Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑлусен (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
36. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: укҫуна ҫавӑн евӗр тӑкнӑшӑн, аскӑн ӗҫӳнте хӑвӑн ҫарамасна еркӗнӳсем умӗнче, хӑвӑн пӗтӗм ирсӗр йӗрӗхӳ умӗнче кӑтартнӑшӑн, ҫавсене чӳкленӗ ывӑлусен юнӗшӗн — 37. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ санӑн пӗрле савӑшнӑ пӗтӗм юратнӑ еркӗнне пухӑп, вӗсемпе пӗрле ху курайман ҫынсене те пухӑп, вӗсене пур ҫӗртен те сана питлеме пухӑп та сана вӗсен умӗнче ҫарамаслантарӑп, вара вӗсем санӑн пӗтӗм намӑсна курӗҫ, тет.

36. Так говорит Господь Бог: за то, что ты так сыпала деньги твои, и в блудодеяниях твоих раскрываема была нагота твоя перед любовниками твоими и перед всеми мерзкими идолами твоими, и за кровь сыновей твоих, которых ты отдавала им, - 37. за то вот, Я соберу всех любовников твоих, которыми ты услаждалась и которых ты любила, со всеми теми, которых ненавидела, и соберу их отовсюду против тебя, и раскрою перед ними наготу твою, и увидят весь срам твой.

Иез 16 // .

21. Ху чӗрӗ чухне, сывлан сывлӑшу пур чухне хӑвна ху никампа та ан улӑштар: 22. ывӑлусен куҫӗнчен пӑхса пурӑниччен ачусем хӑвӑнтан ыйтни лайӑхрах.

21. Доколе ты жив и дыхание в тебе, не заменяй себя никем; 22. ибо лучше, чтобы дети просили тебя, нежели тебе смотреть в руки сыновей твоих.

Сир 33 // .

20. Ӗнтӗ Хӑвӑн ывӑлусен тӑшманӗсене, ҫын вӗлерекенсене ҫапла ҫемҫе кӑмӑллӑн, хӗрхенсе, усаллӑхран тасалма вӑхӑт парса, май парса айӑпларӑн пулсассӑн, 21. Эсӗ Хӑвӑн ывӑлусене епле тимлӗн сут турӑн!

20. Ибо, если врагов сынам Твоим и повинных смерти Ты наказывал с таким снисхождением и пощадою, давая им время и побуждение освободиться от зла, 21. то с каким вниманием Ты судил сынов Твоих, которых

Ӑсл 12 // .

15. Анчах та эпӗ «ҫапла калаҫам» тенӗ пулсассӑн Санӑн ывӑлусен йӑхӗ умӗнче сутӑнчӑк пулаттӑм.

15. Но если бы я сказал: "буду рассуждать так", - то я виновен был бы пред родом сынов Твоих.

Пс 72 // .

Манӑн кӗллӗме илтсемччӗ, 13. ҫакӑн пек тусамччӗ: манӑн сӑмахӑм, манӑн чеелӗхӗм Санӑн халална хирӗҫ, Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна, Сион ҫӳллӗшне тата Санӑн ывӑлусен еткер ҫуртне хирӗҫ тискер ӗҫ тума шухӑш тытнисемшӗн суран та хӗн-асап пулччӑр.

Услышь молитву мою, 13. сделай слово мое и хитрость мою раною и язвою для тех, которые задумали жестокое против завета Твоего, святаго дома Твоего, высоты Сиона и дома наследия сынов Твоих.

Иудифь 9 // .

Вӑл сана ывӑлусен ӗҫӗсемшӗн хаса парӗ, тӳрӗ ҫынсен ывӑлӗсене каллех хӗрхенсе каҫарӗ.

Он накажет тебя за дела сынов твоих и опять помилует сынов праведных.

Тов 13 // .

1. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире вӗрентме хушнӑ ӳкӗтсем, йӗркесем, саккунсем ҫакӑ ӗнтӗ, сирӗн хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче [ҫавӑн пек] пурӑнмалла; 2. санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑрамалла, кунҫулу вӑрӑм килтӗр тесессӗн, Эпӗ сана [паян] Унӑн йӗркисемпе Унӑн ӳкӗчӗсене вӗрентсе хӑварӑп, ҫавна санӑн хӑвӑн та, санӑн ывӑлусен те, ывӑлусен ывӑлӗсен те ӗмӗр тӑршшӗпех тытса тӑмалла.

1. Вот заповеди, постановления и законы, которым повелел Господь, Бог ваш, научить вас, чтобы вы поступали [так] в той земле, в которую вы идете, чтоб овладеть ею; 2. дабы ты боялся Господа, Бога твоего, и все постановления Его и заповеди Его, которые [сегодня] заповедую тебе, соблюдал ты и сыны твои и сыны сынов твоих во все дни жизни твоей, дабы продлились дни твои.

Аст 6 // .

25. Эхер те санӑн ывӑлусем ҫуралсассӑн, [хӑвӑн] ывӑлусен ывӑлӗсем ҫуралсассӑн, унтан эсир ҫӗр ҫинче чылайччен пурӑннӑ майӑн ирсӗрленсе кайса пӗр-пӗр суя туррӑн ӗлкине тусассӑн, ҫак усал ӗҫе Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, куҫӗ умӗнче туса Ӑна ҫиллентерсе ярсассӑн, 26. тӳпепе ҫӗре асӑнса калатӑп сире паян: эсир Иордан леш енне каҫса еткерлӗхе илес ҫӗрӗре часах ҫухататӑр; унта нумай вӑхӑт пурӑнаймастӑр, пӗтетӗр; 27. вара Ҫӳлхуҫа сире [пур] тӗрлӗ халӑх хушшине сапаласа ярӗ, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ҫитерсе хӑварнӑ халӑхсем хушшинче эсир пӗчӗк йышлӑн тӑрса юлатӑр; 28. унта эсир [урӑх] турӑсене, этем алли йывӑҫран тата чултан тунӑскерсене, пӑхӑнса пурӑнатӑр: вӗсем курмаҫҫӗ те, илтмеҫҫӗ те, апат та ҫимеҫҫӗ, шӑршӑ та пӗлмеҫҫӗ.

25. Если же родятся у тебя сыны и сыны у сынов [твоих], и, долго жив на земле, вы развратитесь и сделаете изваяние, изображающее что-либо, и сделаете зло сие пред очами Господа, Бога вашего, и раздражите Его, 26. то свидетельствуюсь вам сегодня небом и землею, что скоро потеряете землю, для наследования которой вы переходите за Иордан; не пробудете много времени на ней, но погибнете; 27. и рассеет вас Господь по [всем] народам, и останетесь в малом числе между народами, к которым отведет вас Господь; 28. и будете там служить [другим] богам, сделанным руками человеческими из дерева и камня, которые не видят и не слышат, и не едят и не обоняют.

Аст 4 // .

12. Моисей Ааронпа унӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене, Елеазарпа Ифамара, каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра кӳнӗ парнесенчен юлнӑ тырӑ-пулӑ парнине, тутлӑлла пӗҫернине, илӗр те ӑна парне вырӑнӗ патӗнче ҫийӗр: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 13. ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа парнисенчен ҫакӑ санӑн паю, санӑн ывӑлусенӗн пайӗ пулать: [Ҫӳлхуҫамӑр] мана ҫапла хушнӑ; 14. силлентерсе кӳрекен ӑмӑрӗпе ҫӗклентерсе кӳрекен хулне эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсем те таса вырӑнта ҫийӗр: Израиль ывӑлӗсем кӳрекен канӑҫлӑх парнисенчен ҫакӑ — сана панӑ пай, санӑн ывӑлусене панӑ пай; 15. ҫӗклентерсе кӳрекен хулӗпе силлентерсе кӳрекен ӑмӑрне вӗсен ҫу парнисемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче силлентерсе кӳмелле; Ҫӳлхуҫамӑр [Моисее] хушнӑ пек, ҫакӑ ӗмӗрлӗхе санӑн паю тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусен [тата санӑн хӗрӳсен] пайӗ пултӑр, тенӗ.

12. И сказал Моисей Аарону и Елеазару и Ифамару, оставшимся сынам его: возьмите приношение хлебное, оставшееся от жертв Господних, и ешьте его пресное у жертвенника, ибо это великая святыня; 13. и ешьте его на святом месте, ибо это участок твой и участок сынов твоих из жертв Господних: так мне повелено [от Господа]; 14. и грудь потрясания и плечо возношения ешьте на чистом месте, ты и сыновья твои и дочери твои с тобою, ибо это дано в участок тебе и в участок сынам твоим из мирных жертв сынов Израилевых; 15. плечо возношения и грудь потрясания должны они приносить с жертвами тука, потрясая пред лицем Господним, и да будет это вечным участком тебе и сыновьям твоим [и дочерям твоим] с тобою, как повелел Господь [Моисею].

Лев 10 // .

9. Хӑвӑртрах аттем патне кайӑр та калӑр ӑна: санӑн ывӑлу Иосиф ҫапла калать, тейӗр: Турӑ мана пӗтӗм Египет пуҫлӑхӗ туса лартрӗ; ман патӑма кил, ан вӑрахла; 10. эсӗ Гесем ҫӗрӗнче пурӑнӑн; эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, ывӑлусен ывӑлӗсем те, вак выльӑху та, шултӑра выльӑху та, санӑн мӗн пурри йӑлтах ман ҫывӑхра пулӗ; 11. сана ҫавӑнта тӑрантарса усрӑп, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑх тата пилӗк ҫул пулмалла, эсӗ, санӑн кил-йышу, санӑн мӗн пурри вара ҫука юлмӗ, тейӗр.

9. Идите скорее к отцу моему и скажите ему: так говорит сын твой Иосиф: Бог поставил меня господином над всем Египтом; приди ко мне, не медли; 10. ты будешь жить в земле Гесем; и будешь близ меня, ты, и сыны твои, и сыны сынов твоих, и мелкий и крупный скот твой, и все твое; 11. и прокормлю тебя там, ибо голод будет еще пять лет, чтобы не обнищал ты и дом твой и все твое.

Пулт 45 // .

15. Вара [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ: 16. эсӗ хӑв та тух, санӑн арӑму та, ывӑлусем те, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшӗнчен тухчӑр; 17. хӑвӑнпа пӗрле пулнӑ пур чӗрчуна та — вӗҫен кайӑксене, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана — хӑвӑнпа пӗрле илсе тух; вӗсем ҫӗр тӑрӑх саланччӑр, ҫӗр ҫинче ӗрчеччӗр, хунаса пыччӑр, тенӗ.

15. И сказал [Господь] Бог Ною: 16. выйди из ковчега ты и жена твоя, и сыновья твои, и жены сынов твоих с тобою; 17. выведи с собою всех животных, которые с тобою, от всякой плоти, из птиц, и скотов, и всех гадов, пресмыкающихся по земле: пусть разойдутся они по земле, и пусть плодятся и размножаются на земле.

Пулт 8 // .

18. Анчах Эпӗ санпала халал хывӑп: эсӗ ху та, санӑн ывӑлусем те, арӑму та, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшне кӗрӗҫ.

18. Но с тобою Я поставлю завет Мой, и войдешь в ковчег ты, и сыновья твои, и жена твоя, и жены сынов твоих с тобою.

Пулт 6 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕпленрех