Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫтаппан вара кунашкал чухне сӑмахпа ҫеҫ тав туса ирттерме юраманнине, ӗҫмелӗх укҫа памаллине тавҫӑрса илчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Йӗри-тавра шывсем пулсан та, ӗҫмелӗх шыв ҫитмен.
Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
— Тен, пӗр ҫӗр грамм ярса ӗҫмелӗх те пулин тупӑнатех?
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Санатори хуҫинчен эсӗ чей ӗҫмелӗх пилӗк пус кӗтетӗн — ӑна эпӗ хамах сана ларӑп.Пятак на чай, которого ты ждёшь от хозяина санатории, дам тебе я.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫав юлташпа эрех ӗҫмелӗх тесе, «христарати» ыйтса укҫа пухап.
Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ӑҫта унта, йытӑ ӗҫмелӗх те кӗмест шыв!
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Тӗрӗссипе каласан, укҫи хӑйӗн пӗр ҫынна ӗҫмелӗх кӑна.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ӑна йывӑҫ тирӗк лартса пачӗҫ, хӑйне ӗҫмелӗх аван порци хӑварса король ытти шӗвеке тирӗке ячӗ, унпа улпутсене сӑйлать.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Пӗркун сӑра ӗҫмелӗх укҫу ҫукчӗ нихак.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Вилетӗп пуҫ ыратнипе, — тет, — ӗнер ытлашши кӳпсе тултарнӑ та, паян сӑра ӗҫмелӗх те укҫа ҫук…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Малтанлӑха вӗсем эрех ӗҫмелле марри ҫинчен лекци вуласа пачӗҫ, анчах укҫи пит сахал пухӑнчӗ, хӑйсене пӗрре ӗҫмелӗх те ҫитмерӗ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ырра пулсан, ҫав кун чӑх ӗҫмелӗх шыв пуҫтарӑнмалла иккен, анчах эпӗ ҫуралнӑ ҫул, анне каласа панӑ тӑрӑх, чӑх ӗҫмелӗх шыв мар, ҫерҫисем те вӗҫсе пынӑ ҫӗртех шак хытса ҫӗре персе анатчӗҫ тет, ҫӗр ҫӑтасшӗ!
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӑртак эрех ӗҫмелӗх пулӑ тытать те кайран вара ӗҫсӗр сӗтӗрӗнсе ҫӳрет…Наловит рыбы, добудет деньжонок, напьется, а потом слоняется без дела.
23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
20. Эсир шывсӑр антӑхнӑ чухне Эпӗ чула ҫурмарӑм-и, вара тӑраничченех ӗҫмелӗх шыв тапса тухмарӗ-и? шӑрӑхра сире йывӑҫ ҫулҫисен сулхӑнӗпе хупӑрларӑм.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1