Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑлӗсемшӗн (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫемье пуҫӗ ывӑлӗсемшӗн тӗслӗх пулнӑ.

Глава семьи для сыновей был примером.

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

103. ашшӗсем — ывӑлӗсемшӗн, ывӑлӗсем — ашшӗ-амӑшӗшӗн, пиччӗш-шӑллӗсем — пиччӗш-шӑллӗсемшӗн, тӑванӗсем — хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемшӗн е тус-юлташӗсем хӑйсен хаклӑ ҫыннисемшӗн Ҫӳлти Турра тархаслама пултараҫҫӗ-и? терӗм.

103. отцы за сыновей, сыновья за родителей, братья за братьев, родственники за своих близких или друзья за дорогих для них лиц».

3 Езд 7 // .

5. Эпир апла тума хытарсах чарса лартрӑмӑр, вара пур ҫынна та кӑмӑллакан йӑламӑрпа вӗсен пурӑнӑҫне сыхласа хӑвартӑмӑр; ҫӳлти Турӑ иудейсен шанчӑклӑ хӳтлӗхӗ пулнине, Вӑл, ашшӗ ывӑлӗсемшӗн тӑрӑшнӑ пек, яланах вӗсен хутне кӗнине пӗлсессӗн, тата вӗсем хамӑрпа та, пирӗн асаттемӗрсемпе те ялан ырӑ пулнине шута илсе, эпир, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулса, вӗсене кирек мӗнле айӑпласран та хӑтартӑмӑр, 6. вара пурне те, кашни ҫыннинех, килне таврӑнма хушрӑмӑр, ҫапла хӑйсен айӑпӗсӗр пулса иртнӗ пӑтӑрмахшӑн вӗсене нихӑҫта та никам та нимӗншӗн те ан кӳрентертӗр, ан ӳпкелетӗр терӗмӗр.

5. Мы строго воспретили это и по благоволению, которое питаем ко всем людям, тотчас даровали им жизнь; а когда узнали, что небесный Бог есть верный покров Иудеев и всегда защищает их, как отец сынов, еще же приняв во внимание известное их доброжелательство к нам и к предкам нашим, мы справедливо освободили их от всякого обвинения в чем бы то ни было, 6. и приказали всем и каждому возвратиться в свои домы, так чтобы нигде никто ни в чем не оскорблял их и не укорял в том, что произошло без их вины.

3 Мак 7 // .

2. Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа хунавӗ илемлӗн те мухтавлӑн килӗ, Израилӗн сыхланса юлнӑ ывӑлӗсемшӗн ҫӗр ҫимӗҫӗ чаплӑн та чыслӑн ҫитӗ.

2. В тот день отрасль Господа явится в красоте и чести, и плод земли - в величии и славе, для уцелевших сынов Израиля.

Ис 4 // .

1. Юравсӑр ача нумай пулнине ан хапӑлла, йӗркесӗр ҫынсен ывӑлӗсемшӗн ан савӑн.

1. Не желай множества негодных детей и не радуйся о сыновьях нечестивых.

Сир 16 // .

3. Эпӗ ӳтӗме эрехпе килентерме шутларӑм, чӗреме ӑслӑлӑх ертсе пынӑ хушӑрах ухмахла-ҫӑмӑлттайла та савӑнас, этем ывӑлӗсемшӗн мӗн лайӑххине курас, ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен кӗске ӗмӗрӗнче мӗн тума тивӗҫлине пӗлес терӗм.

3. Вздумал я в сердце моем услаждать вином тело мое и, между тем, как сердце мое руководилось мудростью, придержаться и глупости, доколе не увижу, что хорошо для сынов человеческих, что должны были бы они делать под небом в немногие дни жизни своей.

Еккл 2 // .

31. Ҫӳлхуҫана Унӑн ырӑлӑхӗшӗн, этем ывӑлӗсемшӗн тунӑ тӗлӗнмелли ӗҫӗсемшӗн мухтаччӑр!

31. Да славят Господа за милость Его и за чудные дела Его для сынов человеческих!

Пс 106 // .

21. Ҫӳлхуҫана Унӑн ырӑлӑхӗшӗн, этем ывӑлӗсемшӗн тунӑ тӗлӗнмелли ӗҫӗсемшӗн мухтаччӑр!

21. Да славят Господа за милость Его и за чудные дела Его для сынов человеческих!

Пс 106 // .

15. Ҫӳлхуҫана Унӑн ырӑлӑхӗшӗн, этем ывӑлӗсемшӗн тунӑ тӗлӗнмелли ӗҫӗсемшӗн мухтаччӑр!

15. Да славят Господа за милость Его и за чудные дела Его для сынов человеческих:

Пс 106 // .

8. Ҫӳлхуҫана Унӑн ырӑлӑхӗшӗн, этем ывӑлӗсемшӗн тунӑ тӗлӗнмелли ӗҫӗсемшӗн мухтаччӑр!

8. Да славят Господа за милость Его и за чудные дела Его для сынов человеческих:

Пс 106 // .

9. Тӑванӑмсемшӗн ют пулса тӑтӑм, аннем ывӑлӗсемшӗн палламан ҫын пултӑм: 10. Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни асаплантарчӗ мана, Сана хурлакансенӗн усал сӑмахӗ тиврӗ мана; 11. чунӑмпа типӗ тытса йӗтӗм, мана уншӑн та мӑшкӑлларӗҫ; 12. ҫийӗме ырӑ тумтир вырӑнне хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнтӑм та — ман ҫинчен юптару ярса кулчӗҫ; 13. хапха умӗнче ларакансем ман ҫинчен халап ҫапаҫҫӗ, эрех ӗҫекенсем манран тӑрӑхласа юрлаҫҫӗ.

9. Чужим стал я для братьев моих и посторонним для сынов матери моей, 10. ибо ревность по доме Твоем снедает меня, и злословия злословящих Тебя падают на меня; 11. и плачу, постясь душею моею, и это ставят в поношение мне; 12. и возлагаю на себя вместо одежды вретище, - и делаюсь для них притчею; 13. о мне толкуют сидящие у ворот, и поют в песнях пьющие вино.

Пс 68 // .

13. Сӑваплисен ывӑлӗсемшӗн савӑн та хӗпӗрте: пуҫтарӑнӗҫ те вӗсем сӑваплисенӗн Ҫӳлхуҫине мухтавлӗҫ.

13. Радуйся и веселись о сынах праведных, ибо они соберутся, и будут благословлять Господа праведных.

Тов 13 // .

10. Хорон ҫынни Санаваллат тата аммонсен пуҫлӑхӗ Товия, ҫакна илтсессӗн, Израиль ывӑлӗсемшӗн тӑрӑшакан ҫын килнӗшӗн питӗ кӑмӑлсӑр пулчӗҫ.

10. Когда услышал сие Санаваллат, Хоронит и Товия, Аммонитский раб, то им было весьма досадно, что пришел человек заботиться о благе сынов Израилевых.

Неем 2 // .

6. Хӑвӑн чуру тӑвакан кӗлле илтмешкӗн Санӑн хӑлху тимлӗ пулинччӗ, куҫу уҫӑ пулинччӗ: эпӗ кунӗн-ҫӗрӗн Санӑн умӑнта Израиль ывӑлӗсемшӗн, Хӑвӑн чурусемшӗн кӗлтӑватӑп, Израиль ывӑлӗсенӗн ҫылӑхӗсене каҫарма тархаслатӑп — эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, эпӗ те, ман аттем килӗ те ҫылӑха кӗтӗмӗр.

6. Да будут уши Твои внимательны и очи Твои отверсты, чтобы услышать молитву раба Твоего, которою я теперь день и ночь молюсь пред Тобою о сынах Израилевых, рабах Твоих, и исповедуюсь во грехах сынов Израилевых, которыми согрешили мы пред Тобою, согрешили - и я и дом отца моего.

Неем 1 // .

17. Ровоам вара Иуда хулисенче пурӑнакан Израиль ывӑлӗсемшӗн ҫеҫ патша пулса юлнӑ.

17. Только над сынами Израилевыми, жившими в городах Иудиных, царствовал Ровоам.

3 Пат 12 // .

Дан ывӑлӗсемшӗн ҫак ҫӗр ҫителӗксӗр пулнӑ.

И вышел предел сынов Дановых мал для них.

Нав 19 // .

4. Иисус Израиль ывӑлӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — чӗнсе илнӗ те 5. каланӑ вӗсене: хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчи умне, Иордан варрине кӗрӗр те [ҫавӑнтан] йӑхсерен пӗрер чул — Израиль йӑхӗсен шучӗпе вуникӗ чул [илсе] — хулпуҫҫи ҫине хурӑр: 6. вӗсем сирӗн аса илтерекен паллӑ пулччӑр, [ялан ҫакӑнта выртчӑр]; ӳлӗм ывӑлӑрсем хӑвӑртан: «Мӗнле чулсем кусем?» тесе ыйтсассӑн, 7. вӗсене ҫапла калӑр: «[Пӗтӗм ҫӗр] Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи умӗнче Иордан шывӗ икке уйӑрӑлса тӑнӑ; вӑл Иордан урлӑ каҫнӑ чухне шыв икке уйӑрӑлса тӑнӑ, ку чулсене ҫавна асӑнмалӑх хунӑ» тейӗр; ҫапла вара ҫак чулсем Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗмӗрӗпе астутарса тӑракан палӑк пулӗҫ, тенӗ.

4. Иисус призвал двенадцать человек, которых назначил из сынов Израилевых, по одному человеку из колена, 5. и сказал им Иисус: пойдите пред ковчегом Господа Бога вашего в средину Иордана и [возьмите оттуда и] положите на плечо свое каждый по одному камню, по числу колен сынов Израилевых, 6. чтобы они были у вас [лежащим всегда] знамением; когда спросят вас в последующее время сыны ваши и скажут: «к чему у вас эти камни?», 7. вы скажете им: «в память того, что вода Иордана разделилась пред ковчегом завета Господа [всей земли]; когда он переходил чрез Иордан, тогда вода Иордана разделилась»; таким образом камни сии будут [у вас] для сынов Израилевых памятником на век.

Нав 4 // .

16. Вӑрҫа ҫӳрекенсем халӑх хушшинчен пӗр ҫын юлми вилсе пӗтсессӗн, 17. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 18. эсӗ халӗ Моав чикки тӗлӗнчен, Ар хули тӗлӗнчен, иртсе пыратӑн, 19. аммонсем патне ҫывӑхарса ҫитрӗн; вӗсемпе хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӑл ҫӗре Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ; 20. вӑл рефаимсен ҫӗрӗ шутланнӑ; ӗлӗк унта рефаимсем пурӑннӑ; аммонсем вара вӗсене замзумимсем теҫҫӗ; 21. вӗсем — аслӑ та йышлӑ халӑх — Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем пулнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене аммонсем умӗнчен пӗтерсе тӑкрӗ те, аммонсем вара, вӗсене хӑваласа ярса, вӗсен ҫӗрӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ, 22. Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсемшӗн те Вӑл ҫавӑн пекех тунӑччӗ, вӗсен куҫӗ умӗнчен хоррейсене пӗтерсе пӑрахнӑччӗ, Исав ывӑлӗсем вара, вӗсене хӑваласа кӑларса, вӗсен ҫӗрне вырӑнаҫрӗҫ, паян кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ; 23. Газа хули патне ҫитиех ларса тухнӑ ялсенче пурӑннӑ аввейсене те Кафтортан тухса килнӗ кафторимсем пӗтерсе тӑкрӗҫ те вӗсен вырӑнӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ.

16. Когда же перевелись все ходящие на войну и вымерли из среды народа, 17. тогда сказал мне Господь, говоря: 18. ты проходишь ныне мимо пределов Моава, мимо Ара, 19. и приблизился к Аммонитянам; не вступай с ними во вражду, и не начинай с ними войны, ибо Я не дам тебе ничего от земли сынов Аммоновых во владение, потому что Я отдал ее во владение сынам Лотовым; 20. и она считалась землею Рефаимов; прежде жили на ней Рефаимы; Аммонитяне же называют их Замзумимами; 21. народ великий, многочисленный и высокий, как сыны Енаковы, и истребил их Господь пред лицем их, и изгнали они их и поселились на месте их, 22. как Он сделал для сынов Исавовых, живущих на Сеире, истребив пред лицем их Хорреев, и они изгнали их, и поселились на месте их, и живут до сего дня; 23. и Аввеев, живших в селениях до самой Газы, Кафторимы, исшедшие из Кафтора, истребили и поселились на месте их.

Аст 2 // .

13. Эсир паракан хуласем, хӳтлӗх хуласем, сирӗн улттӑ пулмалла: 14. виҫӗ хулине Иорданӑн ҫак енче парӑр, виҫӗ хулине Ханаан ҫӗрӗнче парӑр; вӗсем хӳтлӗх хуласем пулмалла; 15. ҫакӑ ултӑ хула Израиль ывӑлӗсемшӗн те, ютран килнӗ ҫыншӑн та, сирӗн пата пурӑнма куҫса пынӑ ҫыншӑн та тарса хӑтӑлмалли вырӑн пултӑр, ҫынна ӑнсӑртран вӗлернӗ кашни этем унта тарса кайма пултартӑр.

13. Городов же, которые должны вы дать, городов для убежища, должно быть у вас шесть: 14. три города дайте по эту сторону Иордана и три города дайте в земле Ханаанской; городами убежища должны быть они; 15. для сынов Израилевых и для пришельца и для поселенца между вами будут сии шесть городов убежищем, чтобы убегать туда всякому, убившему человека неумышленно.

Йыш 35 // .

1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. мадиансене Израиль ывӑлӗсемшӗн тавӑр, кайран вара хӑвӑн халӑху патне ӑсанӑн, тенӗ.

1. И сказал Господь Моисею, говоря: 2. отмсти Мадианитянам за сынов Израилевых, и после отойдешь к народу твоему.

Йыш 31 // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех