Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмаҫҫӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫакӑн пек шут турӗҫ: паллах, танкистсем аван ҫынсем, анчах лётчиксем те вӗсенчен кайра тӑмаҫҫӗ, вӗсем ҫине лайӑхрах пӑхсан, вӗсем сывлӑшри ҫынсем пулсан та — хуҫалӑха, ҫемьене тытса усрама пултаракан паха ҫынсемех пулма пултарни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

6 сыпӑк // .

Мана пӗлтерсе тӑмаҫҫӗ.

Мне не докладают.

14 сыпӑк // .

Апла пулин те ял пурнӑҫӗнчен айккинче тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

4) енчен те тавлашуллӑ йышӑнусем, ӗҫсем (ӗҫлеменнисем) Раҫҫей Федерацийӗн нормативлӑ право акчӗпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ, ачасен прависемпе саккунлӑ интересӗсене пӑсаҫҫӗ, вӗсен прависемпе саккунлӑ интересӗсене пурнӑҫлама чӑрмантараҫҫӗ е вӗсене саккунлӑ мар майпа мӗнле-тӗр тивӗҫлӗ туса хунӑ пулсан, Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене е ытти уҫӑ полномочисене панӑ ытти органсен, организацисен, должноҫри ҫынсен, патшалӑх е муниципалитет служащийӗсен йышӑнӑвӗсене тата ӗҫӗсене (ӗҫлеменнине) саккунлӑ мар тесе йышӑнма ачасен прависемпе саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлес тӗллевпе суда административлӑ тавӑҫ заявленийӗсем тӑратма;

4) обращаться в суд с административными исковыми заявлениями о признании незаконными решений, действий (бездействия) органов государственной власти Чувашской Республики, органов местного самоуправления, иных органов, организаций, наделенных отдельными государственными или иными публичными полномочиями, должностных лиц, государственных или муниципальных служащих в защиту прав и законных интересов детей, если полагает, что оспариваемые решения, действия (бездействие) не соответствуют нормативному правовому акту Российской Федерации, нарушают права и законные интересы детей, создают препятствия к реализации их прав и законных интересов или на них незаконно возложены какие-либо обязанности;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №34 от 07 мая 2019 г.

Вӗсем сан ӗмӗлкӳ шутне те тӑмаҫҫӗ.

Они не стоят и твоей тени.

Тӑваттӑмӗш курӑну // .

Кӑна илтсен, Ольга Сергеевна кӳренмеллипех кӳренсе лартнӑ, пӗтӗм арҫын унӑн юратнӑ комиссарӗн чӗрни хурине те тӑмаҫҫӗ тенӗ.

Ольга Сергеевна пуще того обиделась и опять стала говорить, что все мужики не стоят мизинца ее незабвенного комиссара.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Пире астуса тӑмаҫҫӗ пулсан вӑйӑра та мана суйла, эпӗ сана суйлатӑп.

когда никто не видит, и во всех играх ты будешь выбирать меня, а я тебя.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // .

Чылай чухне тренерсем палӑртакан кӑтартусем секцисене чӑнласах ҫӳрекен ачасен шучӗпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ.

Нередко данные, представляемые тренерами, не соответствуют фактическому числу ребят, посещающих секции.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫын куҫӗнчен пытанса эрехпе шӑварӑннӑ самантсенче вӗсем мӗнле те пулин таса мар, хӑйсене пайта кӳрекен ӗҫ тума (ҫакӑнта вӗсен тӑванлӑх тымарӗ) хатӗрленеҫҫӗ, каварлашакан хурахсенчен нимпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

банкоматран укҫа илнӗ чухне тимлӗ сӑнӑр: ҫумра палламан ҫынсем тӑмаҫҫӗ-и, клавиатура урӑхларах мар-и, экран патне хушма устройство вырнаҫтарман-и?

Куҫарса пулӑш

Ултавҫӑсем татах улталаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 09.06.17

Сан пек каяшсем ман арӑмӑн касса пӑрахнӑ чӗрнине те тӑмаҫҫӗ.

Такие отходы, как ты, даже отрезанного ногтя моей жены не стоят.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Кирлӗ чухне турткаланса тӑмаҫҫӗ, ыйтсан яланах пулӑшаҫҫӗ.

При необходимости не отказываются, всегда помогают.

«Хресчен пулма чунпа пиҫсе ҫитмелле» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

«Винегрет» чӗлхипе калаҫакансем хӑйсем каппайланма та именсе тӑмаҫҫӗ.

Говорящие на языке "винегрета" уже не стесняются этим даже кичиться.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Регистрациленнӗ 30 ҫынран 15-шӗ - «Единая Россия» парти членӗсем, 14-шӗ нихӑш партире те тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Регистрациленнӗ 30 ҫынран 15-шӗ - «Единая Россия» парти членӗсем, 14-шӗ - нихӑш партире те тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутат хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

11. Галаад ӗнтӗ Авен пулса кайрӗ пулсан, вӗсем ниме те тӑмаҫҫӗ; Галгалра парне пама пӑрусем пусатчӗҫ, вӗсенӗн парне вырӑнӗсем ана йӑранӗсем ҫинчи чул куписем евӗрлехчӗ.

11. Если Галаад сделался Авеном, то они стали суетны, в Галгалах заколали в жертву тельцов, и жертвенники их стояли как груды камней на межах поля.

Ос 12 // .

12. Кунта эсӗ Вавилон ҫӗршывӗнчи ӗҫсене тӗрӗслесе тӑма лартнӑ Иудея арӗсем пур: Седрах, Мисах тата Авденаго; ҫавӑ арсем, патша, эсӗ хушнине итлемеҫҫӗ, санӑн туррусене ӗҫлесе тӑмаҫҫӗ, эсӗ лартнӑ ылтӑн кӗлеткене пуҫҫапмаҫҫӗ.

12. Есть мужи Иудейские, которых ты поставил над делами страны Вавилонской: Седрах, Мисах и Авденаго; эти мужи не повинуются повелению твоему, царь, богам твоим не служат и золотому истукану, которого ты поставил, не поклоняются.

Дан 3 // .

4. Вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ӳксессӗн тӑмаҫҫӗ-им вара, ҫултан аташсассӑн каялла таврӑнмаҫҫӗ-им?

4. И скажи им: так говорит Господь: разве, упав, не встают и, совратившись с дороги, не возвращаются?

Иер 8 // .

9. Вӗсем мӗнлереххи вӗсен пичӗ-куҫӗнченех курӑнать, хӑйсен ҫылӑхӗсене вӗсем уҫҫӑнах, Содом ҫыннисем пекех, каласа параҫҫӗ, пытарса тӑмаҫҫӗ: вӗсен чунне хуйхӑ ҫитӗ! вӗсем хӑйсене хӑйсемех усал тӑваҫҫӗ.

9. Выражение лиц их свидетельствует против них, и о грехе своем они рассказывают открыто, как Содомляне, не скрывают: горе душе их! ибо сами на себя навлекают зло.

Ис 3 // .

25. Ӗнтӗ пурте пӑтрашӑнса кайнӑ: юн тӑкаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ, улталаҫҫӗ, астараҫҫӗ, шӑв-шав тапратаҫҫӗ, пӗрне-пӗри сутаҫҫӗ, тупа тунине пӑсаҫҫӗ, ырӑ ҫынсене чӑрмантараҫҫӗ, 26. ырӑ тунине манаҫҫӗ, чунсене ирсӗрлеҫҫӗ, арҫынни-хӗрарӑмне уйӑрса тӑмаҫҫӗ, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнӑҫа мӑшкӑллаҫҫӗ, асӑхаҫҫӗ, иртӗхеҫҫӗ.

25. Всеми же без различия обладают кровь и убийство, хищение и коварство, растление, вероломство, мятеж, клятвопреступление, расхищение имуществ, 26. забвение благодарности, осквернение душ, превращение полов, бесчиние браков, прелюбодеяние и распутство.

Ӑсл 14 // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕпленрех