Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахусене (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тархасшӑн, — терӗм эпӗ малалла ҫав саспах: — халех хӑвӑрӑн сӑмахусене каялла илме ыйтатӑп; ӑна пуҫран шухӑшласа кӑларнине эсир хӑвӑр питӗ лайӑх пӗлетӗр.

— Прошу вас, — продолжал я тем же тоном, — прошу вас сейчас же отказаться от ваших слов; вы очень хорошо знаете, что это выдумка.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Сан сӑмахусене ӗненсе лартнӑ пулсан?

А если бы я поверила твоим словам?

Улттӑмӗш курӑну // .

32. Эсӗ мана пӑрахса кайнӑран хӑратӑп, санӑн сӑмахусене итлесе хире тухрӑм та акӑ каласа пама ҫуккине куртӑм, халӗ те куратӑп, терӗм.

32. Оттого, отвечал я ему, что ты оставил меня, и я, поступая по словам твоим, вышел на поле, и вот увидел и еще вижу то, о чем не могу рассказать.

3 Езд 10 // .

71. Халь ӗнтӗ хӑвӑн сӑмахусене тӗпе хурса, ӑнланса ил; хӑвах каларӑн-ҫке, ӑстӑн хамӑрпа пӗрле ӳсет, терӗн.

71. Теперь же уразумей на основании своих собственных слов; ведь ты сказал, что разум возрастает с нами.

3 Езд 7 // .

32. Акӑ эсӗ вӗсемшӗн — кулӑшла юрӑҫӑ пек, евӗклӗ сасӑллӑ та кӗвве лайӑх калакан юрӑҫӑ пек; вӗсем сан сӑмахусене итлеҫҫӗ, анчах вӗсене пурӑнӑҫа кӗртмеҫҫӗ.

32. И вот, ты для них - как забавный певец с приятным голосом и хорошо играющий; они слушают слова твои, но не исполняют их.

Иез 33 // .

31. Вара вӗсем сан патна халӑх пухӑвне пынӑ пек пыраҫҫӗ, Манӑн халӑхӑм сан умна ларать, санӑн сӑмахусене итлеҫҫӗ, анчах вӗсене пурӑнӑҫа кӗртмеҫҫӗ; вӗсем хӑйсен калаҫӑвӗнче ҫакӑнтан вӑйӑ тӑваҫҫӗ, вӗсенӗн чӗри мул хыҫҫӑн хавхаланса каять.

31. И они приходят к тебе, как на народное сходбище, и садится перед лицем твоим народ Мой, и слушают слова твои, но не исполняют их; ибо они в устах своих делают из этого забаву, сердце их увлекается за корыстью их.

Иез 33 // .

15. Хӑйсен арӑмӗсем ют турӑсене тӗтӗрнине пӗлсе тӑракан пӗтӗм арҫын, ҫавӑнта йышлӑн тӑракан пӗтӗм хӗрарӑм, пӗтӗм халӑх — Египет ҫӗрӗнче, Пафросра пурӑнакансем — Иеремийӑна хуравласа ҫапла каланӑ: 16. эпир сана итлеместпӗр, Ҫӳлхуҫа ятӗнчен каланӑ сӑмахусене итлеместпӗр!

15. И отвечали Иеремии все мужья, знавшие, что жены их кадят иным богам, и все жены, стоявшие там в большом множестве, и весь народ, живший в земле Египетской, в Пафросе, и сказали: 16. слова, которое ты говорил нам именем Господа, мы не слушаем от тебя;

Иер 44 // .

Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрӗ, тыткӑна лекнӗ мӗнпур ҫын Вавилонран ҫак вырӑна таврӑнасси ҫинчен каланӑ сӑмахусене Ҫӳлхуҫа вырӑна килтертӗрех!

да исполнит Господь слова твои, какие ты произнес о возвращении из Вавилона сосудов дома Господня и всех пленников на место сие!

Иер 28 // .

11. Хӑвӑн сӑмахусене астутарса вӗсене асап кӑтартнӑ пулин те, вӗсене кӗҫех сыватнӑ, сӑмахусене пачах манӑҫа хӑварса, вӗсем Хӑвӑн ырӑлӑхусӑр ан юлччӑр тенӗ.

11. Хотя они и были уязвляемы в напоминание им слов Твоих, но скоро были и исцеляемы, дабы, впав в глубокое забвение оных, не лишились Твоего благодеяния.

Ӑсл 16 // .

139. Манӑн тӑшмансем Санӑн сӑмахусене манчӗҫ, ҫавӑнпа ҫунса тухатӑп.

139. Ревность моя снедает меня, потому что мои враги забыли слова Твои.

Пс 118 // .

8. Левий ҫинчен те каланӑ: туммим — Санӑн, урим та — Санӑн, вӗсем Хӑвӑн сӑваплӑ ҫынну ҫийӗнче, Эсӗ ӑна Масса теекен вырӑнта сӑнаса пӑхнӑ, Эсӗ унпа Мерива шывӗ хӗрринче тавлашса курнӑ, 9. хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен вӑл: «эпӗ вӗсем ҫине пӑхмастӑп» тет, вӑл хӑйӗн тӑванӗсене те палламасть, хӑйӗн ывӑлӗсене те пӗлмест: вӗсем, левитсем, Санӑн сӑмахусене сыхлаҫҫӗ, Санӑн халална упраҫҫӗ, 10. Санӑн саккунусене Иакова, Санӑн ӳкӗтӳсене Израиле вӗрентеҫҫӗ, Санӑн умӑнта ырӑ шӑршӑ тӗтӗреҫҫӗ, парне кӳрекен вырӑну ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳреҫҫӗ; 11. эй Ҫӳлхуҫамӑм, унӑн вӑй-халне пилле, алли тӑвас ӗҫне кӑмӑлла, ӑна хирӗҫ тӑракансене, ӑна курайманнисене ури ҫине тӑмалла мар ҫапса салат.

8. И о Левии сказал: туммим Твой и урим Твой на святом муже Твоем, которого Ты искусил в Массе, с которым Ты препирался при водах Меривы, 9. который говорит об отце своем и матери своей: «я на них не смотрю», и братьев своих не признает, и сыновей своих не знает; ибо они, левиты, слова Твои хранят и завет Твой соблюдают, 10. учат законам Твоим Иакова и заповедям Твоим Израиля, возлагают курение пред лице Твое и всесожжения на жертвенник Твой; 11. благослови, Господи, силу его и о деле рук его благоволи, порази чресла восстающих на него и ненавидящих его, чтобы они не могли стоять.

Аст 33 // .

3. Вӑл [Хӑйӗн] халӑхне чӑн-чӑнах юратать; унӑн пур святойӗ те Санӑн аллунта, Санӑн сӑмахусене тӑнласшӑн вӗсем Санӑн уру умне ӳкрӗҫ.

3. Истинно Он любит народ [Свой]; все святые его в руке Твоей, и они припали к стопам Твоим, чтобы внимать словам Твоим.

Аст 33 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех