Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавлашатӑн (тĕпĕ: тавлаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тавлашатӑн пулсан — улӑштаратӑп!

— Будешь спорить — сменю!

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Ун пек юрамасть: ытлашши тавлашатӑн, мана та вуласа пӗтерме памастӑн.

Так не годится: лишний спор заводишь и мне не даешь прочитать до конца.

15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Эсӗ пустуях тавлашатӑн, Дымшаков!

— А ты напрасно злишься, Дымшаков!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тавлашатӑн та, намӑсланатӑн ҫеҫ…

 — Споришь, только срамишься…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Шампански вӑл хваттер тупса панӑшӑн; эпӗ сана нумай ырӑ турӑм вӗт, эсӗ ху туймастӑн ӑна, тавлашатӑн тата; пархатарсӑр эсӗ!

— Шампанское за отыскание квартиры: ведь я тебя облагодетельствовал, а ты не чувствуешь этого, споришь еще; ты неблагодарен!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ну, тавлашатӑн — и е хӑраса ӳкрӗн?

Ну что, будешь спорить или сдрейфил?

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Эсӗ Достоевскипе тавлашатӑн? — ман ҫине шанчӑксӑр ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхса кулса илчӗ Лихо.

— Ты споришь с Достоевским? — презрительно усмехаясь, спросил Лихо.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех