Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсен (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фермӑри хӑймаллӑ сӗте ӗҫсен Федьӑна хӑвӑртах вӑй кӗрсе ҫитӗ, вара вӑл Апла-Капла Степӑна, Санька Коншакова та, Петька Девяткина та парӑнмӗ.

Куҫарса пулӑш

7-мӗш сыпӑк // .

Вӑл пулса иртекен ӗҫсен тӗрӗс пӗлтерӗшне час-часах тӗрӗс ӑнлантарса ун патне тӳррӗн илсе пырать.

Она тотчас видит прямой смысл события и подходит к нему по прямой дороге.

X сыпӑк // .

Вак укҫапа пӗр-икӗ сехет пурӑнса ирттерме май пур, ҫавӑн пекех чеелӗхпе те кунта мӗн те пулин пытарма, лере улталама, урӑхлатма пулать, анчах унпа инҫетрине курма, пысӑк та тӗп ӗҫсен пуҫламӑшӗпе вӗҫне пӗрлештерме ҫук.

Как мелкой монетой можно прожить час, два, так хитростью можно там прикрыть что-нибудь, тут обмануть, переиначить, а ее не хватит обозреть далекий горизонт, свести начало и конец крупного, главного события.

X сыпӑк // .

Вӗсем хӑна килнӗ ятпа кӑмӑллӑнах лайӑх кӑркка е вунӑ-вуникӗ чӗп пусаҫҫӗ, анчах апат-ҫимӗҫе пӗр иҫӗм ҫырли те ытлашши хумаҫҫӗ, ҫав хӑна хӑй ирӗкӗпе пӗр черкке эрех тултарса ӗҫсен — вӗсем шурса каяҫҫӗ.

Они с радушием заколют отличную индейку или дюжину цыплят к приезду гостя, но лишней изюминки в кушанье не положат, и побледнеют, как тот же гость самовольно вздумает сам налить себе в рюмку вина.

IX сыпӑк // .

Тен, ыйхӑ, сӳрӗк пурнӑҫӑн ӗмӗрхи шӑплӑхӗ, ниҫта тухса ҫӳремесӗр пурӑнни, тӗрлӗрен чӑн-чӑн сехӗрленӳсем, тем те пӗр пулса иртнисемпе хӑрушлӑхсем чӑн пурнӑҫрах ҫынна урӑхла, пулма пултарайман пурнӑҫ шухӑшласа кӑларма хистенӗ пулӗ, ҫав пурнӑҫра вара ӗҫсӗр ӑс-тӑн валли иртӗнӳпе йӑпану е кулленхи ӗҫсен тупсӑмне шырамалла пулнӑ пулӗ.

А может быть, сон, вечная тишина вялой жизни и отсутствие движения и всяких действительных страхов, приключений и опасностей заставляли человека творить среди естественного мира другой, несбыточный, и в нем искать разгула и потехи праздному воображению или разгадки обыкновенных сцеплений обстоятельств и причин явления вне самого явления.

IX сыпӑк // .

Хӑй шутласа хунӑ ӗҫсен шутне яланлӑхах тепӗр ӗҫ хушса пама ниепле те май килмест.

Никакими средствами нельзя было заставить его внести новую постоянную статью в круг начертанных им себе занятий.

VII сыпӑк // .

Куҫӗсем умӗнче кирлӗ тата питӗ кирлӗ тесе ҫырнӑ пакетсем вӗлтлетсе илме пуҫласан, хӑйне тӗрлӗрен справкӑсем, выпискӑсем ҫырма, делосенче чакаланма, мӑшкӑлланӑ пекех «запискӑсем» тесе ят панӑ икӗ пӳрне хулӑнӑш тетрадьсем ҫырса тултарма хушсан — Обломов тата хытӑрах шухӑша кайнӑ; ҫитменнине ӑна пурте хыпалантарнӑ, пурте таҫта васканӑ, нимӗн ҫинче те чарӑнса тӑман: аллинчи пӗр ӗҫне пӑрахма та ӗлкӗреймен, каллех теприне ярса тытнӑ, вӑл пуринчен кирлӗреххи тейӗн, ӑна туса пӗтерсен, ун ҫинчен манса кайнӑ та виҫҫӗмӗшне алла илнӗ, нихҫан та ҫакнашкал ӗҫсен вӗҫӗ-хӗрри курӑнман.

Еще более призадумался Обломов, когда замелькали у него в глазах пакеты с надписью нужное и весьма нужное, когда его заставляли делать разные справки, выписки, рыться в делах, писать тетради в два пальца толщиной, которые, точно на смех, называли записками; притом всё требовали скоро, все куда-то торопились, ни на чем не останавливались: не успеют спустить с рук одно дело, как уж опять с яростью хватаются за другое, как будто в нем вся сила и есть, и, кончив, забудут его и кидаются на третье — и конца этому никогда нет!

V сыпӑк // .

Михей, чӑнах та, ашшӗ каласа кӑтартнӑ ӗҫсен пӗтӗм теорине вӗренсе ҫитнӗ; унпа ӗҫре усӑ курмалли ҫеҫ юлнӑ ӗнтӗ, анчах ашшӗ вилсе кайнипе вӑл суда вырнаҫма ӗлкӗреймен; ӑна темле ырӑ ҫын Петербурга илсе кайса пӗр департаментра ҫыруҫа лартнӑ та кайран ун ҫинчен манса кайнӑ.

Михей действительно усвоил себе всю теорию отцовских бесед, оставалось только применить ее к делу, но за смертью отца он не успел поступить в суд и был увезен в Петербург каким-то благодетелем, который нашел ему место писца в одном департаменте, да потом и забыл о нем.

III сыпӑк // .

Бурачекпа пӗр вӑхӑтра тата тепӗр карап ӑсти, нумай-нумай ӗҫсен авторӗ Михаил Михайлович Окунев преподаватель пурӑннӑ.

Современником Бурачека был известный кораблестроитель, преподаватель и автор многих замечательных работ Михаил Михайлович Окунев.

Вунвиҫҫӗмӗш пай // .

Хӑй вӑхӑтӗнче кунта чапа тухнӑ моряк, математикӑпа тата механикӑпа тинӗсре усӑ курасси ҫинчен ҫырнӑ ӗҫсен авторӗ Платон Яковлевич Гамалея педагог тата воспитатель пулса ӗҫленӗ.

Здесь когда-то вел занятия выдающийся моряк, педагог и воспитатель Платон Яковлевич Гамалея, написавший замечательные труды по математике и механике в применении к морскому делу.

Виҫҫӗмӗш пай // .

Унтан таврӑннӑ чухне Петя патне кӗрсе тухма пулать, юлашкинчен тата кӗтесре кӑвас ӗҫсен те аванччӗ.

Можно было на обратном пути повидаться с Петькой и наконец выпить на углу квасу.

XVII. Тир хуҫи // .

Эпӗ таврӑннӑ вӑхӑтра Саня ҫывӑратчӗ; кавир ҫине темле укҫа-тавраш ӳкрӗ, эп ӑна пуҫтартӑм та Саня ыран хӑй тумалли ӗҫсен темӗн вӑрӑмӑш списокне вулама тытӑнтӑм.

Саня спал, когда я вернулась; какие-то деньги валялись на ковре, я подобрала их и стала читать длинный список дел, которые Саня оставил на завтра.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // .

— Эппин, хӑвӑр кӑмӑлӑр! — терӗм те пӗчченех чей ӗҫме тытӑнтӑм эпӗ; пӗр вунӑ минут иртсен, хайхи манӑн старик те кӗчӗ: — «Чӑнах та тӗрӗс калатӑр эсир, — терӗ вӑл, — тем тесен те, чей ӗҫсен лайӑхрах пулӗ, — эпӗ ӑна вӗтеттӗм те…

— Ну, как угодно! — Я стал пить чай один; минут через десять входит мой старик: — А ведь вы правы: все лучше выпить чайку, — да я все ждал…

Максим Максимыч // .

Тепӗр темиҫе минутран кӑна, сывлӑш ҫавӑрса илсен тата шыв ӗҫсен тин, вӑл йӗри-тавралла тӗлӗнсе пӑхрӗ те, пӗтӗмпех ӑнланса, ывӑнчӑклӑн кулса илчӗ, унтан Мересьева тав туса, ӑна чавсинчен хуллен кӑна пӑчӑртарӗ:

Только через несколько минут, отдышавшись, выпив воды, она удивленно огляделась и, все поняв, устало улыбнулась и благодарно пожала локоть Мересьева.

6 сыпӑк // .

2. Нумай хваттерлӗ ҫуртри пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас енӗпе пурнӑҫламалли пулӑшу ӗҫӗсен тата (е) ӗҫсен переченьне палӑртмалли йӗркене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртать, ҫав ӗҫсене ҫавнашкал ҫуртри пурӑнмалли пӗрремӗш пӳлӗме приватизациленӗ кун тӗлне ҫурт-йӗр фондне тытса тӑмалли, хута ямалли тата юсамалли нормӑсемпе килӗшӳллӗн (вӗсем асӑннӑ кун тӗлне вӑйра тӑнӑ) тумалла пулнӑ.

2. Порядок определения перечня услуг и (или) работ по капитальному ремонту общего имущества в многоквартирном доме, которые требовалось провести на дату приватизации первого жилого помещения в таком доме в соответствии с нормами содержания, эксплуатации и ремонта жилищного фонда, действовавшими на указанную дату, устанавливается Кабинетом Министров Чувашской Республики.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №27 от 28 апреля 2018 г.

«5) республика программине улшӑнусем кӗртес ӗҫ Раҫҫей Федерацийӗн Ҫурт-йӗр кодексӗн 168 статйин 31-мӗш пайӗн требованийӗсемпе килӗшӳллӗн ҫуртӑн газпа тивӗҫтермелли шалти инженери системисене юсас енӗпе, усӑ курма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ лифт оборудованине юсас е улӑштарас енӗпе тумалли ӗҫсен срокӗсене улӑштарнипе ҫыхӑнсан.»;

«5) внесение в республиканскую программу изменений обусловлено изменением сроков проведения работ по ремонту внутридомовых инженерных систем газоснабжения, ремонту или замене лифтового оборудования, признанного непригодным для эксплуатации, в соответствии с требованиями части 31 статьи 168 Жилищного кодекса Российской Федерации.»;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №27 от 28 апреля 2018 г.

Шывӗ шутсӑр сивӗ пулнӑ, тарлани ҫинчен ӗҫсен ҫынсем чирленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Чӑваш Республикин бюджет учрежденийӗсемпе автономлӑ учрежденийӗсене патшалӑх туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен (тӑвакан ӗҫсен) патшалӑх заданийӗсене пурнӑҫлассине укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме уйӑрса панӑ субсидисен патшалӑх заданийӗпе ҫирӗплетнӗ, патшалӑх туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен (ӗҫсен) калӑпӑшне палӑртакан кӑтартусене пурнӑҫламаннине пула усӑ курмасӑр юлнӑ юлашкийӗсене Чӑваш Республикин Министсен Кабинечӗ палӑртнӑ йӗркепе Чӑваш Республикин республика бюджетне тавӑрса памалла.».

Остатки субсидий, предоставленных бюджетным и автономным учреждениям Чувашской Республики на финансовое обеспечение выполнения государственных заданий на оказание государственных услуг (выполнение работ), образовавшиеся в связи с недостижением установленных государственным заданием показателей, характеризующих объем государственных услуг (работ), подлежат возврату в республиканский бюджет Чувашской Республики в порядке, установленном Кабинетом Министров Чувашской Республики.».

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен" саккунӗн 14 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" саккунӗн 3 статйин 1-мӗш пайӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатни ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №12 от 30 марта 2018 г.

«5) Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫлас ӗҫе тивӗҫтерет тата асӑннӑ бюджета пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчет, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тӑратма Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗн результачӗсем ҫинчен калакан ҫулленхи отчет шайӗнче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫламалли ӗҫсен планне пурнӑҫлани ҫинчен калакан ҫулленхи отчет, Чӑваш Республикин патшалӑх программисене пурнӑҫлани тата вӗсен тухӑҫлӑхне хак пани ҫинчен калакан ҫулталӑкри пӗрлештернӗ доклад хатӗрлет;»;

«5) обеспечивает исполнение республиканского бюджета Чувашской Республики и готовит отчет об исполнении указанного бюджета, а также ежегодный отчет о ходе исполнения плана мероприятий по реализации стратегии социально-экономического развития Чувашской Республики в рамках ежегодного отчета о результатах деятельности Кабинета Министров Чувашской Республики, сводный годовой доклад о ходе реализации и об оценке эффективности государственных программ Чувашской Республики в соответствии с законодательством Чувашской Республики для представления их Главой Чувашской Республики в Государственный Совет Чувашской Республики;»;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен" саккунӗн 20 тата 21 статйисене тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин министрсен кабинечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №10 от 13 февраля 2018 г.

«4) Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫламалли ӗҫсен планне мӗнле пурнӑҫласа пынине;».

«4) ходом исполнения плана мероприятий по реализации стратегии социально-экономического развития Чувашской Республики в соответствии с законодательством Чувашской Республики;».

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен" саккунӗн 20 тата 21 статйисене тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин министрсен кабинечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №10 от 13 февраля 2018 г.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех