Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырурах (тĕпĕ: ҫыру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Исаев Мӗтри ҫак ҫырурах тепӗр пысӑк ыйту хускатать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Кашни ҫырурах вӑл Палюк мучи мӗнле кайӑксене сӑнаса мӗн пӗлни ҫинчен ҫырса пӗлтерме ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Кӳрентерсех те каймаҫҫӗ хӑйсем, кашни ҫырурах: татах ҫырӑр, эсир ҫырма пултарассӑн туйӑнать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

«Салам сире пурне те, ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр. Эпир Сашшапа пӗрле пурӑнатпӑр, пӗрле ӗҫлетпӗр. Ан пӑшӑрханӑр» — кашни ҫырурах ҫапла ҫырать Михала.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ленин кашни ҫырурах пысӑк событисем ҫывхарса килессине, парти ӗҫне мӗн май килнӗ таран сарма кирлине кӑтартса панӑ.

Ленин в каждом письме указывал на несомненную близость крупнейших событий, на необходимость с предельной широтой развернуть партийную работу.

XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Кашни ҫырурах анне ман сывлӑх ҫинчен ыйтать, уҫӑ сывлӑшра ытларах ҫӳреме, вӑхӑтра апат ҫиме хушать.

В каждом из этих писем мама беспокоилась о моем здоровье, она советовала мне побольше дышать свежим воздухом и вовремя принимать пищу.

Таса промокашкӑсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Вӑл моряк патне кашни ҫырурах: эпӗ пынӑ ҫӗре пурте хатӗр пултӑр, ҫак кунсенчех пыратӑп, тесе ҫырнӑ, анчах хӑй каяссине юриех вӑраха хӑварса пынӑ.

Он писал моряку во всяком письме, чтобы все было готово для его приезда, что он на днях едет, и нарочно оттягивал свой отъезд.

V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Вара вӑл кашни ҫырурах мана та салам каласа ҫыратчӗ.

Так она в каждом письме и мне привет передавала.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Хӑш вырӑнта, хӑш числора ҫырнине кашни ҫырурах кӑтартмалла.

Дата и место должны быть помечены в каждом письме.

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Экзаменсем памалли вӑхӑт ҫывхара пуҫласан, Шура мана кашни ҫырурах: «Анне, май пулсан сарлака пиҫиххи тупса яр, портупейлӗ пулсан аван».

Когда дело стало подходить к экзаменам, Шура в каждом письме начал меня умолить: «Мама, если можешь, то достань мне широкий ремень; если можешь, то о портупеей».

Ульяновскран килекен хыпарсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Кашни ҫырурах вӗсем: «Анне, эпир мӗнле пурӑннине килсе кур!» тетчӗҫ.

И в каждом письме они просили: «Мама, приезжай, посмотри, как мы живем».

«Тӗттӗм ҫӗрсем, вут куҫӗсемпе ялкӑшӑр!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Валентина манран хам пурнӑҫра мӗнле те пулин инкек пулман-и, кичем мар-и, тесе ыйтнӑ пулсан, е пӗр-пӗр открытка — чуллӑ сӑртсем, ӑмӑрткайӑк, тинӗс ӳкернине мар, ҫав илемлӗ, хамӑнни пек мар пурнӑҫа тахҫанах курас килет ман, ахаль сарӑ открытка ҫеҫ янӑ пулсан, тата, юлашкинчен, пӗр кӗске ҫырурах, пуринчен те кирлӗрех пулнӑ пек мана виҫӗ хутчен прачка ҫинчен ыйтман пулсан, эпӗ ӑна пӗтӗмпех тӗрӗссине ҫырса янӑ пулӑттӑм, вӑл манӑн анне мар, халӗ ӗнтӗ амаҫури анне те мар, ҫапах та, вӑл хаяр ҫын марччӗ, иртнӗ вӑхӑтсенче мана ачашлани те пулнӑ, хӑш чух эпӗ ытлашширех ашкӑннине те аттерен пытаратчӗ.

И даю слово, что если бы Валентина спросила меня, нет ли у меня какой-нибудь беды, не скучаю ли, или хотя бы прислала простую желтую открытку, а не такую, где скалы, орлы, море дразнили и напоминали мне о красивой и совсем не похожей на мою жизнь, и если бы даже, наконец, на протяжении коротенького письма ровно трижды она не упомянула мне о прачке, как будто это было самое важное, — то я честно написал бы ей всю правду, потому что хотя приходилась она мне не матерью и даже теперь не мачехой, но была она все же человек не злой, когда-то баловала меня и даже иногда покрывала мои озорные проделки.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Кашни ҫырурах вӑл хӗрӗ пирки ыйтать, ун ҫинчен ҫырса пӗлтерме хушать: …«ҫырса пӗлтер, епле ӳсет ман Танюша, мӗнле сӑн-сӑпатлӑ вӑл?

В каждом письме он справлялся о дочери, просил писать о ней: «…пиши, как моя Танюша растет и какая она собой стала?

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр ҫырӑвӗнче Петро хӑй патне «тӑван Дон хӗрринчи садсенче ӳснӗ» типӗтнӗ чие ҫырли ярса пама тата тӑтӑшрах ҫырса тӑма ыйтнӑ; ҫав ҫырурах вӑл Григорие вӑрҫса ҫырнӑ: казаксем каланӑ тӑрӑх, Гриша утне япӑх пӑхать, имӗш, ӑна, Петрона, ку япала питӗ пӑшӑрхантарать, мӗншӗн тесен Гришка аллинчи учӗ унӑн, Петрон, ятран илнӗ учӗ; кун пирки Петро ашшӗне Григорий патне хӑй ячӗпе ҫыру ҫырса яма ыйтнӑ.

В следующем письме просил Петро прислать ему сушеной вишни «с родимых донских своих садов» и просил не забывать, писать чаще; там же ругал он Григория за то, что, по словам казаков, плохо Гришка присматривает за конем, — а ему, Петру, обидно, так как конь Гнедой — его, Петра, собственный и кровный; просил отца написать от себя Григорию.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах эпӗ ҫырни Амеда пӑшӑрхантармастчӗ, тепӗр ҫырурах вӑл: «Тархасшӑн хӑвӑн ырӑ тусусене, уйрӑмах — ҫивӗч чӗлхе-ҫӑварлӑ та ӑслӑ юлташа Р. Каштана, ман чӗре саламне ҫитер, Ман Дюльдяль йӑлтах сывалса ҫитрӗ, ҫӗмӗрттерет кӑна, паян кӑкарнӑ ҫӗртен татса кайрӗ. Вӑл калама ҫук хӳхӗм. Ман шутпа, пӗтӗм Туркменире те унтан лайӑх ут ҫук пулас. Курасчӗ эсӗ ӑна, ытла та илемлӗ-ҫке!..» — тесе ҫырса янӑччӗ.

Но на Амеда это не действовало, и в следующем письме он писал: «Пожалуйста, передай привет моего сердца твоим добрым друзьям и мудрому, красноречивому товарищу Р. Каштану. Мой Дюльдяль стал такой крепкий, что сегодня совсем оборвал привязь. Он стал очень красивый. Я считаю, что лучше такого коня у нас в Туркмении нет. Я хотел бы, чтобы ты видела его, какой он красивый…»

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех