Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Арӑм хӑй ӳтне хӑй хуҫа мар, упӑшки хуҫа; упӑшки те хӑй ӳтне хӑй хуҫа мар, арӑмӗ хуҫа.4. Жена не властна над своим телом, но муж; равно и муж не властен над своим телом, но жена.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те кам та пулин хӑйӗн хӗрне чуралӑха сутсассӑн, вӑл арҫын чура тухса кайнӑ пек тухса кайма пултараймасть; 8. эхер те ҫав хӑрхӑм хӑйӗн хуҫине килӗшмест пулсассӑн, хуҫи ӑна ҫураҫмасть пулсассӑн, ӑна каялла тӳлесе илме ирӗк патӑр; ӑна хӑй тиркенӗ пулсассӑн, [хуҫан] ӑна ют халӑха сутма ирӗк ҫук; 9. эхер те вӑл ӑна хӑйӗн ывӑлӗ валли ҫураҫсассӑн, ӑна хӑйӗн хӗрӗ вырӑнне хутӑр; 10. эхер те ывӑлӗ валли урӑх арӑм илсессӗн, ӑна апатсӑр, тумтирсӗр хӑвармалла мар, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнасси те сыхланса юлтӑр; 11. эхер те хуҫа уншӑн ҫакӑ виҫӗ япалана тумасть пулсассӑн, вӑл ун патӗнчен ахалех, тӳлемесӗрех, тухса кайтӑр.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Авигейӑна, Навал арӑмне, пӗр тарҫи ҫапла пӗлтернӗ: Давид пирӗн хуҫана сывлӑх сунма пушхиртен хӑйӗн ҫыннисене янӑ, анчах хуҫа вӗсемпе питӗ тӳрккес калаҫрӗ; 15. ҫав ҫынсем пире ырӑ ҫеҫ турӗҫ, вӗсем пире кӳрентермен, вӗсемпе пӗрле хирте ҫӳренӗ чухне пирӗн нимӗн те ҫухалман; 16. эпир вӗсен ҫывӑхӗнче кӗтӳ кӗтсе ҫӳренӗ чухне вӗсем пирӗншӗн ир те, каҫ та шанчӑклӑ хӳтлӗх пулчӗҫ; 17. апла мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑх: пирӗн хуҫана, унӑн пӗтӗм кил-йышне пурпӗрех инкек кӗтет, вӑл вара — усал ҫын, унпа калаҫма та ҫук, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Ҫӗрпӳ хуҫи — ҫӗр хуҫа, Ҫӗр хуҫара ырри ҫук; Пирн Еркиней хӑй хуҫа — Ӑна ҫитес ыр ҫын ҫук!»
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Халиччен курман-илтмен пурлӑха курсан ырӑ хуҫа шалт тӗлӗнсе каять, пуринчен ытла тата хуҫи пулманран тӗлӗнет, хуҫи кӑна мар-ха, тарҫи те ҫук; музыка ҫаплах татти-сыпписӗр илтӗнет, ҫавӑн чух вӑл хӑй ҫинчен ҫапла шухӑшлать: «Аваннине аван та, анчах ҫимелли ҫук», тет.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Ваҫили Андрейч хакне татах та антаратчӗ пулӗ, мӗншӗн тесен вӑрманӗ унӑн округӗнче пулнӑ, тата вӑл ялти хуҫасемпе пӗрле тахҫанах ҫакӑн пек йӗрке тунӑ; пӗр хуҫа тепӗр хуҫа таврашне пырса хак хӑпартман; анчах Ваҫили Андрейч кӗпӗрне хулинчи хуҫасем ҫав вӑрмана илесшӗн тенине илтнӗ.
I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
— Автоколонна начальникне — унӑн хушамачӗ Супрунов, машина хуҫи, кирлӗ ҫын, нефтебаза хуҫине — Евсей Маркович Соломатина, вӑрат ӑна, ку та пуян хуҫа.
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хуҫа пирки «Мов» нимӗн чухлӗ те иккӗленмест, ун пирки пӗр шухӑш, — хуҫа ӗҫ парать.В хозяине для «Mob» есть совершенно ясный смысл - хозяин дает работу.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
«Мов» ун ҫине ҫав тери интересленсе пӑхать, унӑн куҫӗсем пӗрлешсе пӗр ҫутта пухӑнаҫҫӗ те, ҫав ҫутӑра вара хуҫан типшӗм те шӑмӑллӑ, сарӑхнӑ сӑн-пичӗ курӑнать, ҫав тӗксӗмрех ҫутӑ «Мов» хуҫа ҫине хисеплесе пӑхнине палӑртать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Салтак, хӑйӗн вӑйне, ҫав хушӑрах хуҫа ним тума пултарайманнине хӑнӑхнӑскер, халӗ хуҫан сӑмахӗ ӑна кӑшт урӑлтарчӗ: хӑй ӗҫне начар пӗлнӗ пирки, вырӑн тупма питӗ хӗн иккенне ӑнланнӑ вӑл.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пекарня хуҫи ӑна ҫӑкӑра икӗ питлӗ тунӑшӑн е ирхине кӑларса ӗлкӗрейменшӗн ятлас-тӑвас пулсан, вӑл урсах каятчӗ вара, хуҫа ҫине ҫӑвар уҫтарми кӑшкӑратчӗ, кун чухне вӑл яланах хӑйӗн музыкӑра талант пурри ҫинчен каласа хӑваратчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл хавасланса кайрӗ, хӑйӗн хуҫине унӑн мӗнле те пулин лайӑх сӑмах каласси килчӗ, — хуҫа аван ҫын! — ӑна ҫав тери тутлӑ апат ҫитерет.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Эпӗ хуҫа пулнӑ пулсанччӗ, эпӗ хуҫа мар вӗт…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вилнӗ хуҫа майрин хапхи умне ӗнтӗ полици те пырса ӗлкӗрнӗ, хуҫасем виле ҫине пухӑннӑ ҫӑхансем пек каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳренӗ.У ворот покойницы уже стояла полиция и расхаживали купцы, как вороны, почуя мертвое тело.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Енчен те ҫак кил хуҫи пулма ӗмӗтленнӗ пулсан ма эс хӑвна чӑн-чӑн хуҫа пек тытмарӑн?Если ты мечтал стать хозяином этого дома, почему ты не вёл себя как настоящий хозяин, а?
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
1. Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫурт хуҫи евӗрлӗ; ҫав хуҫа хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ирхине ирех ҫын тара тытма тухнӑ; 2. кунне пӗрер динари тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ; 3. виҫҫӗмӗш сехетре тухса, вӑл суту-илӳ тӑвакан ҫӗрте ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ та 4. вӗсене те каланӑ: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, мӗн тивӗҫлине парӑп сире» тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗреннӗ кирек хӑш кӗнекеҫӗ те кил хуҫи евӗрлӗ — ҫав хуҫа хӑй мулӗ управӑшӗнчен ҫӗннине те, киввине те илсе тухать, тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Чурисем хуҫине пырса каланӑ: «хуҫа! эсӗ хӑвӑн хирне ырӑ вӑрлӑх акманччӗ-и? унта пукра ӑҫтан тухнӑ вара?» тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Чурасем хуҫа аллинчен, хӗрарӑм чура хуҫа арӑмӗ аллинчен пӑхса тӑнӑ пек, акӑ пирӗн куҫӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа енне, хамӑр Туррӑмӑр енне, хамӑра хӗрхеничченех пӑхаҫҫӗ.
Пс 122 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Эпӗ те ҫавнах калатӑп! — пин тенкине ҫухатма пултарасса ӑнланнипе мӑн хырӑмлӑ хуҫа цирк хуҫи патне кӗчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.