Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерӗшне (тĕпĕ: пӗлтерӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сӑмаха пӗлтерӗшне ӑнланмасӑр нихҫан та ан кала эс ӑна…

Куҫарса пулӑш

1945-мӗш ҫул // .

Енчен, ҫак плацдарма илнӗ ҫӗре эпӗ хутшӑннӑ пулсан е ӑна, картта ҫинче курнӑ пулсан, эпӗ унӑн пысӑкӑшне, пӗлтерӗшне, вӑл мӗн тума кирлӗ пулнине, ӑна ҫӗнсе илнӗ е хамӑр алӑра тытса тӑнӑ чух салтаксемпе офицерсем мӗншӗн хӑйсен пурнӑҫне те шеллеменнине пӗлнӗ пулӑттӑм, ӑнланнӑ пулӑттӑм.

Может быть, если бы я участвовал во взятии этого плацдарма или хотя бы видел его на карте, я представлял бы себе его размеры и понимал смысл существования этого плацдарма, да и цену тех человеческих жертв, которые были отданы за его взятие и удержание.

1944-мӗш ҫул // .

— Чӑн-чӑн поэзи этем чун-чӗрин пӗлтерӗшне уҫса парать, ҫав вӑхӑтрах ӑна вӑл ҫӗнетет те, пуянлатать те, капӑрлатать те.

 — Настоящая поэзия выражает сущность человеческой души и одновременно преображает эту душу.

1941-мӗш ҫул // .

Вӑл хӑйӗн тӑватӑ картлӑ ямбӗсене кӑшкӑрса вуларӗ — рифмисем, пӗчӗк хӑнкӑрмасем пек, пушшӑн та янравлӑн улшӑнса пыраҫҫӗ, эпӗ пур пӗрмай Зинаида ҫине пӑхатӑп та унӑн юлашки сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ӑнланса илме тӑрӑшатӑп.

Он выкрикивал нараспев свои четырехстопные ямбы, рифмы чередовались и звенели, как бубенчики, пусто и громко, а я все глядел на Зинаиду и все старался понять значение ее последних слов.

IX // .

Ҫак тӗлӗнмелле йӑла пӗлтерӗшне пачах ӑнланмастӑп.

Я не понимаю вовсе значения этого странного обычая.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас енӗпе тӑвакан вӗрентекен ӗҫӗн пӗлтерӗшне хак пама та йывӑр.

Роль педагога в воспитании подрастающего поколения невозможно переоценить.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Халӗ, тен, ҫӗнӗ улшӑнусен пӗлтерӗшне ӑнланман ҫынсене час-часах кӳрентерме те лекӗ…

Теперь, может быть, частенько придется обижать тех, кто не захочет понять существа новых перемен…

23 // .

Вӑл районсенчи лару-тӑру мӗнлине, вӗсене мӗн кирлине тата лайӑхрах пӗлесшӗн пулчӗ, анчах пуринчен ытла унӑн акӑ мӗн хӑйӗн куҫӗпе курас килчӗ: юлашки Пленумпа пурте ун пекех хавхаланнӑ-ши, Пленум пӗлтерӗшне пурте тӗрӗс ӑнланаҫҫӗ-ши, улшӑнусем тума, ӗҫе ҫӗнӗлле тытӑнма васкаҫҫӗ-ши?

Он хотел еще лучше узнать о ситуации в районах, о том, что им действительно необходимол, но больше всего ему хотелось видеть своими глазами: все ли так сильно вдохновились последним Пленумом, как и он, все ли правильно понимают значение Пленума, спешат ли к переменам и начать работу по-новому?

8 // .

Чакса каяс мар пирки шут туса хунӑ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич япаласен вӑйӗпе пӗлтерӗшне малтанхи пекех ҫывӑххӑн куракан пулчӗ.

Решение не отступать вновь вернуло в глазах Пантелея Прокофьевича силу и значимость вещам.

XV // .

Эпир ун сӑмахӗсен пӗлтерӗшне шутламӑпӑр, манӑн кӗввине кӑна итлесе пӑхас килет…

Мы не будем придавать значения его словам, но я хотел бы услышать только его музыку…

XI // .

Ҫак паллӑ самантӑн историлле пӗлтерӗшне туйса, атаман хӑнисем вӗсене вӑрттӑн пӑха-пӑха сӑнаҫҫӗ.

Чувствуя историческую значимость момента, атаманские гости рассматривали их исподтишка.

XI // .

Сергей каласа пӗтереймерӗ, Ирина патне пӗкӗнсе ӑна ыталаса илсен, вӑл калас тенӗ сӑмахӗсем сасартӑк хӑйсен пӗлтерӗшне ҫухатрӗҫ…

Сергей не договорил, ибо в ту минуту, когда он приблизился к ней, нагнулся и обнял ее, то, что он хотел сказать о птицах, сразу потеряло свой смысл…

XXXII сыпӑк // .

Анчах ҫав юхам хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатнӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Корниловӑн хура кӑкӑрӗ арканса, вӗҫне тухса пырать.

Но движение это уже утратило всякий смысл, ибо подходил к концу корниловский путч.

XVIII // .

Епле пулсан та, ун пӗлтерӗшне айӑкран ҫеҫ ӑнланаҫҫӗ.

Понятие, во всяком случае, абстрактное:

XI // .

Ҫырӑва ҫиелтен вуланӑ хушӑра старик тем пирки «кӑмӑл» сӑмах тӗлӗнче чарӑнчӗ те, унӑн уҫӑмсӑр пӗлтерӗшне ӑнкарма хӑтланса, чылайччен шухӑша путса ларчӗ.

Старик невнимательно прочел письмо, почему-то остановился на слове «настроение» и долго думал, доискиваясь в нем непонятного смысла.

VII // .

Нимӗҫ ҫаплах Валетӑн малалла кӑнтарса тытнӑ алли ҫине пӑхрӗ — ӑнланмалла мар сӑмахсен вӑрттӑн пӗлтерӗшне тавҫӑрма пикенсе, ҫӳллӗ кӗлеткине тайӑлтарсах чӑтӑмсӑррӑн тӗмсӗлсе пӑхрӗ.

Немец все смотрел на откинутую руку Валета, смотрел, остро напрягаясь, чуть наклонившись вперед, разгадывая за непонятными словами их затаенный смысл.

III // .

— Эпӗ «ситуаци» сӑмах пӗлтерӗшне ыйтатӑп?

— Я спрашиваю, что значит слово «ситуация»?

I // .

Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ, ыттисем хӗрсе кайса калаҫнине пурне те илтрӗ пулин те, сӑмахсен пӗлтерӗшне пуҫра тытса юлаймарӗ.

И разговор, достигая слуха, уже не проникал в его сознание.

I // .

Мускав ҫывӑхӗнче пыракан вӑйлӑ вӑрҫӑра ҫак ҫапӑҫӑвӑн пӗлтерӗшне салтаксем лайӑх ӑнланаҫҫӗ.

Солдаты хорошо понимали его значение в огромном сражении на подступах к Москве.

VI // .

Вӑл ҫак ӗҫ ҫинчен кӗскен каласа пӗлтернӗ те, вырӑнти халӑх умӗнче Хӗрлӗ Ҫарӑн авторитетне ӳкерекен ӗҫӗн пӗтӗм пӗлтерӗшне Мещерский ӑнланать-и, тесе ыйтнӑ.

Он кратко изложил суть дела и спросил, понимает ли Мещерский все значение этого проступка, роняющего авторитет Красной Армии в глазах местного населения.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех