Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнӑ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Захарпа кӑна пурӑннӑ пулсан, ирчченех аллипе сулкаласа чӗннӗ пулӗччӗ те, юлашкинчен, вилнӗ пулӗччӗ, ун ҫинчен ирхине ҫеҫ пӗлӗччӗҫ, анчах кил хуҫи арӑмӗ ӑна питӗ тимлӗ асӑрхаса тӑнӑ: Илья Ильича лайӑх маррине пӗлме ӑна ӑс мар, чӗре тавҫӑрулӑхӗ кирлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // .

Ӑславҫӑ евӗр те, художник евӗр те Штольц Ольгӑна ӑслӑ пурӑнма вӗрентет; вӑл вӗреннӗ чухне те, пурнӑҫпа кӗрешсе ҫирӗпленнӗ йывӑр кунсенче те хальхи пек тимлӗ пулман; халӗ ӑна хӑйӗн тусӗн лӑпланма пӗлмен ӑс-хакӑлӗ пӑшӑрхантарсах тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // .

Ольга, хӑйне юратнипе именсе, хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне чылайччен кӑтартман, Штольц ют ҫӗршывра асапланса кӗрешнӗ хыҫҫӑн тин ӑна асӑрхарӗ те тӗлӗнсе кайре; ҫав нумай шанчӑк паракан, манӑҫа тухнӑ ача халӗ кӑмӑллӑ та вӑйлӑ сӑнар пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // .

Вӑл кулкаласа, пӗрре хӗрелсе, тепре куҫхаршисене пӗрсе, юрату геройӗсемпе героинисем ҫине пӑхнӑ; ун умне хурҫӑ перчеткеллӗ Дон Кихотсем, вӗсен ӗмӗтӗнчи дамӑсем, аллӑ ҫул хушши савнисене манмасӑр, улталамасӑр пурӑннӑскерсем, хӗрлӗ питлӗ, чакӑр, ӑшӑ куҫлӑ кӗтӳҫсем, вӗсен така пӑхакан савнийӗсем туха-туха тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // .

Ултавӗ ӑҫта? тесе ыйтсан, ун куҫӗ умне ӗлӗкхипе хальхи тӗрлӗ маскӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // .

Анчах юрлани, ачашшӑн пӑшӑлтатни, унтан тӗрлӗрен тӗслӗ ҫынлӑ князь ҫурчӗ, кайран университет, кӗнекесем, светри пурнӑҫ — ҫаксем йӑлтах Андрея ашшӗ кӑтартса панӑ тӳрӗ ҫул-йӗртен пӑрса янӑ; вырӑс пурнӑҫӗ илӗртӳллӗ курӑннӑ, ҫавӑнпа леш тӗссӗр ҫыруран яр уҫӑ, анлӑ картина пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // .

Анчах ҫак тӗрлӗ ӗмӗрсенчи сӗтел-пукан, картинӑсем хушшинче никамшӑн та ним тӗшне тӑман, ҫапах Ольгӑпа Штольца телейлӗ сехете, асран кайми саманта аса илтерекен япаласем хушшинче, тем чухлӗ кӗнекесемпе нотӑсем хушшинче вӗсен ӑшӑ пурнӑҫӗ сисӗннӗ, вӗсен ӑсӗпе эстетикӑллӑ туйӑмӗ киленнӗ; йӗри-тавра ӗмӗрхи ҫутҫанталӑк илемӗ йӑлтӑртатнӑ пекех, ҫакӑнта пур ҫӗрте те лӑпланма пӗлмен шухӑш пурри сисӗннӗ, е этем ӑсӗн илемӗ йӑлтӑртатса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // .

Штольц Обломовкӑри тупӑшран тӗрӗс ярса тӑнӑ укҫа пӗтӗмпех Обломовӑн «парӑмне» тӳлесе татма каять.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // .

Эсӗ ӑна кала: шалпӑ парасшӑн, сана сыхласа тӑнӑ, свитетӗлсем пур, те…

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // .

Унта унӑн ашшӗ, аслашшӗ, ачисем, мӑнукӗсемпе хӑнисем ӳркевлӗн канса ларнӑ е выртнӑ, вӗсем хӑйсен тавра ялан сӑнаса тӑракан, ырми-канми ӗҫлекен ҫынсем пуррине, хӑнисене ҫавсем тумлантарасса, ӗҫтерсе-ҫитерсе, ҫывӑрма вырттарасса, вилес умӗн куҫа хупса ярасса пӗлсех тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // .

Килӗшетӗн-и манпа эсӗ, Илья? — хушса хучӗ вӑл, чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // .

Обломов вара пӗр минут пек иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн: — Ҫывӑрнӑ… — терӗ хуллен.

что после минутного колебания он тихо отвечал: — Спал…

VII сыпӑк // .

Эпӗ илӗртнӗ, хӑрушлӑха юриех санран пытарса тӑнӑ, тейӗҫ.

Скажут, я увлекал, закрывал от тебя пропасть с умыслом.

V сыпӑк // .

Обломов ним шухӑшласа илеймерӗ; вӑл, хускалмасӑр, Захар тӑнӑ вырӑналла хӑраса пӑхса тӑчӗ, кайран, ӗмӗтне ҫухатнӑ ҫын пек, аллисене пуҫӗ ҫине хучӗ те кресло ҫине ларчӗ.

Обломов не мог опомниться; он все стоял в одном положении, с ужасом глядя на то место, где стоял Захар, потом в отчаянье положил руки на голову и сел в кресло.

IV сыпӑк // .

Обломова валли апат уйрӑм пӗҫернӗ пулсан та, кил хуҫи арӑмӗ унӑн кухнине те асӑрхасах тӑнӑ.

Хотя Обломов держал стол особо, но глаз хозяйки бодрствовал и над его кухней.

IV сыпӑк // .

Ҫакӑ мар пулсан, эсӗ, мӗн, эпӗ мӗнрен те пулин хӑраса тӑнӑ пулӑттӑмччӗ тетӗн-и?

А если бы не это, разве, ты думаешь, я чего-нибудь испугалась бы?

XIII сыпӑк // .

Эпӗ тахҫантанпах пыра хӗссе те куҫа ҫунтарса тӑнӑ куҫҫуле текех тытса чараймарӑм.

Я не мог более удерживать слез, давно давивших мне горло и жегших глаза.

XIII сыпӑк // .

Ҫакна вӑл, леш курса тӑнӑ хӗрарӑмах пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тери хаяр курайманлӑхпа, пит татӑклӑ, ӗнентерӳллӗ шанӑҫлӑхпа каланӑ-мӗн те, пӗтӗм эшкер самантлӑха темле анӑраса кайнӑ пек пулнӑ, анчах самантлӑха ҫеҫ, мӗншӗн тесен ятлаҫу ҫавӑнтах ҫӗнӗрен, ҫӗнӗ вӑйпала ахӑрса ҫӗкленнӗ.

Эта угроза, как мне потом передавала та же очевидица события, была произнесена с такой страстной ненавистью, таким решительным, пророческим тоном, что на мгновение вся толпа как будто бы оцепенела, но только на мгновение, потому что тотчас же раздался новый взрыв брани.

XII сыпӑк // .

Ҫӗр ҫинче ҫавӑнтах чӗрӗ купа вӗресе пӑтрашӑнма пуҫланӑ, темиҫе теҫетке кӗлетке самантрах ҫухрашакан пӗр пӗтӗм ушкӑн пулса тӑнӑ.

Тотчас же на земле закипела свалка, и десятки тел смешались в одну общую кричащую массу.

XII сыпӑк // .

Олеся хӑй шиклӗхне ҫӗнтернӗ те чиркӗве килнӗ; ҫитессе вӑл служба варринче кӑна ҫитнӗ, тӑрасса та чиркӳ пӑлтӑрӗнче ҫех тӑнӑ, апла пулин те кӗлӗри мӗнпур хресчен ҫийӗнчех асӑрханӑ ӑна.

Олеся переломила свою боязнь и пришла в церковь; хотя она поспела только к середине службы и стала в церковных сенях, но ее приход был тотчас же замечен всеми находившимися в церкви крестьянами.

XII сыпӑк // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех