Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӳречинчен (тĕпĕ: чӳрече) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем Владимир Петровичпа перрон ҫинче мӗнле сывпуллашнине эпӗ купе чӳречинчен курса тӑтӑм: поезд тапранса кайма пуҫласан Люся Владимир Петрович еннелле туртӑнчӗ, унӑн икӗ аллине те ярса тытрӗ, анчах лешӗ темӗнле хурлӑхлӑн кулса илчӗ те хӗрӗн сылтӑм аллине кӑна тытса чӑмӑртарӗ, унӑн сулахай аллинчи ҫӗпӗр чечекӗсен ҫыххине илме те астумарӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ, касса чӳречинчен пӑхса лараканскер, ӑна таҫтанах асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Акӑ Хумккасен чӳречинчен ҫутӑ ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Санитарнӑй вакун чӳречинчен выртса пӑхса пынӑ чух ҫак манӑҫми тӗлпулӑва тепӗр хут аса илчӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпир эс ӑҫтан килни, мӗншӗн ҫын чӳречинчен пӑхса ҫӳрени ҫинчен ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата ҫын чӳречинчен мӗн пӑхса ҫӳретӗн?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑп ҫак вӑхӑтра ҫывӑхри трактиртен таврӑнакан Костьӑпа Емелька Матӗрне пурӑнакан пӳлӗм чӳречинчен ют ҫын пӑхса тӑнине асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арена ҫине ярмӑркӑри камит чӳречинчен кӑтартакан Петрушка евӗр тумланнӑ этем мӑйрака хуҫса тухни Ҫтаппанӑн кичем шухӑшне сирчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑнман вырӑнпа сывпуллашас тесе вакун чӳречинчен Приютово станци енне пӑхрӑм та… вокзал ҫурчӗ хыҫӗнчен перрон ҫине фуфайкӑллӑ виҫӗ кӳлепе васкаса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Раман кабина чӳречинчен хунарпа ҫутатса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унтан вакун чӳречинчен пӑхса илчӗ те Мишӑран: — Ху ӑҫта ӗҫлетӗн-ха, — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑлакисен пӗчӗк чӳречинчен имшер ҫутӑ сӑрхӑнать.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗрле (шӑпах ҫапла, вӑрӑ-хурахла, коммунистсем хӑйсен хура ӗҫӗсене пуҫлӑхӗ вӗрентнӗ пек ҫӗрле тунӑ) Кузнецовсен чӳречинчен хыттӑн шаккарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Иртен пуҫласах вагон чӳречинчен ҫеҫенхирсем курӑнаҫҫӗ.

С самого утра в окна вагона видны были степи.

Уй-хир варрипе // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Чӑн малтан эпӗ тинӗсе вагон чӳречинчен куртӑм.

Впервые я увидел море из окна вагона.

Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кабинӑн уҫӑ чӳречинчен шофер пуҫӗ курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ферма чӳречинчен пӑхакан шурӑ пит…

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

…Автобус чӳречинчен пӑхкаласа кӗрхи кун илемӗпе киленсе пыракан Таранов канӑҫсӑррӑн йӑшӑлтатса илчӗ: пӑх-халӗ, «Пурнӑҫ курки» юрӑ хӗн курни ҫинчен унӑн статья ҫырмалла иккен, унӑн!

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ӑҫталла таптаратӑн? — кабина чӳречинчен пуҫне кӑларса ыйтрӗ шофер ман йӗкӗтрен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Вӑл ҫӗрӗпех вагон чӳречинчен пӑхса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех