Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пукана (тĕпĕ: пукан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Колхоз ӗҫӗнчен вӑл хӑйӗнчен Гриша сарӑмсӑр кулма пӑхнишӗн е унпа председатель сахал интересленнишӗн ҫеҫ пӑрӑнма шутламан, кунта унӑн урӑх сӑлтавсем пулнӑ: сӑмах майӗн каласан, правленинчи тайӑнмалли пукана ҫӗклесе кӑтартнӑ хыҫҫӑн та, каярахпа килти йывӑртарах ӗҫсене тусан та, унӑн суранлӑ алли ыраткалама тытӑнни сисӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Унсӑр пуҫне ҫак пукана йышӑннӑ май унӑн ӗҫӗн чи пӗлтерӗшлӗ пайӗсенчен пӗри «проливӑн икӗ енӗпе те тивӗҫлӗх тата танлӑх принципӗсемпе килӗшӳллӗн статус-кво тытса тӑни» пулассине палӑртнӑ.

Также он подчеркнул, что одним из приоритетов его работы на этом посту станет «поддержание статус-кво по обе стороны пролива в соответствии с принципами достоинства и равенства».

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Хӑрах урипе Мария Тимофеевна ларакан пукана тапса, Марьене ҫӗре ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ мучи хӑй ӑсталанӑ пукана кӑмака ҫумне пырса лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ирина, урипе пукана ҫаклатса ӳкерсе, кантуртан чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унтан пукана кар-р! туртса, арӑмӗ умне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӗншӗн ҫаплах тӑратӑн эс?.. — хӑй патӗнчи пукана кӑшт шутарса пачӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шупашкар район администрацине ертсе пынӑ Николай Хорасев ҫемҫе пукана текех йышӑнмӗ.

Николай Хорасев, возглавлявший администрацию Чебоксарского района, данную должность больше занимать не будет.

Шупашкар районне Владимир Михайлов ертсе пырӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36024.html

Ку пукана каллех Геннадий Козлов йышӑннӑ.

Данное место опять занял Геннадий Козлов.

Ӳнер музейӗн директорӗ Геннадий Козловах пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35426.html

Анюк шӑпланчӗ те тирӗк лартнӑ пукана хӑй умнерех хыттӑн такӑртаттарса шутарчӗ, чей савӑчӗсене те хыттӑнрах чанкӑртаттарчӗ, — тарӑхса кайнипе.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Таранов пӗрре пукана тӳрлетсе лартрӗ, тепре кӗнеке шкапӗн алӑкне уҫса пӑхрӗ, юлашкинчен шифоньер ҫумне сӗвенсе тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах мана ҫакӑн чухне темӗнле асамлӑ вӑй кӗрсе кайрӗ пулас — вунҫичӗ хутчен ҫӗклерӗм пукана, хам та тӗлӗнсе кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— Эп ухмах, эппин? — пукана чӑрӑнт! йӑтса лартрӗ Кирик.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Салху сӑнлӑ Герасим Федотович хӑй апатланнӑ сӗтел патне ҫитрӗ кӑна, пукана кӗмсӗртеттерсе Васса-Васяна тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пукана хӑнтӑртаттарса малтанхи вырӑна вырнаҫса ларсан сӗтел ҫине чавсаланчӗ, чӑл-чӑл ҫиҫекен симӗс куҫӗпе арҫынна ачашларӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анчах Шанаров пӗр вырӑнта ларма-тӑма пӗлмерӗ, тӑвӑр пӳлӗмре пукана е кравате ҫапӑнса калла-малла уткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Колхоз председателӗ, мӑн хырӑмлӑ патмар арҫын, ҫырӑва вуласан тарӑхса кайрӗ, йӑшӑл-йӑшӑл хускалса пукана ишӗлтерес пек чӗриклеттерчӗ, ҫине тӑрсах Сардимирова хӳтӗлерӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Чӑнах фермӑра ытлашши ӗнесем пур-и? — библиотекарь еннелле пукана чӗриклеттерсе мӗкӗлт! ҫаврӑннӑ мӑн хырӑмлӑ Ежеметьев.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Нумай ларма вӑхӑт ҫук, — сӗннӗ пукана айккинелле куҫарчӗ Никифор Ильич, — паян-ыран йыш хутшӑнмалла, кумне сирӗн пек ырӑ ҫынсене тумасан вара…

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Ку пукана Федор Степанов йышӑннӑ.

Этот место занят Федор Степанов.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Шупашкарти уйрӑмне урӑх ҫын ертсе пырӗ // Софья Савнеш. https://www.chuvash.org/news/34517.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех