Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӑл, пирӗн пата ҫывхарсан, ҫӗре тӑсӑлса выртрӗ те темскер ҫухӑрашса автоматран пеме пуҫларӗ, ҫичӗ салтака тата икӗ йытта вӗлерчӗ.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Пилӗк ывӑлтан кӗҫӗннине салтака пама калаҫса татӑлаҫҫӗ стариксем, мӗншӗн тесен: чи аслине парас — ачи нумай; иккӗмӗшне парас — мӑшӑрӗ усал; вӑталӑххи ҫуртра — ӑсли самай; ун хыҫҫӑнхи — кӑҫал ҫеҫ авланнӑ…
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Тилли итлесе выртать; Мӑнтарӑнсем, ӑш ыйхине татса, Канаш тӑваҫҫӗ иккӗш ерипен: «Хӑш ывӑла парар-ши салтака?
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Шахвӑртса каласан, ҫавӑн пек роман авторӗ тылра ҫӳрекен салтака аса илтерет: унта салтак хӗрсем-хӗрарӑмсем, ача-пӑчасем умӗнче мухтанса ҫӳрет-ҫӳрет те, ҫапӑҫма патне ҫитсен, вута кӗме хӑраса чӗтрене ерет, ним тума аптраса, траншея тӗпне кукленсе ларать.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Ҫирӗм ҫула ҫитсен Егора салтака илнӗ, вӑл Варшавӑра кавалерист пулнӑ.
Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/
— Салтака каякансене ӑсатма кунӗ ятарласа саккаспа килнӗ пек пулать паян!
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тухтӑрсем салтака юрӑхсӑр тесе ҫырса хунӑ, тет, сана, — татса каларӗ Сӑпани.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эсӗ салтака каясшӑн иккен.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ял Советне татах салтака каякансене валеҫме повестка килнӗ, тет.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫинкка, ӗҫ халь пулса иртнӗ пек, Харис салтака куҫӗ умӗнче курса тӑрать, пурне те аса илме тӑрӑшать.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эпӗ, хӑюсӑррӑн сӗтел умне пырса, салтака алӑ паратӑп.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Раюк Ҫтаппанӗсем те салтака каяҫҫӗ, тет.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ятласан та ятлӑн ӗнтӗ, Елина, — терӗҫ вӗсем, — чӗрӗ салтака пирӗн те курас килет.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пит савӑнтарать вӑл салтака, Хӗветӗр.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кашни салтака мӗн тумаллине каласа тухма ӗлкӗртӗм.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Вӑрҫӑ командира та, салтака та уйӑрса тӑмасть.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тӑван ял ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗ паттӑр салтака.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Пӗр ыйту пур, Потапов юлташ, — терӗ Куҫма, ҫывӑх юлташӗпе калаҫнӑ пек, — тӗрмерен салтака илме пултараҫҫӗ-и?
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пурпӗр кӑҫалтан хӑвармаҫҫӗ, салтака илеҫҫӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Розӑпа Варука ӑсатрӑмӑр салтака, — шурӑ чӗрҫитти вӗҫӗпе куҫне шӑлкаларӗ Таттуҫ аппа.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.