Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырам (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗнсе ҫырам.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Эпӗ шала иртрӗм те чӳрече умне вырнаҫрӑм, курни-илтнине ҫырам тесе, ума блокнот кӑларса хутӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Катя, эсӗ пӗр енне ҫыр, эпӗ тепӗр енне ҫырам, — тетӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Зейнаб, мӗнле сорт тулӑ акнӑ эсӗ? — кӑшкӑрать вӑл, кӑранташӗпе сывлӑшра ҫырам пек туса.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӳлте каланӑ пек, Прохор Палыч ҫинчен ҫырмалли нимӗн те ҫук пулнипе, эпӗ ҫапла шутларӑм: «Кӳр-ха, эпӗ унӑн пурнӑҫӗнчи ҫав тӗп йӑнӑшӗ ҫинчен ҫырам

И уж если нечего писать о Прохоре Палыче, как сказано выше, то я подумал: «А дай-ка напишу насчет этой самой роковой ошибки жизни!»

Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Тинӗсре моряк ҫырам ҫывӑххине кӑтартакан паллӑсене асӑрхаса пӗлнӗ пек, вӑл пур енчен те телейлӗ ҫӗр паллисене курса палласа пынӑ.

Он во всем видел и угадывал приметы счастливой земли, как моряк в тумане моря угадывает приметы близкого берега.

5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Мӑнтарӑн Эммелина, хӑй пурӑннӑ чухне вӑл пур виле валли те сӑвӑ ҫырнӑ, хӑй вилсен, авӑ, ӑна асӑнса никам та пӗр сӑвӑ ҫырман, мӗн тери кӳренмелле ҫакӑншӑн, эпӗ ҫырам тесе хӑтланса пӑхрӑм та, нимӗн те пула пӗлмерӗ.

Когда бедная Эммелина была жива, она сочиняла стихи всем покойникам, и казалось несправедливым, что никто не напишет стихов для нее теперь, когда она умерла; я попробовал сочинить хоть один стишок, только у меня ничего не вышло.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тӑхта-ха, эп Говоров капитан патне хут ҫырам.

Погоди, я записочку тебе черкну к капитану Говорову.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Карточка пирки ҫырам тата.

Так вот — насчёт фотографии.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех