Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанни (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Путин шанни питӗ кирлӗ. Путин историллӗ определени панӑ, Турцие «шанчӑклӑ партнер» тенӗ, — тенӗ материалта.

«Выражение Путиным доверия очень важно. Путин дал историческое определение, назвав Турцию самым «надежным партнером», — говорится в материале.

Турцире Путин РФ чи шанчӑклӑ партнерӗ тесе ҫырнӑ заявление хакланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3662096

Путин турккӑсене шанни Анкарашӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Доверие Путина к туркам имеет огромное значение для Анкары.

Турцире Путин РФ чи шанчӑклӑ партнерӗ тесе ҫырнӑ заявление хакланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3662096

Самбопа интересленекенсем округра ӳссе пырассине шанни ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/

Кӗтерук ҫирӗп шанни тата Макҫӑм кумӑшсем те халичченхи пекех ӑшпиллӗн пӑхни ӑна пурнӑҫри чи йывӑр вӑхӑтра та пӗччен маррине туйтарчӗҫ, пурнӑҫшӑн малалла кӗрешес хӑватне ӳстерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвӑра шанни, ӑс тата оптимизм сирӗнтен халӑх умне тухмалли ҫын туса хурӗ.

Уверенность в собственной неотразимости, ум и оптимизм сделают вас публичной особой.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хутшӑнура пӗр-пӗрне шанни - Пулӑсене халӗ ҫакӑ ҫитмест.

Доверие в отношениях — то, чего Рыбам сейчас не хватает.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унта Ирина Алексеевна Осиповӑна хӑрушсӑрлӑх техники инженерӗн ӗҫне чирли сипленсе тухиччен туса пыма шанни синчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ку пысӑк яваплӑх пирӗншӗн тата пӗр сӑмахсӑр пире шанни пулса тӑрать, пӗрлӗх, пӗчӗккинчен пуҫласа асли таранах хастар хутшӑнни ҫинчен калать.

Это говорит о большом и безоговорочном доверии, единстве, от мала до велика активно принимают участие.

Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл // Эллина СУФЬЯНОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yl-3492584

Анчах ҫавӑнтах стенд ҫинче леш институт ятне тупма шанни кулӑшла пулнине тавҫӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫын ӗҫлемест пулсан, вӑл ӗненни, шанни ниме те пӗлтермест…

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шанни пӗтӗмпех тӗрӗс пулчӗ!

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапла вара Австралири опал Клондайкӗ малалла тӑсӑлать, ҫывӑх вӑхӑтра, тен, эпир черетлӗ Кубер-Педи еплерех аталанса пынине сӑнама пултарӑпӑр — унта теветкеллӗх те, телее шанни те, лотерейӑри пек ӑнни те пулӗ-ха.

Так что австралийский опаловый Клондайк продолжается и на горизонте маячит очередной Кубер-Педи с приключениями, азартом, лотереей и авантюрами.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Вӗсем сире шанни вӑй, хӑюлӑх хушӗ.

Их вера в вас вселяет вам мужество и смелость.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ытлашши шанни, сапаланчӑк пулни хирӗҫӳ, авари е суранланасси патне илсе ҫитерме пултарӗҫ.

Сейчас излишняя доверчивость и рассеянность могут привести к конфликтам, авариям или получению бытовых травм.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑваш Ен ҫыннисен те, паллах, влаҫ тӗлӗшпе кӑмӑлсӑрлӑх ҫук мар-тӑр, анчах митингсем тӑрӑх сулланса ҫӳренипе пурнӑҫ лайӑхланасса шанни вырӑнсӑррине кашниех ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Мӗн тери ӑшӑ туйӑм, пӗр-пӗрне хисеплени, шанни вӗсем калаҫнинче.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— «Тен» ҫине шанни кулӑшла, — лӑпкӑн хирӗҫлерӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫак йӑлара мӗн тери пуласлӑха шанни!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑвӑр вӑя шанни, яваплӑха туйни ыйтусене татса пама пулӑшӗҫ.

Ваша уверенность в своих силах и ответственность помогут решить все вопросы.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Оптимизм, вӑй шанни, йӗркене пӑхӑнма пӗлни сире кирек мӗнле лару-тӑруран та тухма пулӑшӗҫ.

Ваш оптимизм и вера в свои силы, умение следовать установленным правилам помогут найти выход из любых ситуаций.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех