Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

салтакпа (тĕпĕ: салтак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтакпа хӑйӗнпе калаҫнине нимӗн те ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсем пит калаҫасшӑн салтакпа.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Клава икӗ салтакпа тата пӗр лейтенантпа ҫыру ҫырса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Салтакпа ун арӑмӗ ҫине вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пек савӑнӑҫлӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑван шкулӗнче те паттӑр салтакпа мухтанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑюлӑхпа палӑрнӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13453-k ... hpa-pal-rn

Ӑна тепӗр икӗ салтакпа кайса йӑтса килчӗҫ те тирне сӳрӗҫ, вакларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Тин ҫеҫ тӑшман ункинчен тухнӑ пилӗк салтакпа аслӑ лейтенант ҫӳҫелӗхе кӗрсе чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Кӑкӑру ҫинче орденсемпе медальсен колодкине куртӑм та — салтакпа салтак пек перкелешес килчӗ! — чей савӑтне хӑй умнерех шутарнӑ май Еньков ҫине куҫ айӗн пӑхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Юлан утли юланпа Виҫ хӑлаҫлӑ сӑнӑпа Чикет, вӑрҫать салтакпа, Вуник пуслӑ ҫӗлен пек; Ҫуранни те ҫӗмӗрлен Ярать тӑшманшӑн инкек.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑй сутти, Ӳсер пулсан чун сутти, Пукач ҫарӗ ҫывӑрсан Ҫитнӗ чее Миххальсан: Пӗр пин юлан салтакпа Сасартӑкӑн тустарса.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑшмансем темле тӑрӑшсан та партизансене ҫӗнтереймен, 50 салтакпа офицерне ҫухатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Ҫук, ҫук, вулакан ӑна ҫав ял ҫыннипех Григорьев Васили салтакпа ан пӑтраштартӑр.

Нет-нет, прошу читателя не путать с выходцем из этой же деревни солдатом Василием Григорьевым.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун вырӑнне вӗсем кӳсекпе авӑрланнӑ икӗ ҫынна тытса Карачура ялӗнчи Евдокимов салтакпа пӗрле виҫҫӗшне те тӗрмене ӑсатнӑ.

Вместо него вооруженные дубинками люди во главе с Евдокимовым взяли троих наших и препроводили в тюрьму…

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Салтакпа кайма хӑрушӑ мар, — кулчӗ Федоров.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗҫ вагон патне Максимов темиҫе салтакпа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах шӑп ҫак вӑхӑтра ӑна хирӗҫ урам тӑрӑх пӗр винтовкӑллӑ салтакпа икӗ матрос пынӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ожеро генералӑн пӗтӗм дивизийӗ — 2000 салтакпа 60 офицер хӗҫпӑшалӗсене пӑрахнӑ.

Положила оружие целая дивизия Ожеро — 2000 солдат и 60 офицеров.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫӗнтерӳ тӑваймасӑрах Бородино хирӗнче вӑл вилнисемпе аманнисене шутласан 50000 салтакпа офицерне хӑварнӑ.

Не добившись победы, он оставил на Бородинском поле почти 50 000 убитых и раненых своих солдат.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

1806 ҫулта, 27000 пин салтакпа Ауэрштедт патӗнче Пруссин аллӑ пинлӗ ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Аустерлиц, Эйлау, Фридланд патӗнче вырӑссемпе ҫапӑҫнӑ.

В 1806 году с 27 000 солдат разгромил под Ауэрштедтом пятидесятитысячную прусскую армию, участвовал в битвах с русскими под Аустерлицем, Эйлау и Фридландом.

I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Магеллан Филиппин утравӗсенчи вак-тӗвек патшасен хушшинчи хирӗҫӗве ҫыхланнӑ, утрав ҫыннисене вӑл Европа хӗҫпӑшалӗн вӑйне кӑтартасшӑн пулнӑ; тимӗр тумтир тӑхӑннӑ утмӑл салтакпа вӑл Матан утравне аннӑ, ухӑпа та сӑнӑпа кӑна хӗҫпӑшалланнӑ йышлӑ утрав халӑхне хирӗҫ ҫапӑҫу хускатса янӑ.

Магеллан вмешался в раздоры мелких царьков на Филиппинских островах: он хотел показать им могущество европейского оружия. С шестью десятками воинов, закованных в латы, Магеллан выступил против тысячи туземцев острова Матан, вооруженных только луками и копьями.

Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех