Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫет (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫакна ӗҫетӗп те, урӑх пӗр грамм та», — тесе пӗр черкке ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Капла та вилет, терӗ те шӑмми-шакки ҫеҫ юлать мӗскӗнӗн, — текелесе вӗри чейне вӗре-вӗре ӗҫет Петрук.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пысӑк хырӑмлӑ сӑмавар пӗр чарӑнмасӑр вӗресе ларать ҫав тараватлӑ пӳртре — чей ӗҫекенни чей ӗҫет, юмахлаканни юмахлать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хырӑмӗ туличчен шыв ӗҫет те ниҫта тухмасӑр кӳлленчӗкре рехетленсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

«Акӑ ҫыртать те ҫурса тӑкать, юна ӗҫет

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Преми таврашне картма, тӗрлӗрен элек сарма тытӑнчӗҫ, «килӗнче вӑрттӑн ӗҫет», текелеме те пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

«Тамара пӗвинчен» виҫӗ лашапа икӗ тиха, пӗр ушкӑн сурӑх шыв ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ахальтен мар халӑхра ҫапла калаҫҫӗ: «Минтер куҫҫуль ӗҫет, хӑй чӗнмест», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чирлӗ ҫын, чирлех те мар пуль халь, ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пушшех те хурланнипе татах ӗҫет, каллех савӑннӑ пек пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӑчӑхса ҫитнӗ Ванюк выртсах шыв ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Кам ку шыва ӗҫет — качака пулать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Эпӗ ку халапа кӑна мар, шывне те ӗненетӗп, ҫавӑнпа эпӗ те ӗҫетӗп, — Нинук та пӗшкӗнсе шыв ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Завьялов пӳлӗмӗнчи кӳршӗ, Новосибирскри трестсенчен пӗринче ӗҫлекен бухгалтер, тумбочка ҫине вӗри чей тултарнӑ термоса вырнаҫтарса лартать, ӑна вӑл ҫӗрле вӑрансан ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫӑнӑх, сӗлӗ вӑрласа ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ялта кирек кама чарса ыйт: Павӑл мӗнпе ӗҫет, тесе.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ваттисем «Ырӑ ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет», тенӗ, хастар ҫамрӑксенчен ыттисем те тӗслӗх илсен аван пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Ҫак ҫӑлкуҫ шывне ял халӑхӗ халӗ те ӗҫет.

из которого и по сей день местные жители пьют воду.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

Насус тикӗссӗн ӗҫлесе ларнӑ май вӑл тӑмлӑ шыва тӑранайми ӗҫет; шывӗ хӑй те, кунта йӑнӑшпа лекнине, вӑрах кӳлленсе тӑма юраманнине ӑнланса илнӗн, пыршӑ ҫӑварӗ патнелле таҫтан-таҫтан туртӑнать, юлашкинчен варинккеленсе, шарласа юха пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ырӑ ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет» социаллӑ проект хатӗрлерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Чунтан тӑвакан ӗҫ сӑваплӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %bb%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех