Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнасси (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна упрасси, унпа мӑнаҫланса пурӑнасси, унӑн аталанӑвӗшӗн таса чунпа яваплӑха туйса ӗҫлесси те пысӑк тивӗҫ пулнине асӑннӑ депутат.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Пӗр арҫын ҫумне выртсан, тепринпе ырӑ курса пурӑнасси пулмӗ тесе, хӑйӗн шӑпине парӑнчӗ Сантӑркка, хирӗҫ тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗлле чӗр вилӗм ку касра пурӑнасси: юрлӑ, аскӑн ҫавра ҫилсем урам тӑршшӗпех ҫӳллӗ кӗртсем хӳсе лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

— Ҫук, пӗччен пурӑнасси пулмасть.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Пуҫра — ҫӗр-ҫӗр ыйту та шухӑш: пулас-тытӑнас ӗҫ мӗнле ҫаврӑнса килесси, арӑмӗпе пӗчӗк пепке мӗнле пурӑнасси шухӑшлаттарчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Египет чиркӗвӗнче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑракан монахла пурӑнасси Нубире ытлашшиех аталанман: археологсем чавса пӑхнӑ та мӗнпур пысӑк ҫӗршывра мӑнастирсене пит сахал тупнӑ.

Монашество, которое в Египетской церкви играло важную роль, в Нубии было весьма малоизвестным феноменом: археологические раскопки обнаружили лишь малую горстку монастырей во всей огромной стране.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

«Тарӑхӑр, кулӑр, вӑрӑ-хурахпа кулак, сирӗн усал ӗҫӗрсемпе ӗмӗтӗр тахҫанах татӑлнӑ. Михалан та выҫлӑхланса пурӑнасси пӗтӗ», — ҫапла шухӑшласа, ӳкерчӗксенчен аяккалла пӑрӑнчӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл малтан выльӑх-чӗрлӗхе йышлӑлантарассишӗн кӗрешме тапратрӗ: ҫеҫенхирте куҫса ҫӳрекенсем аван пурӑнасси выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ пулнинчен килет.

Она начала с борьбы за увеличение стада, так как от него зависит все благополучие кочевника.

Совет влаҫӗ ҫеҫенхирте куҫса ҫӳрекенсен пурӑнӑҫне аванлатас тӗлӗшпе тата ҫеҫенхирте выльӑх ӗрчетес ӗҫе хӑпартас тӗлӗшпе мӗн туни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Аван пурӑнасси те пӗтсе ларать, вара выҫлӑх, ҫук пурӑнӑҫ ҫитсе тӑрать, чир-чӗрсем пырса ҫакланаҫҫӗ.

Кончалось тогда благополучие — надвигался голод, болезни, нищета.

Тундрӑри халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

«Пирӗн тата нумай ӗҫсем ҫинчен шухӑшламалла-ха, хамӑр ӑҫта пурӑнасси ҫинчен калаҫса татӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун чӗринче пысӑкрах туйӑм пулнӑ, вӑл — чи пысӑк хӗрӳлӗхпе пурӑнасси, ҫакӑ вара уншӑн чӑн пысӑк телей пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Тихон Ивановичпа пурӑнасси пӗтрӗ», — тесе каланине илтесшӗнччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Витьӑпа Вероника пӗрле пурӑнасси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Укҫа пур чухне пурӑнасси мӗн вӑл, эсӗ укҫа ҫук чухне пурӑнма вӗрен», — тетчӗ ӑна пӗр юлташӗ техникумра вӗреннӗ чухне.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Поэмӑн тӗп шухӑшӗ — ҫӗр ҫинче чӑн-чӑн этемле пурӑнасси, пурнӑҫшӑн ҫунасси:

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Ӗҫлемесӗр пурӑнасси сан пек ҫамрӑк ҫыншӑн мар, маншӑн та асап.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав ӑнман арҫын арӑмӗ, Мотя ятлӑскер, тӗл пулать те вара мана — мӗн кӑна ҫук сан, Ҫтаппан, ылтӑн этем-ҫке эс, сан пек арҫынпа пурӑнасси — ӗмӗре ырлӑхра ирттересси, тет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫапла вара, ӗҫ Совет государствин пурнӑҫӗпе вилӗмӗ ҫинчен, ССР Союзӗнчи халӑхсен пурнӑҫӗпе вилӗмӗ ҫинчен, Совет Союзӗнчи халӑхсем ирӗклӗн пурӑнасси, е вӗсем чуралӑха кӗрсе ӳкесси ҫинчен пырать.

Дело идет, таким образом, о жизни и смерти Советского государства, о жизни и смерти народов СССР, о том – быть народам Советского Союза свободными или впасть в порабощение.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Пӗр профессире тӑрӑшакан тӑвансемпе пурӑнасси, кил-йышра яланах пӗр темӑпа калаҫасси мӗнлерех вӑл?

Куҫарса пулӑш

Пӗр ӗҫре – ашшӗ-амӑшӗ те, ачисем те, мӑнукӗсем те... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61063

Хӑйӗн юрату хӗлхемне йӑпатассишӗн вӑл ашшӗне хирӗҫ каять, туй хыҫҫӑн мӗнле хурӑнташланса пурӑнасси пирки те шухӑш ҫук унӑн.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех