Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туяпа (тĕпĕ: туя) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урашӑн пӑшӑрханмастӑп, вӑл юсанать анчах малтанах туяпа ҫӳремелле пулассинчен хӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫулсем иртнӗ, Егор Петрович туяпа ҫӳреме тытӑннӑ, юлашкинчен вара йывӑр чирлесе ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл салтак тумӗпе тата икӗ туяпа пулнӑ, кил хуҫисем унӑн хӑрах ури ҫуккине асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Каҫхине ҫывӑрма выртнӑ чух эпӗ вӑл мӗншӗн хитре туяпа ҫӳренине пӗлтӗм: унӑн сылтӑм ури чӗркуҫҫирен аяларах татӑлнӑ иккен…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Эпӗ ӑна, путсӗре, кӳр-ха питӗнчен сурам е туяпа сурӑм урлӑ хурам!

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл мӑнукӗ умне пычӗ те: «Уттарам сана пиччӳ сукмакӗпе» тесе чутах пуҫ урлӑ туяпа ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тарӑхнипе туяпа хӑмсартӑм та, ашшӗсем патне тухса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл пулмасан — пушӑ аврипе, туяпа, пекӗпе, чул таткипе…

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— И-и, ачам, халӗ шӑши те туяпа ҫӳрет, — терӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Хытӑ кӑшкӑрса курман эпӗ вӗсене, туяпа е хулӑпа мар, ал лаппипе те ҫапса курман.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Йытӑ-качка мана туяпа хӑваламалли, чулпа пемелли юрӑхсӑр чӗрчун пек ҫеҫ туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ик-виҫ сив сӑмах илтнипе ҫеҫ мар, туяпа хӑваласан та каймасть!

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Захвор пур-и? — туртса ячӗ исполнитель Захворсен кантӑкӗнчен туяпа.

Куҫарса пулӑш

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

1971 ҫулта ӑна «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцине чӗнсе илеҫҫӗ, анчах та нумаях та ӗҫлеймест вӑл редакцире — автомобиль аварине лексе йывӑр сусӑрланать, пӗрех ура ҫине тӑрать, туяпа ҫӳрекен пулать.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Фронтра вӑл сылтӑм уринчен аманнӑ, ҫавӑнпа туяпа ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Курма таврӑнсан, Михаил Петровича хӑйсен хапхи умӗнче пӗрремӗш хут туяпа куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Ан тив, йытӑ ҫыртӗ-и, ҫыртмӗ-и, ҫамрӑклах туяпа ҫӳрес марччӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Куҫӗсене тутӑрпа хупласа ҫыхнӑ ҫынсем хӑйсенчен вун пилӗк утӑма лартнӑ чӳлмеке туяпа персе ҫӗмӗрме тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗркунне атте вӑйсӑрланса ҫитрӗ, типсе хӑрса кайрӗ, туяпа ҫӳреме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр ҫула яхӑн вырӑнпа выртнӑ, темиҫе уйӑх туяпа ҫӳренӗ.

Год с лишком пролежал недвижимый в постели, потом стал ходить с костылем.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех