Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

салтакӗсем (тĕпĕ: салтак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах Ахмедов, нимӗҫ танкӗн аялти люкӗнчен тухса, хӑйӗн салтакӗсем патне шуса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вьетнамри вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Сонгмире американ салтакӗсем нумай ҫынна сӑлтавсӑр касса тӑкнине уҫса панӑ хыҫҫӑн Херш тӗнчипех чапа тухнӑ.

Международная известность пришла к Хершу, когда он раскрыл учинённую американскими военными бойню в Сонгми во время войны во Вьетнаме.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Ҫав вӑхӑтрах, бомбӑлас умӗн тата ун вӑхӑтӗнче мӑнастирте нимӗҫ салтакӗсем пулни ҫинчен чӑнлӑха палӑртакан нимӗнле сведени те ҫук (Америка командованийӗн ҫапла шухӑш кӑна пулнӑ).

При этом нет достоверных сведений, что до или во время бомбардировки в монастыре были немецкие солдаты (это было лишь предположением американского командования).

Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Эпир, совет салтакӗсем, сирӗн умра парӑма юлмӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нимӗҫ салтакӗсем чупнӑ ҫӗртех тӑрӑна-тӑрӑна ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Совет салтакӗсем вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫни ҫинчен каланӑ чух салтак амӑшӗсем, арӑмӗсем куҫӗсене шӑлкаласа тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпӗр салтакӗсем сире манмӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ бетон урайӗнче выртатӑп иккен, ман тавра взвод салтакӗсем пуҫтарӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Пӗр ушкӑнӗ — совет салтакӗсем, тепри — нимӗҫсем.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ваҫук салтакӗсем те малалла хӑвӑрт кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫав вӑхӑтра Кентти салтакӗсем ур-ра! кӑшкӑрса ҫырманалла вирхӗнчӗҫ, тӗпне ҫитсе ҫӳлелле ӑнтӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Турӑ салтакӗсем Михаэль, Габриэль тата Рафаэль, Ҫапла тӑвӑр: манӑн упӑшкан Иванӑн ятне, унӑн ӳтне Тата унӑн чунне никам та ан тӗкӗнейтӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑн чухнех Осиек ҫывӑхӗнче хорват салтакӗсем серб гражданӗсене йышлӑ вӗлернӗ.

Тогда же близ Осиека произошло массовое убийство гражданских сербов хорватскими солдатами.

Осиек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 0%B5%D0%BA

Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ вӑрҫӑ ҫулӗсенче, хӑй ҫитмӗл ҫултине пӑхмасӑрах, ятлӑ профессор тин ҫеҫ совет салтакӗсем нимӗҫ вӑрӑ-хурахӗсенчен тасатнӑ Сталинград, Ростов, Смоленск хулисенче йӗркеленӗ учительсен курсӗсенче лекцисем вуланӑ, вӑрҫӑ юхӑнтарнӑ хуҫалӑха хӑвӑртрах ура ҫине тӑратма чӗнсе халӑха хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

В. Бурнаевский «Революци салтакӗсем» статьяра К. Я. Грасиспа В. И. Чапаев пӗр-пӗрне «курни», пӗр-пӗринпе «тӗл пулни» ҫинчен каласа парас тӗллев тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Эсӗ кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр вунӑ минутран пӑхатпӑр — сасартӑк тӑшман салтакӗсем хушшинче перкелешӳ пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Тӑшмана ҫапса аркатчӑр-ха совет салтакӗсем.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Летчик совет салтакӗсем чикӗре епле сыхӑ тӑни ҫинчен, вӗсен кулленхи вӗренӗвӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

«Пурнӑҫ илемӗ» кӗнекене кӗртнӗ «Чӑнкӑ ҫыран хӗрринче» повеҫре А. Янташ совет салтакӗсем вӑрҫӑн малтанхи уйӑхӗсенче тӑшмана хирӗҫ вилӗмрен хӑрамасӑр паттӑррӑн кӗрешни ҫинчен сырать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑваш ҫӗрӗнче майра-патша салтакӗсем урса кайсах иртӗхрӗҫ, пӑлхавлӑ ялсене пӗтерчӗҫ, ачасене, хӗрарӑмсене, ватӑсене тыта-тыта ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех