Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмӑп (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс, чӑнах та, тӑван пулӑн та, анчах тӑванне-мӗнне пӑхса тӑмӑп ун пекех хирӗлен пулсассӑн!

Ты, конечно, станешь моим родственником, но несмотря на это сейчас получишь у меня!

Виҫҫӗмӗш курӑну // .

2. Эпӗ сире унччен те каланӑччӗ, халӗ те, — тепӗр хут тӗл пулас умӗн, — иккӗмӗш хут пынӑ чухнехи пекех унччен ҫылӑха кӗнисене хытарсах калатӑп: пырсассӑн хӗрхенсе тӑмӑп.

2. Я предварял и предваряю, как бы находясь у вас во второй раз, и теперь, отсутствуя, пишу прежде согрешившим и всем прочим, что, когда опять приду, не пощажу.

2 Кор 13 // .

7. Ҫавӑнпа калать те Ҫӳлхуҫа: 8. Эпӗ ӗнтӗ вӗсем ҫылӑха кӗрсе тӑвакан йӗркесӗр ӗҫсем ҫинчен шарламасӑр тӑмӑп, вӗсенӗн усал ӗҫӗсене тӳссе тӑмӑп: акӑ айӑпсӑррисенӗн, тӳрӗ ҫынсенӗн юнӗ Мана кӑшкӑрса чӗнет, тӳрӗ ҫынсенӗн чунӗсем те пӗр чарӑнмасӑр кӑшкӑрса чӗнеҫҫӗ.

7. Посему говорит Господь: 8. Я уже не буду молчать о беззакониях, которые совершают они нечестиво, и не буду терпеть в них того, что они делают преступно: вот, кровь неповинная и праведная вопиет ко Мне, и души праведных вопиют непрестанно.

3 Езд 15 // .

6. Ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансене Эпӗ текех хӗрхенсе тӑмӑп, тет Ҫӳлхуҫа; акӑ Эпӗ ҫынсене кирек кама та хӑйӗн ҫывӑх ҫыннин, хӑйӗн патшин аллине парӑп, вӗсем ҫапла ҫӗре пӗтерсе пырӗҫ, Эпӗ вӗсене ҫавсен аллинчен хӑтармӑп.

6. Ибо Я не буду более миловать жителей земли сей, говорит Господь; и вот, Я предам людей, каждого в руки ближнего его и в руки царя его, и они будут поражать землю, и Я не избавлю от рук их.

Зах 11 // .

6. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израилӗн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен тӳрӗ ҫынна кӗмӗлле, чухӑна пӗр мӑшӑр ура сыррилле сутаҫҫӗ.

6. Так говорит Господь: за три преступления Израиля и за четыре не пощажу его, потому что продают правого за серебро и бедного - за пару сандалий.

Ам 2 // .

4. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа саккунне йышӑнмарӗҫ, Вӑл хунӑ йӗркесене тытса тӑмарӗҫ, хӑйсенӗн ашшӗсемех пуҫҫапнӑ йӗрӗхсем вӗсене ҫултан пӑрса ячӗҫ.

4. Так говорит Господь: за три преступления Иуды и за четыре не пощажу его, потому что отвергли закон Господень и постановлений Его не сохранили, и идолы их, вслед которых ходили отцы их, совратили их с пути.

Ам 2 // .

1. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Моавӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӑл Эдом патшин шӑмми-шаккине акшар пулса кайичченех ҫунтарчӗ.

1. Так говорит Господь: за три преступления Моава и за четыре не пощажу его, потому что он пережег кости царя Едомского в известь.

Ам 2 // .

13. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Аммон ывӑлӗсен йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп вӗсене, мӗншӗн тесен вӗсем, хӑйсенӗн чиккисене сарас тесе, Галаадра йывӑр ҫӳрекен арӑмсене каса-каса тухнӑ.

13. Так говорит Господь: за три преступления сынов Аммоновых и за четыре не пощажу их, потому что они рассекали беременных в Галааде, чтобы расширить пределы свои.

Ам 1 // .

11. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эдомӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӑл хӑй тӑванне хӗҫпе хӑваларӗ, тӑванлӑх туйӑмне таптарӗ, пӗрмаях хӑйӗн ҫиллипе тискерленчӗ, хӑйӗн хаярлӑхне нихӑҫан та пусармарӗ.

11. Так говорит Господь: за три преступления Едома и за четыре не пощажу его, потому что он преследовал брата своего мечом, подавил чувства родства, свирепствовал постоянно во гневе своем и всегда сохранял ярость свою.

Ам 1 // .

9. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Тир хулин йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӗсем тыткӑнри мӗнпур ҫынна Эдома пачӗҫ, тӑванла килӗшӳ ҫинчен аса та илмерӗҫ.

9. Так говорит Господь: за три преступления Тира и за четыре не пощажу его, потому что они передали всех пленных Едому и не вспомнили братского союза.

Ам 1 // .

6. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Газа хулин йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӗсем тыткӑнри мӗнпур ҫынна Эдом аллине пама илсе тухрӗҫ.

6. Так говорит Господь: за три преступления Газы и за четыре не пощажу ее, потому что они вывели всех в плен, чтобы предать их Едому.

Ам 1 // .

3. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Дамаскӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӗсем Галаада тимӗр тӑпачӑпа тӑпаларӗҫ.

3. Так говорит Господь: за три преступления Дамаска и за четыре не пощажу его, потому что они молотили Галаад железными молотилами.

Ам 1 // .

13. Эсӗ вара вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсемпе Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшасене, священниксемпе пророксене, Иерусалимра пурӑнакан мӗнпур ҫынна ӳсӗртмеллех ӳсӗртӗп те 14. вӗсене, ашшӗсене те, ывӑлӗсене те — пурне те пӗрле — пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑнтарса вӗлерсе пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсене каҫармӑп, ҫырлахмӑп, пӗтернӗ чухне хӗрхенсе тӑмӑп.

13. А ты скажи им: так говорит Господь: вот, Я наполню вином до опьянения всех жителей сей земли и царей, сидящих на престоле Давида, и священников, и пророков и всех жителей Иерусалима, 14. и сокрушу их друг о друга, и отцов и сыновей вместе, говорит Господь; не пощажу и не помилую, и не пожалею истребить их.

Иер 13 // .

6-7. Манӑн сӑнӑм умне акӑ мӗн ҫырса хунӑ: чӗнмесӗр тӑмӑп, тавӑрӑп, вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемпе пӗрле ӑшчиккине кӗртсех тавӑрса парӑп; вӗсен ашшӗсем тусем ҫинче фимиам тӗтӗрнӗ, сӑртсем ҫинче Мана хӑртнӑ-хурланӑ; Эпӗ вӗсен унчченхи ӗҫӗсене виҫсе ӑшчиккинех ярса парӑп.

6. Вот что написано пред лицем Моим: не умолчу, но воздам, воздам в недро их 7. беззакония ваши, говорит Господь, и вместе беззакония отцов ваших, которые воскуряли фимиам на горах, и на холмах поносили Меня; и отмерю в недра их прежние деяния их.

Ис 65 // .

5. Ҫывӑх ҫынни ҫинчен вӑрттӑн элек паракана пӗтерӗп; ҫӳлтен пӑхакана, мӑнаҫлӑ чӗреллине чӑтса тӑмӑп.

5. Тайно клевещущего на ближнего своего изгоню; гордого очами и надменного сердцем не потерплю.

Пс 100 // .

11. Сире Турӑ аллинче мӗн пуррине пӗлтерем; Пурне те Тытса Тӑракан ирӗкӗнче мӗн иккенне пытарса тӑмӑп.

11. Возвещу вам, что в руке Божией; что у Вседержителя, не скрою.

Иов 27 // .

Патша ӑна: ыйт, аннем, эпӗ сана кӑмӑл тумасӑр тӑмӑп, тенӗ.

И сказал ей царь: проси, мать моя; я не откажу тебе.

3 Пат 2 // .

27. Вара фараон Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те вӗсене каланӑ: ку хутӗнче эпӗ ҫылӑха кӗтӗм; Ҫӳлхуҫа тӳрӗ, эпӗ тата манӑн халӑхӑм вара айӑплӑ; 28. [маншӑн] Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр: Турӑ аслатийӗ, пӑр [тата ҫӗр ҫинчи вут-ҫулӑм] чарӑнтӑр, вара эпӗ сире ярӑп, урӑх чарса тӑмӑп, тенӗ.

27. И послал фараон, и призвал Моисея и Аарона, и сказал им: на этот раз я согрешил; Господь праведен, а я и народ мой виновны; 28. помолитесь [обо мне] Господу: пусть перестанут громы Божии и град [и огонь на земле], и отпущу вас и не буду более удерживать.

Тух 9 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕпленрех