Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Ывӑлӗ ҫинчен вара ҫапла каланӑ: «эй Турӑ, Санӑн аслӑ пукану — ӗмӗр-ӗмӗре; тӗрӗслӗх туйи — Санӑн патшалӑхун туйи. 9. Эсӗ тӳрӗлӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе кураймастӑн, эй Турӑ, ҫавӑнпа Сана Хӑвӑн Турру Хӑвӑнпа пая кӗнисенчен мала хурса савӑнӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ» тенӗ.
Евр 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Санӑн аслӑ пукану хаклӑран та хаклӑ, Санӑн мухтавна пӗлсе ҫитереймӗн, Санӑн умӑнта ҫилпе вутра ӗҫлесе тӑракан Ангелсен ҫарӗ чӗтресе тӑрать, Санӑн сӑмаху — тӗрӗс, Эсӗ калани — тавлашусӑр чӑнлӑх, 22. Эсӗ хушни — ҫирӗп, Эсӗ хӑрушӑ тытса тӑратӑн, куҫупа тӗпсӗр вырӑнсене типӗтсе хӑваратӑн, Санӑн ҫиллӳ тусене ирӗлтерсе ярать, Санӑн чӑнлӑху ӗмӗр-ӗмӗре пырать!
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑвӑн аслӑ пукану ҫумӗнче ларакан ӑслӑлӑха парнелесем мана, Хӑвӑн тарҫусенчен пӑрса ан хӑварсам мана: 5. эпӗ — Санӑн чуру, Санӑн хӑрхӑмун ывӑлӗ, хевтесӗр, кӗске ӗмӗрлӗ, сутпа саккунсене япӑх пӗлекен ҫын.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна Давидшӑн, Хӑвӑн чурушӑн, йышӑнсам: 11. Ҫӳлхуҫа Давида Хӑйӗн шанчӑклӑхӗпе тупа тунӑ, Вӑл ӑна тунмӗ: «санӑн йӑхунтан ҫуралнине санӑн аслӑ пукану ҫине лартӑп. 12. Эпӗ санӑн ывӑлусене Хамӑн халала, Хамӑн йӗркемсене вӗрентӗп, вӗсем ҫавна уяса тӑрсассӑн, вӗсенӗн ывӑлӗсем те ӗмӗр-ӗмӗрех санӑн аслӑ пукану ҫинче ларӗҫ» тенӗ.
Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Санӑн аслӑ пукану ӗлӗкренех тӗреклӗ тӑрать: Эсӗ ӗмӗртен малтанах пур.
Пс 92 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй Турӑ, Санӑн аслӑ пукану — ӗмӗр-ӗмӗре; тӗрӗслӗх туйи — Санӑн патшалӑхун туйи.7. Престол Твой, Боже, вовек; жезл правоты - жезл царства Твоего.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-4. Тӑшманӑмсем каялла тарсассӑн, Санӑн умӑнта ӳксе-вилсе пӗтсессӗн, эй Ҫӳлти Турӑ, Саншӑн савӑнӑп, хӗпӗртӗп, Санӑн ятна мухтаса юрлӑп: 5. Эсӗ мана сут турӑн, манӑн тавӑҫа татса патӑн; тӳрӗ сут тӑвакан Тӳре, Эсӗ аслӑ пукану ҫине лартӑн.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Соломон, Хирама ҫапла калама хушса, ҫав элчӗсене каялла янӑ: 3. эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ: манӑн Давид аттем, таврари халӑхсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнине пула, Ҫӳлхуҫа вӗсене унӑн ури айне туса парӑнтаричченех хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартаймарӗ; 4. халӗ вара мана Ҫӳлхуҫа Туррӑм лӑпкӑ пурӑнӑҫ пачӗ: йӗри-тавра нихӑҫта та хирӗҫ тӑракан ҫук, урӑх чӑрмав ҫук; 5. халӗ эпӗ Давид аттеме Ҫӳлхуҫа мӗн каланине: «Эпӗ санӑн аслӑ пукану ҫине лартас ывӑлу Ман ятӑмпа Ҫурт тӑвӗ» тесе каланине, тума шухӑшлатӑп, Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт лартас тетӗп; 6. ҫавӑнпа та ман валли Ливанран кедр касса кӑларма хушсамччӗ; ман чурамсем сан чурусемпе пӗрле пулӗҫ, эпӗ сана чурусемшӗн ху мӗнле каланӑ чухлӗ тӳлесе тӑрӑп; эсӗ пӗлетӗн: пирӗн Сидон ҫыннисем пек лайӑх каскалакансем ҫук, тенӗ Соломон.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Санӑн килӳ, санӑн патшалӑху Ман умӑмра ӗмӗр-ӗмӗр тӗреклӗ пулӗ, санӑн аслӑ пукану ӗмӗрӗпех тӗреклӗ ларӗ.
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1