Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пычӗ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳме тӳррӗнех пычӗ, анчах ҫил арманӗ темшӗн сулахаялла пӑрӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // .

Ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ кӗтӳҫ, ҫарранскер, ӑшӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер тата пилӗкӗ ҫумне вараланчӑк мишук ҫакса янӑскер, — пач тахҫанхи авалхи этем тейӗн ӑна — йыттисене лӑплантарчӗ те, ҫӗлӗкне хывса, ҫекӗллӗ вӑрӑм патакне йӑтса, кӳме патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

I // .

Палланӑ вырӑнсене ача ҫине тӑрсах сӑнарӗ, анчах ылханлӑ кӳме малаллах кустарчӗ, мӗн пуррине пӗтӗмпех хыҫала хӑварса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

I // .

Огнянов чӳрече патӗнчен пӑрӑнса ун патне пычӗ, ӑна сивӗннӗ аллинчен тытса кӑвакара пуҫланӑ тутинчен чуп турӗ; Радӑна вӑл ҫамкине те, юнла кӗвӗлнӗ суранне те чуп турӗ.

Куҫарса пулӑш

XV. Курнӑҫу // .

Чи малтанах хӑй арман алӑкӗ патне пычӗ те йӑлӑмалла пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫити пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV. Курнӑҫу // .

Рада патне мӗншӗн пычӗ-ха эппин?

Куҫарса пулӑш

IX. Пулӑшаканни // .

Тӗттӗмре хӑй пӗр май вил тӑприсен хӑмисем ҫине такӑна-такӑна пычӗ, кашни ярса пусмассерен ӑна ҫилленчӗклӗн кӑшкӑрашнӑ пек туйӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Ҫӑва // .

Огнянов ҫавӑнта ҫитсе пӑхасшӑнах пулчӗ, вил тӑприсен хушшипе вӑл сыхланса кӑна утса, чӳрече патне пычӗ те шалалла карӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Ҫӑва // .

Анчах тӗттӗм пулса пынӑҫемӗн ҫав пӑтранчӑк хура хӗрлӗ ҫутӑ сарӑлса та сарӑлса пычӗ, ҫурҫӗр кӑвак хуппи тӗплерен кӑнтӑр сачӗ пулнӑ пек пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Вӑрансан // .

Кӑнтӑр ҫутинче Огнянов чӑтлӑх вӑрманпа та бук кати тӑрӑх иртсе пычӗ, йывӑҫ хӑвӑлӗсенче тискер кайӑк пек канса ҫывӑркаларӗ, сӗм ҫӗрлехи каҫсенче Балканӑн юрпа пӗркеннӗ тӑрринчен анакан сивӗпе ӗнтӗркесе те ҫумӑрпа шапарса, иртес ҫулне суйламасӑр урлӑ-пирлӗ кумрӗ, малалла утас вырӑнне хушӑран каялла та ҫаврӑнмалла пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Вӑрансан // .

Вӑл перех май хӗвелтухӑҫнелле пычӗ, ҫавӑнтан Бяла Черквана анасшӑнччӗ, Бяла Черкваран вӑл ҫаплах пӗр хыпар-хӑнар та пӗлеймерӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

I. Вӑрансан // .

Рада турӑш кӗтесне чупса пычӗ, лампадкӑн чӗтрекен ҫулӑмӗнчен ӑвӑс ҫурти тивертсе ячӗ, унтан хӑй тӑракан кӗтесселле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXVI. Рада // .

Вӑл студент патне пычӗ, хӑй асне илмесӗрех тенӗ пек алӑ тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXV. Ҫапӑҫу // .

Темиҫе минутран окопсем таврашне пӗтӗмпех тӗтӗм хупӑрласа илчӗ; перекенсен шучӗ сахаллансах пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXV. Ҫапӑҫу // .

— Эх, йыт ҫурисем, ӳкӗнӗҫӗ ан пултӑр тесе, пӗрер хут та пулин тӑшман ҫине персе пӑхмаллаччӗ, унтан вара тармаллаччӗ, — ӳкӗтлерӗ таркӑнсене Марин пичче, хӑй хыҫалтан пӑшалпа вӗсене окоп патнелле хӑваласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXV. Ҫапӑҫу // .

Тӳрем сӑрт хӗррипе иртекен аслӑ ҫул ҫинче чӑнах та ҫар ушкӑнӗн пуҫламӑшӗ курӑнса кайрӗ; кӑшт вӑхӑт иртнӗ май ҫав ушкӑн вӑрӑмлансах пычӗ, унтан вара вӗҫӗ-хӗррисӗр хурт пек тӑсӑлса малалла та малалла шурӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXV. Ҫапӑҫу // .

Огнянов вӗсем патне пычӗ те: — Мӗн куртӑр эсир? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXV. Ҫапӑҫу // .

Огнянов лутра алӑк патне пычӗ те туртса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII. Аврам // .

Ывӑлне енчен вӑл Бяла Черквана кайсан, пин те пин инкек пуласси палӑрса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // .

Ҫакӑн пек илӗртсе пуҫларӗ софта хӑй сӑмахне… сӑмахӗ вӑраха пычӗ, кӗл тӑвакансем ӑна тимсӗлсе итлерӗҫ, вӗсен пит-куҫӗсем те йӑлкӑшса кӑна тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXX. Стрем айлӑмӗнче // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех