Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вырӑнти фабрикатсен шутне хут, сӑрӑ тата хими япалисем, стеарин, супӑнь, ҫу, сахӑр, цикори, машинӑсем, музыка инструменчӗсем, хурҫӑран, тимӗртен, ылтӑнран тата кӗмӗлтен тунӑ япаласем кӗнӗ.
Хайльбронн // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%B0%D ... 0%BD%D0%BD
Тимӗртен те хытӑраххи.
Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.
Тимӗртен тунӑ ӑна, тӑватӑ кӗтеслӗ ҫӑлтӑр пек, тӑваткал.
46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Авалхи Китайра чаплӑ та пуян чиновниксене — мандаринсене тарҫисем пуҫ айне минтер вырӑнне чултан, йывӑҫран, тимӗртен тунӑ тӑваткал япаласем хунӑ.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ишӗлсе пӗтнӗ каналсемпе плотинӑсене юсама тытӑнчӗҫ тата пит ҫирӗп материалсенчен — цементпа тимӗртен — ҫӗнӗрен каналсем, плотинӑсем тума тапратрӗҫ.
Пушӑ хирсен зонинче хуҫалӑх епле аталанать тата халӑх пурӑнӑҫӗ мӗнле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тимӗртен тунӑ япаласемшӗн, ахаль материсемшӗн, йӳнӗ тӑракан капӑр-капӑршӑн вӑл темӗн чухлӗ ылтӑн, хаклӑ тӑракан йывӑҫ ҫимӗҫӗсем, апат-ҫимӗҫ продукчӗсем нумай туяннӑ.
Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Горизонт хыҫнелле анакан хӗвел хӗретнӗ пӗлӗт шӑратнӑ вӗри тимӗртен пулса тӑнӑ юхан шыв пек курӑнчӗ.
18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Лена хӑйӗн ҫуррине тимӗртен тунӑ чи ҫӗнӗ модӑллӑ ҫӳллӗ те ҫинҫе пушмак кӗллине — «пӑтана» хуҫса пӑрахнине курчӗ.
I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Манӑн ку чи хулӑн тимӗртен авнӑскер, — шаккаса кӑтартаҫҫӗ ыттисем.
Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, тимӗртен тытса ҫывӑрма юрамасть иккен, сивӗ тимӗр ӳт ӑшшине хӑй ҫине туртса илет-мӗн.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ҫапла майлашса, Укахви пӗр ҫур ҫавра ҫывӑрса илнӗ-и, ҫук-и — тепӗр авӑкран вӑл алӑ паҫӑрхинчен те ытларах ыратнипе вӑранса кайрӗ те самантрах ӑна тимӗртен вӗҫертрӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Тимӗртен тунӑ ухӑ йӗппи ҫук та, антив ҫӗмренӗ ҫара йывӑҫ пултӑр.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Турӑ куҫне Ула Тимӗртен сылтӑм еннелле чалӑштарчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Аппӑшӗ, Ула Тимӗртен виҫӗ ҫул аслӑскер, пиллӗкмӗш класра вӗренет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл пӗтӗмпех чултан та тимӗртен, шалти хӑш-пӗр эрешӗсем ҫеҫ йывӑҫран пулас.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫав вырӑнта машина номерне ҫырса ҫакса хураҫҫӗ, тӗрлӗ майпа (кивӗ кустӑрма хурса, тимӗртен карта тытса) паллӑ тӑваҫҫӗ.
Хула ҫӗрне хапсӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33838.html
Ухӑ йӗпписем шӑмӑран та тимӗртен пирӗн, сӑнӑсем ҫивӗч, сире хӳме урлӑ туртса каҫармалли йӑлмаксем вӑрӑм.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫӗҫҫине вара карчӑк, усал яланах тимӗртен хӑратӑр тесе, сӑпка ҫумне ҫакнӑ.
Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Вӗсем хӑраҫҫӗ тет-и тимӗртен?
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Алӑк урлашки те тимӗртен.Два маленьких оконца зарешечены, на двери огромный железный засов.
Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.