Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йывӑҫҫи вара питех те лайӑх улмуҫҫи пулса тӑнӑ; ун патне ытти пахчасенчен те килсе, турачӗсене урӑх улмуҫҫисене сыпма иле-иле кайнӑ.
III // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.
Пӳртсенчен, пахчасенчен, улӑм куписемпе тулӑ капанӗсен хыҫӗнчен ҫынсем чупа-чупа тухаҫҫӗ.Из лачуг, с огородов, из-за куч соломы, стогов пшеницы выбегали люди.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӗсем пур ҫӗртен те: кантӑксенчен, йывӑҫ хыҫӗсенчен, хӑва тӗмӗсем хушшинчен, кукурузпа гаолян хирӗсенчен те, пахчасенчен те, иртсе ҫӳрекен урапасем ҫинчен те пӑхаҫҫӗ.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Носков хӳмерен тытса, туя ҫине таянса, хӑйӗн кукӑр урисене вӑраххӑн иле-иле пусса, пахчасенчен аякалла, хула хӗрринчи тӗттӗм ҫуртсем еннелле утма тытӑнчӗ, утнӑ май вӑл пӗлӗтсен сивӗ мӗлкисене хӑваласа салатнӑ пек пулчӗ, пӗр вунӑ утӑм аяккалла кайсан вара хуллентереххӗн чӗнчӗ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Шурӑ пӳртсем хыҫӗнче, пахчасенчен аяларах, чечекленекен улӑх леш енче, пӗчӗк ҫырма шарлатса юхса выртать.А позади белых хат, понизу за огородами, за цветистым лугом, кружит быстрая речка.
1 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Хӑйсем юлашки позицийӗнчен — хула тулашӗнчи садсемпе пахчасенчен — кӗске вӑхӑтрах вӑйлӑн та хӑрушшӑн пырса ҫапнипе сирпӗнтерсе кӑларса янӑ сичевой стрелоксен виҫҫӗмӗш: полкӗнчи петлюровецсем, вокзала хӑйсен аллинчех тытса тӑма хӑтланаканскерсем, арпашса кайса, сапаланчӑк ушкӑнсемпе хуланалла ыткӑнчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пушӑ пахчасенчен иртсен, Ксени шыв хӗррине тухрӗ, питрен ӑна уҫӑ та сивӗ ҫил варкӑшрӗ.Миновав пустые огороды, Ксения вышла к реке, и в лицо ей повеяло студеной свежестью.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӗтеклӗн йӑлтӑртатакан пулчӗ ҫуртри калчи, сарӑ питлӗ хӗвелҫаврӑнӑш тӗмӗсем ҫаврака пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ, пахчасенчен чечеке ларнӑ кавӑнӑн пылак шӑрши юхса килчӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Гитлеровецсем комендатурӑри шӑннӑ вилесене пӑхса ҫӳресе шавларӗҫ; йӗри-тавраран, ҫывӑхри картишсемпе пахчасенчен нимӗҫсен сассисем илтӗнсе тӑраҫҫӗ.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах кашни ҫывӑхри картишӗнченех тата пахчасенчен партизансем пӗр-пӗрне хыттӑн кӑшкӑркаласа чӗнни илтӗнсе тӑрать.Но из соседних дворов и огородов слышна была громкая перекличка партизан.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл урампа иртсе пынӑ чух ун ҫинелле чӳречесенчен, калинккесенчен, пӳрт умӗнчи пӗчӗк пахчасенчен, хӳме-картари ҫурӑк-хушӑксенчен пӑхрӗҫ.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗчӗкренех вӑл ҫынсен пахчисенчен хӑяр, редиска, садсенчен — чие ҫырлипе панулми вӑрлама вӗреннӗ, хирти пахчасенчен миххи-миххипе арбуз йӑтнӑ, ҫитӗнсе ҫитсен хӑй ҫинчен ытла та ырӑ мар чап сарнӑ, Гремячири ҫитӗннӗ хӗр амӑшӗсем пӗри те Дымок ҫине, унӑн пысӑках мар хурчӑканни пек тӑпӑл-тӑпӑл кӗлетки ҫине кӑмӑлпа пӑхма пултарайман.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Закона хирӗҫле ӗҫсенчен пӗр усал япала час-часах пулкаланӑ унта: пахчасенчен пӑрҫа, кишӗр-ҫарӑк вӑрланӑ, пӗррехинче вара сасартӑк икӗ сысна ҫурипе пӗр чӑх ҫухалнӑ, ҫак ӗҫ пӗтӗм яла тӗлӗнтернӗ, вара пурте пӗр саслӑн: ҫакна иртнӗ кунхине йывӑҫ савӑт-сапа тиесе ярмаркӑна каякансем ял витӗр иртнӗ чухне вӑрланӑ, тесе йышӑннӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Уншӑн вӑл географиллӗ пӗчӗк пӑнчӑ кӑна мар, — лутра ҫуртсемлӗ пӗчӗк хула пулнӑ, ҫав хула хӗрринчи урамсем курӑкпа витӗнсе выртнӑ, ҫамрӑк топольсем тусанлӑ ҫулҫисемпе чӑштӑртатса, пӑшӑлтатса тӑнӑ, пахчасенчен укроп, петрушка шӑрши кӗнӗ, унтах йӑрӑм-йӑрӑмлӑ арбузсем выртнӑ, ҫеҫен хиртен ҫил вӗрнӗ, сарлака юханшыв тӗкӗр пек ҫутӑлса выртнӑ, унтах илемлӗ, кӑвак куҫлӑ, хӗвелпе пиҫнӗ хӗр тата шурӑ ҫӳҫлӗ, ялан хыпкаланакан амӑшӗ пулнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1