Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрех (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ, хула тӑрӑх аттене шыраса ҫӳрекенскер, матроссенчен юлмарӑм, тен, атте ӗҫлекен заводри рабочисен отрячӗ те матроссем каякан ҫӗрех пырӗ, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Кашни ҫӗрех ҫавӑн пек тӗлӗксем…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Эсир ӗҫлекен ҫӗрех вырнаҫма тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кашни ҫӗрех, урам хушши тӗттӗмлӗхпе шӑплӑха путсан, сӗтел ҫине ывӑҫи-ывӑҫипе кӗмӗл укҫа кӑларса хунӑ та йӑлт ывӑничченех вӗсене чӑнкӑртаттарса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сик, ҫӳлелле каймастӑн, ҫӗрех ӳкетӗн, ан хӑра! — мӑшкӑласа кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Вӑл ҫӗрех перӗнсе тӑракан йӗс тӗслӗ ҫӑра ҫӳҫӗн хӑрах енчи сӗвемне сирсе, хӑрах куҫӗпе килкарта алӑкӗ еннелле пӑхса илчӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ӗнине Степан Фомич столовӑя мар, таҫта урӑх ҫӗрех сутнӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Куҫ курман ҫӗрех тухса каятӑп», — ӗмӗтленчӗ арҫын.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Савин, те телее, те инкеке, хӑй лайӑх пӗлнӗ ҫӗрех — Карели вӑрманне лекрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хура тутӑрлӑ, хура-тӗксӗм ҫӳхе пиншаксемпе, тӗрлӗ чечеклӗ, хаклӑ тӗксӗм кӑвак материрен пӗрмечеллӗ туса ҫӗленӗ аркисем вӑрӑмӑшӗпе ҫӗрех тӗкӗнеҫҫӗ.

В чёрном платке, в темно-серых тонких пиджаках, подолы платьев в разных цветах, в складках из дорогой темно-синей материи до того длинные, что доходят до земли.

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Саппунӗ хӑйӗн ҫӗрех перӗнет, ахаль те тӑсланкӑ кӗлеткине татах та вӑрӑмрах кӑтартать.

Который, свисая до самой земли, еще прибавлял ему росту.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ун тӗпӗпе пӑрӑх иртет, хуранран тухса четвӗрт кӗленчи лартнӑ ҫӗрех тӑсӑлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Акӑ, сирӗн ҫӗрӗрсем те юнашарах, пӗр пек ҫӗрех, ҫыннисем те ҫав ҫынсемех темелле.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑпарту сӑмсине уйӑрса хунӑ ҫӗрех Ҫтаппан кӑлпасси касса хучӗ те: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, Татьяна. Эпир мӗн ҫинине эсӗ те ҫи. Эпир мӗн ӗҫнине эсӗ те ӗҫ. Эпир тутӑ, эсӗ те тутӑ пул. Йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр. Чуну сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳретӗр, — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, хуҫа каласа янӑ ҫӗрех каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав ҫӗрех укҫи, пин те сакӑрҫӗр, ҫухатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эсӗ лар ҫакӑнта, ниҫта та ан кай, — терӗ мана Шӗшлӗ; вите умне ҫавӑтса пычӗ те ҫӗрех лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав ҫӗрех пирӗн пата Етӗрне хулинчен икӗ унтер-офицерпа 20 салтаклӑ отряд килсе ҫитрӗ.

В ту же ночь нам из Ядрина на подмогу прибыл отряд солдат во главе с двумя унтер-офицерами.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул хӑй тӑнӑ ҫӗрех курӑк ҫине месерле выртрӗ.

Яндул, заинтересовавшись, прилег неподалеку прямо на траву.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мултиер хӑй каскалакан ҫӗрех, кустӑрмасӑр урапа ҫине, выртнӑ.

Сам Мульдиер спал тут же, где и столярничал, — на телеге без колес.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех