Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

укҫасӑр (тĕпĕ: укҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта укҫасӑр кайма ҫук.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

1722 ҫулта ӑна парламент депутатне суйланӑ, акӑлчан флочӗн карапӗсем ҫинче ҫар морякӗсен, ҫавӑн пекех кивҫене кӗнине пула тӗрмене лекнисен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатассишӗн тӑрӑшнӑ, ҫав вӑхӑтрах Англири укҫасӑр ҫынсемпе континентри Европӑрӑ хӗсекен протестантсене куҫарса Ҫурҫӗр Америка континенчӗ ҫинче ҫӗнӗ колонисене никӗслес шухӑша аталантарасшӑн пулнӑ.

В 1722 году был избран депутатом парламента, выступал за улучшение условий жизни военных моряков на кораблях английского флота, а также заключённых долговых тюрем, одновременно активно продвигая идею основания на североамериканском континенте новых колоний, которые можно было бы населить неплатёжеспособным населением Англии и угнетаемыми протестантами из континентальной Европы.

Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF

Эпӗ ачасене укҫасӑр пукане театрӗ кӑтартма каятӑп!

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Музейсенче ӑна укҫа тӳлесе кураҫҫӗ, эп укҫасӑр кӑтартатӑп, — ҫунатланать Петрук, вӑхӑт-вӑхӑт картишне тухкаласа пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗлӗк-авалах укҫа хуҫа пулнӑ тӗнчере, укҫасӑр ҫын халӗ те сумсӑр, чыссӑр, ятсӑр, ҫунатсӑр кайӑках, пролетай теҫҫӗ вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укҫасӑр та тухса кайма пул-тараймасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл укҫасӑр Питӗре таврӑнма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пире ӗҫсӗр те укҫасӑр хӑварать ак вӑл.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Сывлӑхӗсемшӗн тӑрӑшса ҫынсене — укҫасӑр, стройкӑна плансӑр тӑратса хӑвармӑп, — терӗ Ирина хӑйне айӑплӑн туйса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эсир нихӑҫан та укҫасӑр ларакан марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

— Арӑмна мӗн тесе суйрӑн укҫасӑр таврӑнсан? — ыйтрӗ леш тӑсланкӑ каччах.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Укҫасӑр вара халь мӗн пурнӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Укҫасӑр мӗнле пурӑнан?

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эсир укҫасӑр тата темӗн чухлӗ парӑмпа тӑрса юлатӑр.

Куҫарса пулӑш

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Вишневский хӑйӗн ҫак брошюрине те, ытти кӗнекесене те чӑвашсене е пачах укҫасӑр, е йӳнӗ хакпа сутма сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Е лашине вӑхӑтлӑх парса янӑ, е ҫӑнӑх укҫасӑр авӑртса панӑ.

То лошадь одолжит, то муки просто так намелет.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

«Виҫӗ пус укҫасӑр ҫынна-и? — кулать Тимуш. — Ухмах тӗлне пултӑм, тетнем?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Анчах, чӑн та, паянхи кун укҫасӑр мӗнле савӑнӑҫ пултӑр?

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ирӗксӗрех хӑйӗн пекех укҫасӑр ларакансене аса илме пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Укҫасӑр пуҫне урӑххи те юрать.

— Можно и другое положить, не только деньги.

Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех