Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсемех (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫипписене килте хатӗрленӗ е сутӑн илнӗ сӑрӑсемпе хӑйсемех пӗветнӗ, пӗвевҫӗне пани те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӗсем тупӑк тунӑ, шӑтӑк чавнӑ, вилесене те хӑйсемех ҫунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫитӗнсе ҫемье ҫавӑрсан ялта пурӑнакан тӑванӗсем валли хӑйсемех ҫурт ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Хӗрӗсемех тирпейлесе пурӑнчӗҫ кил-ҫурт таврашне, хуҫалӑхне те хӑйсемех тытса пынӑ темелле.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ан тив, ҫамрӑксем хӑйсен ыйтӑвӗсене хӑйсемех сӳтсе явма вӗренччӗр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кухньӑри вучаха та хӑйсемех сӳнтерчӗҫ пулмалла, Розӑна унта кӗртмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрӑм ҫула ҫӳреме юратакан ачасем урапасем ҫинчен сике-сике анчӗҫ, утсене хӑйсемех тӑварса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ман тус-йышсем аван ҫынсем, хӑйсемех пушатса пӗтерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ мӗн чул укҫа ӗҫлесе килнине пӗлсен, хӑйсемех чӗлхисене ҫыртӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата санран, хальччен хулара пулса курман, хӑйсемех инкеке кӗртнӗ ҫынран, кулни вӗсене чыс кӳрес ҫук, — терӗ те Матӗрне ури ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ак вара хӑйсемех намӑса кӗрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унти шухӑшсем, сӑнарсем, чӗлхе хӑйсене хӑйсемех мухтаҫҫӗ е хӳтӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Арӑмпа Ирина хӗрӗм хӑйсемех мӗкӗлтетсе манпа пӗрле талпӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Сарлака тимӗр бетон плитасем сарса тунӑ ҫулсем тӑрӑх тӗрлӗ тиеве хӑйсемех тӑкма пултаракан тимӗр кузовлӑ автомашинӑсем, хӑйӑр та бетон, кирпӗч тиенӗскерсем, унталла та кунталла куҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫапах Кӑркка Сӑмси парӑнман, ҫавнашкал йӗрӗхсенчен иккӗшне судпа айӑпланӑ та, ыттисем хӑйсемех хӳрисене кирлӗ ҫӗре хӗстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Матвей Сакмаров // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 24 с.

Паян, кӗтмен ҫӗртен, хӑйсемех сӗннӗ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Вӗсем хӑйсемех, кама кирлӗ, вӗрентӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урисем хӑйсемех, Ваҫилене пӑхӑнмасӑр, туслӑн мӗлтлете пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ вӑл утмасть, хӑнӑхнӑ мельпе урисемпе пӗр евӗрлӗ хускаткалать, вӗсем ӑна хӑйсемех малалла куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Машинӑсем хӑйсемех улӑма силлесе тӑнӑ ҫӗрте татти-сыпписӗр аялалла улӑм анса тӑрать.

По огромным самотрясам молотилок непрерывно струится обмолоченная солома.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех