Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрсе (тĕпĕ: пӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шур сухаллӑ ватӑсем, куҫ харшисене пӗрсе, ҫапла хушса хураҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗрре хурлӑн улмуҫҫин икӗ кӗрен улми ҫине, унтан каллех, шиклӗн куҫ харшисене пӗрсе, Саня ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ, юлашкинчен сӑн-питне кӑмӑллӑн ҫемҫетрӗ те татӑклӑнах улмуҫҫи енне ҫаврӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Мана пӗр инкек куршанаклах ҫыпӑҫрӗ-ха тата: шӑп та шай янах вӗҫне эрне каяллах ҫӑпан шӑпӑрланӗ мӑкӑлт-мӑкӑлт янкӑслансах сиксе тухнӑччӗ те, халӗ вӑл, хӗрлӗ сухан пысӑкӑш кӳпчесе кайнӑскер, ак-ак шӑтса юхмаллах пиҫсе, пӗрсе ҫитнӗскер, самай сурса ыратать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Эс мӗн, ҫӗнӗ преступлени «ашшӗ», пуҫна йытта хывнӑскер, качака ҫамкунтан татах тем хытти-усалли «хырса» кӑларасшӑн-и? — чышкине шӑтӑр-шӑтӑр шӑтӑртаттарса, куҫ харшине хӑррӑн пӗрсе лартрӗ халӗ пӳлӗм хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Эсир мӗн, дисциплинӑна хирӗҫ-и? — тӑлпӑвӗпе хускалми юлса, куҫ харшине хиркелесе пӗрсе, мана куҫ хӳрипе хӑйӑрса пӑралать катӑрса кайнӑ Кнутов, ҫӳҫӗ тӗслӗ куҫне халӗ хӑррӑн ялкӑштарса.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӗҫтук пӗр хушӑ хура куҫ харшисене пӗрсе, чӗнмесӗр, пирус мӑкӑрлантарса ларчӗ те каллех хӑйне канӑҫ паман япала ҫинчен калаҫа пуҫларӗ, пӗр пирусӗ ҫунса пӗтсен, тепӗр пирус чӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫ-тук, хура куҫ харшисене пӗрсе, шухӑша кайса Сикстинская Мадонна ҫине пӑхса ларчӗ-ларчӗ те тӳсеймерӗ, ҫемҫе альтпа хуллен юрласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл куҫ харшисене пӗрсе илчӗ те ҫирӗп сасӑпа каларӗ:

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл хуп-хура ҫӑра куҫ харшисене пӗрсе кӑна ларчӗ, никампа та ташламарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Мӗнле Баймашкин? — терӗ вӑл, хура куҫ харшисене пӗрсе.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Партер тулли, балкон тулли ларакан ҫынсем, халӗ кӑна полковник докладне куҫ харшисене хаяррӑн пӗрсе итлекенскерсем, хавасланса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Рита хура куҫ харшисене пӗрсе ларчӗ, унтан вӑл ҫирӗп сасӑпа Зоя амӑшӗн «Ман хӗрӗмшӗн тавӑрӑр!» ятлӑ ҫырӑвне вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫапла каларӗ те Чураппа Тукайӑн кӑмака хыҫне хывса ҫакнӑ тумтирӗ патне чупса кайрӗ, пилӗкне пӗрсе ҫӗлетнӗ сӑхман кӗсйинчен кула-кула темле ҫыхӑ туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна ыттисемпе пӗрлех пӗрсе вӗлернӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӗсем, ку приказа пурнӑҫлас тесе, пӗрсе вӗлерме те пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ваньӑна манӑнне… шуррисем, Хусана килсе кӗрсенех, тытса кайрӗҫ, пӗрсе вӗлерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл ачи патне чупса тухса кайрӗ те, ун ҫӑварӗнчен ӗмкӗчлӗ кӗленчене туртса илсе, урайне пӗрсе ҫӗмӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑна пӗрсе вӗлереҫҫӗ вӗт унта?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Куккӑшне большевиксем пӗрсе вӗлернине Соня нихҫан та каҫарас ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӑрине та ӗҫме хӑтланчӗ, анчах часах питне-куҫне пӗрсе аллипе сулчӗ — йӳҫӗ, терӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех