӑнсемпе вӑтамсем хирти пур ӗҫсене те пӗрлешсе тума тытӑнаҫҫӗ: пӗрле тырӑ акаҫҫӗ, пӗрле вырса авӑн ҫапаҫҫӗ те пухнӑ тырра килӗрен валеҫеҫҫӗ.

Бедняки и середняки, которые раньше кланялись кулакам за каждую работу, стали браться за все полевые дела вместе: вместе сеют зерно, вместе жнут, молотят и делят собранное зерно по домам.

Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.

Пӗр шухӑшласан, эпир пӗр ӗҫшӗнех хыпса ҫунатпӑр.

Да и то сказать: об одном деле печалимся.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Крючков «ватӑ» казак, действительнӑй службӑн юлашки ҫулне ирттерекенскер, ҫавӑнпа та полкри ниҫта та ҫырман законсем тӑрӑх, ытти, «ватӑ» казаксемпе пӗр танах, ҫамрӑккисене хӗсӗрлеме, асаплантарма, кирлӗ-кирлӗ мар ӗҫшӗнех чӗн пиҫиххипе хӗртме пултарать.

Крючков был «старый» казак, то есть дослуживавший последний год действительной, и по неписаным законам полка имел право, как и всякий «старый» казак, гонять молодых, вымуштровывать, за всякую пустяковину ввалить пряжек.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та сотеннӑйне вӑл темӗн пирки каламарӗ-каламарех, Григорий ҫине кӑна пӗр эрне хушши юнӑхса ҫӳрерӗ, кашни пӗчӗк ӗҫшӗнех унпала харкашса пычӗ, черетсӗрех хурала ярса пурӑнчӗ.

Но сотенному почему-то так и не сказал, а на Григория недели две гнал гонку, придирался к каждой пустяковине, вне очереди посылал в караулы и избегал встречаться глазами.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ывӑлӗ хӑйне хӗрхенмесӗр пурнӑҫне панӑ аслӑ та тӗрӗс ӗҫшӗнех ашшӗ те пуҫне хучӗ.

Отец сложил свою голову за то же великое и справедливое дело, которому беззаветно отдал жизнь его сын.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Ку ӗҫшӗнех пурнӑҫпа выляма кирлӗ мар, — хуллен те уҫӑмлӑ, каласа хучӗ Ци господин.

— Не такое это дело, чтобы рисковать жизнью, — медленно произнес Седьмой господин.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Унӑн та стан патне лӑпкӑн пымаллаччӗ, лӑпкӑн калаҫса, ҫынсене халӗ праҫник туса лармалли вӑхӑт мар, тесе ӑнлантармаллаччӗ, анчах вӑл пурне те кӑшкӑрса тӑкрӗ, пӗчӗк ӗҫшӗнех тенӗ пек, саламатпа усӑ курас патнех ҫитрӗ.

Надо бы и ему спокойно подъехать к стану, спокойно поговорить, убедить людей в неуместности праздничных настроений, а он наорал на всех, и был момент, когда за малым не пустил в дело плеть.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ваня ӑна хирӗҫ «Служу Советскому Союзу» тесе каласшӑнччӗ, анчах ҫакӑн пек пӗчӗк ӗҫшӗнех ун пек сӑмахсем калама аван мар пек туйӑнчӗ.

Ваня хотел ответить: «Служу Советскому Союзу», но ему показалось совестно говорить такие слова по такому пустому поводу.

21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

16. Пӗр ҫын тунӑ ҫылӑх хыҫҫӑн мӗн пулнине ниепле те Турӑ тивлечӗ мӗн панипе танлаштарма ҫук: ун чухне пӗр усал ӗҫшӗнех сут туса хытӑ айӑпланӑ, халӗ вара Турӑ тивлечӗ чылай усал ӗҫшӗн те тӳрре кӑларать.

16. И дар не как суд за одного согрешившего; ибо суд за одно преступление - к осуждению; а дар благодати - к оправданию от многих преступлений.

Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех