Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсӑрах (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫук, пӗр сӑмахсӑрах, тухатӑн, — терӗ вӑл, ҫаврӑнса тӑрса, — манпала ун хушшинче нимӗнле ҫыхӑну та пулман пек, хӑйӗнпе хӑй кӑна калаҫнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

20 сыпӑк // .

Вӑл ҫак ҫулҫӳревӗн тӗп тӗллевӗ «пӗр сӑмахсӑрах ӗнтӗ, халӑх хисепӗпе ҫӗршывӑн чысӗ» пулнине те кӑтартать.

Она указывала, что главным поводом путешествия «безусловно, являлись народная гордость и честь страны».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // .

Эпӗ хам асӑрханине кӑна калатӑп, хам сӑнаса пӗлнӗ тӑрӑх ҫеҫ, ҫавӑнпа манӑн сире ҫапла калани тӗрӗс тесе пӗр сӑмахсӑрах ӗнентерес шухӑшӑм ҫук.

Впрочем, это мои собственные замечания, основанные на моих же наблюдениях, и я вовсе не хочу вас заставить веровать в них слепо.

Максим Максимыч // .

Мересьев ку условисене пӗр сӑмахсӑрах йышӑнчӗ.

Мересьев безоговорочно принял условия.

3 сыпӑк // .

Санӑн куҫусене хӑвӑн ҫумӑнтан иртсе кайнӑ вилӗм ҫивӗчлетнӗ пулсан, эсӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫын куҫӗсемпе пӑхатӑн пулсан, кам иккӗленни, кам сутни, камӑн пӗр-пӗр паллах мар кӗрешӳҫӗне те пулин тӑшман аллине парса хӑйӗн шӑпине ҫӑмӑллатас шухӑш пӗр самантлӑха ҫурални — сӑмахсӑрах паллӑ.

А когда твои чувства обострила смерть, прошедшая мимо тебя, когда ты глядишь глазами воскресшего из мертвых, тогда тебе и без слов ясно, кто заколебался, кто, может быть, и предал, у кого где-то в глубине души на миг зародилась мысль, что было бы не так уж страшно немного облегчить свою участь, выдав кого-нибудь из самых незаметных соратников.

IV сыпӑк // .

Врачсем хушнине вӑл пурне те пӗр сӑмахсӑрах туса пырать, хӑйне панӑ эмелсене пурне те ӗҫет, апата сӳрӗккӗн, тутине пӗлмесӗрех ҫиет те каллех ҫурӑмӗ ҫине выртать.

Он покорно выполнял все назначения врачей, принимал все, что ему прописывали, вяло, без аппетита съедал обед и опять ложился на спину.

6 сыпӑк // .

Вӑл ӗнтӗ мӗн хушнине пӗр сӑмахсӑрах итлеме вӗреннӗ.

Он уже научился беспрекословно подчиняться.

17 сыпӑк // .

Пӗр-пӗрне сӑмахсӑрах ӑнланса, разведчиксем окоп йӗри-тавра чӗркуҫланса тӑчӗҫ, аллисемпе хӑйсен плащ-палаткисене туртса сарса ҫутӑ курӑнман хӳшӗ евӗр туса хучӗҫ.

Без слов понимая друг друга, разведчики окружили окопчик и растянули руками концы своих плащ-палаток так, что они образовали нечто вроде шатра, не пропускавшего свет.

1 сыпӑк // .

Петров тесен — сӑмахсӑрах.

Если Петров – то вообще без слов.

Саккӑрмӗш курӑну // .

Санькка, Юркка, Люнькка сӑмахсӑрах ҫӗкленеҫҫӗ те алӑк патнелле утаҫҫӗ, Люнькка таврӑнса эрех тултарнӑ 3 литрлӑ кӗленчене ярса тытать, пӗрле илсе кайма тӑрать.

Саня, Юра, Леня молча поднимаются и идут к выходу, Леня возвращается и хочет взять со стола недопитую 3-литровую банку с самогоном.

Пиллӗкмӗш курӑну // .

Анчах ҫавӑн пек сӗнӗве Гекпа Джо кӑмӑлсӑр йышӑнчӗҫ, Томӑн хӗпӗртени те ҫавӑнтах, нимӗнле сӑмахсӑрах сӳнсе ларчӗ.

Но это вызвало лишь слабое оживление, которое угасло, не приведя ни к чему.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // .

Хамӑра хамӑр хисеплеме пӗлмелле, усал сӑмахсӑрах ҫынпа йӗркеллӗ калаҫма май пуррине ӑнланмалла.

Куҫарса пулӑш

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Ӗҫ-пуҫ пирки ӑнлантарса парсан вӑл ют харпӑрлӑха сӑмахсӑрах тавӑрса панӑ.

Когда объяснили сложившуюся обстановку он вернул чужое имущество без слов.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Чӑн та, унӑн ҫулталӑка яхӑн пӗр сӑмахсӑрах выляма тивнӗ.

И вправду, ему около года пришлось играть без слов.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Унӑн янаварӗ те ӑна сӑмахсӑрах итлет…

Куҫарса пулӑш

«Кунта чунпа канатпӑр…» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Пике хитре французшӑн тахҫанах ҫуннӑ, ҫавӑнпа та пӗр сӑмахсӑрах килӗшнӗ.

Барышня давно сгорала от любви к красавцу французу, поэтому без слов согласилась.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ҫапах республикӑн Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине Э.Шамуков фермер хуҫалӑхӗн механизаторне Г.Васильева пӗр сӑмахсӑрах кӗртмелле.

Все-таки в республиканскую книгу рекордов Гиннесса без слов надо занести механизатора Г.Васильева из фермерского хозяйства Э.Шамукова.

Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех