Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑчӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн шухӑшӗсем ӑшне путнӑскер, вӑл йӑрӑст тӑсӑлса тӑракан лётчиксем ҫумӗпе икӗ хутчен вӑркӑнса иртсе кайрӗ, унтан вӗсен тӗлӗнче тӑп! чарӑнса тӑчӗ те, пуҫне ҫӗклесе ыйтуллӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 сыпӑк // .

Яр уҫӑ чӳречесенчен икӗ сасӑ илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 сыпӑк // .

Унтан грузовик ял тӑрӑх чупса тухрӗ те ялти шкулӑн типтерлӗ ҫурчӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 сыпӑк // .

Машина пӗр минутлӑха чарӑнса тӑчӗ те, кабинӑран хӗр-почтальон сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 сыпӑк // .

Хӑй ҫавӑнтах ури ҫине тӑчӗ те, таврари вырӑнсене опытлӑ куҫӗсемпе пӑхса илсе, шофера ҫывӑхри юханшыв хӗрринчи тӗрлӗ курӑксемпе витӗннӗ лапама тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 сыпӑк // .

Ҫӳлелле хӑпарнӑ чух ҫил айӑкран вӗрсе тӑчӗ, самолёта тытса пыракан ҫултан пӑрчӗ, ҫавӑнпа та тӑтӑшах тӳрлетсе пымалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 сыпӑк // .

Ҫапла вӑл каҫченех ӳксе сике-сике тӑчӗ, киле вара амӑшне кӳрентермелле тӑп-тӑр юр пулса, шӑмми-шаккине кӑвакартса пӗтерсе таврӑнчӗ, ывӑннипе унӑн урисем те чӗтрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 сыпӑк // .

Анчах Алексей, тем пуласса сиснӗ пек, чунтанах хӑйне мӗн каласса кӗтсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 сыпӑк // .

Мересьевӑн пӗтӗм ӑшчикки вӗреме тытӑнчӗ, вӑл хӑйне хӑй аран чарса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 сыпӑк // .

Пачах урӑхла, ку сӑмахсене Капустин ҫар ҫынни пек мар, мирлӗн каларӗ, анчах Мересьев ӑна итлерӗ те, пӑлхавлӑн ҫӗкленсе, хӑй койки ҫумнех тӑсӑлса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 сыпӑк // .

Пӳлӗме Стручков пырса кӗчӗ те унпа калаҫма тӑчӗ, анчах ответ кӗтсе илеймесӗр, пуҫне сулкаласа тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 сыпӑк // .

Пӗр-икӗ самант хушши Наумов хӑйне такам пуҫран мӑлатукпа ҫапнӑ пек пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 сыпӑк // .

Унӑн пӗтӗм шӑмшакки савӑнса тӑчӗ, вӑл ыранхи кун самолёт хӑйне итлеми пуласси, катастрофа пулма пултарасси ҫинчен шухӑшламарӗ те.

Куҫарса пулӑш

8 сыпӑк // .

Вӑл аэродром сывлӑшӗпе сывларӗ, унти ӗҫсене курса тӑчӗ, моторсем таттисӗр кӗрленине, ракетницӑсем янравсӑр шаплатнисене итлерӗ, бензинпа ҫу шӑршине шӑршларӗ.

Куҫарса пулӑш

8 сыпӑк // .

Унтан Мересьев аэродрома таврӑнчӗ те тӗттӗм пуличченех, юлашки самолёта линейка ҫине кустарса кӗртсе ҫӗре винтӑласа лартнӑ штопорсем ҫумне вӗренпе кӑкарса лартичченех, самолётсем мӗнле вӗҫнине, ку вӑл тренировка туса зонӑсем тӑрӑх ҫаврӑнни мар, чаплӑ ассен ӑмӑртӑвӗ пулас пек шутласа, сӑнаса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 сыпӑк // .

Майор кӑмӑлӗ ун майлӑ ҫаврӑннипе хавасланса, Мересьев сиксе тӑчӗ те, хӑй ӑҫтине манса кайсах, хӑй мӗнле ташланине кӑтартасшӑн пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

7 сыпӑк // .

Вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче хуллен калаҫнӑ, хӑш-пӗрисем палӑрмаллах пӑлханнӑ, чӗлӗм нумай туртнӑ, пӗр старший лейтенант кӑна ковёрсем тӑрӑх хӑйӗн тӗлӗнмеллерех, кӑштах сиккелекен уттипе калле-малле утса ҫӳрерӗ, Начальник патне пынисем пурте унта кӗрсе тухсан, — хӑй черечӗ ҫитсен, Мересьев тӳрех ҫаврака питлӗ майор ларакан сӗтел умне хыттӑн утса пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 сыпӑк // .

Капитан ним калама аптӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 сыпӑк // .

Анчах капитан сӑнӗ ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ, вӑл Алексее ырӑ суннине палӑртрӗ, ҫавӑнпа та Алексей, ӑна ҫиленес вырӑнне, ура ҫине сиксе тӑчӗ те ҫамрӑк ачалла хаваслӑн кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

7 сыпӑк // .

Анюта коридора тухса Алексей протезӗсем ҫӗре ӳкнӗ сас илтӗниччен кӗтсе тӑчӗ, унтан лампӑна сӳнтерчӗ те, хӑй те саланса вырӑн ҫине кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 сыпӑк // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕпленрех