Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуканран (тĕпĕ: пукан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара, енчен енне сулӑнса, пуканран, кӑмакаран тыткаласа, картишне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах асӑрханса ӗлкӗреймерӗ, пуканран такӑнса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Алексеевӑн пӳлӗмӗнче пӗр сӗтелпе икӗ пуканран урӑх нимӗн те пулман.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫуррине уҫа-уҫа хупса, ҫуррине вулакаласа анасланӑ май сӳрӗккӗн мӑкӑртаткалать: «Пуш сӑмах. Ӑпӑр-тапӑр!» — унтан ҫемҫе пуканран пӑчӑртанчӗ те чӗр куҫҫисене аллисемпе ункӑласа тытрӗ.

Половину перелистав, половину прочтя, сказала она, зевая: «Чепуха. Вот чепуха!» — и уселась в кресло, охватив колени руками.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хевтесӗрскере, пуканран кӑштах ҫеҫ ҫӳллӗскере?!

Такую беспомощную, немного повыше стула?!

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Поп пуканран тайӑнчӗ те ман ҫине шӑтарасла тӗмсӗлчӗ.

 — Поп откинулся к спинке стула и пристально взглянул на меня.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Комендант ҫамки ҫине карттус кӑсӑрукне васкамасӑр туртса лартрӗ те пуканран йывӑррӑн уйрӑлса ҫӗкленчӗ.

Комендант медленно натянул покрепче козырек фуражки и, с трудом отдираясь от табурета, встал.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Амӑшӗ шуралса кайрӗ те аллисемпе пуканран татах та хытӑрах ярса тытрӗ.

Мама побледнела и крепче взялась за палки низенького полотняного стула.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Эпӗ ҫемҫе пуканран ярса тытса, пӗр кӑшкӑрмасӑр, пурне те астуса юласшӑн асӑрхаса лартӑм.

Я даже не крикнула, я сидела, вцепившись в кресло так,

Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.

— Ӑна пӳлӗме илсе кӗртсе урайне тӑратас пулсан, унӑн пуҫӗ таянмалли пуканран та ҫӳлтерех пулӗччӗ.

Если бы привести его в комнату и поставить на полу, то голова его была бы выше спинки стула.

X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

«Паян куҫ умӗнче революцилле ситуаци ҫук-ха, массӑсен ӑс-тӑнне хускатса яма, вӗсен активлӑхне ӳстерме условисем ҫук; паян сан аллуна суйлав бюллетенӗ тыттараҫҫӗ пулсан — ил ӑна; ҫав бюллетеньпе, тӗрмене лекесрен хӑраса, ҫемҫе пуканран ярса тытакан ҫынсене парламентри ӑшӑ вырӑнсене ӑсатас тесе мар, хӑвӑн тӑшманусене пырса ҫапма лайӑх йӗркеленсе хатӗрленес тесе усӑ кур.

— «Сегодня нет налицо революционной ситуации, нет условий для брожения в массах, для повышения их активности, сегодня тебе дают в руки избирательный бюллетень — бери его, умей организоваться для того, чтобы бить им своих врагов, а не для того, чтобы проводить в парламент на теплые местечки людей, цепляющихся за кресло из боязни тюрьмы.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

5. Аслӑ пуканран ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати авӑтни-кӗрлени илтӗнсе тӑрать.

5. И от престола исходили молнии и громы и гласы,

Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех