Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑрмасӑр (тĕпĕ: палӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ишут юлмарӗ палӑрмасӑр — Ӑна куҫ хыврӗҫ ырласа.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫакӑ вӑл Эльгеев Павӑлӑн сӑнарӗнче те палӑрмасӑр юлман.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Пӗтӗм ҫӗршывӗпе, пур ҫӗрте пулса иртекен ҫав улшӑнусем уйрӑм ҫынсен, сӑмахран, Элкей килйышӗн пурнӑҫӗнче те палӑрмасӑр юлмаҫҫӗ, вӗсем ҫав килйыш ҫыннисене, хӑшӗсене вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗртеҫҫӗ, пӗр-пӗринчен уйӑраҫҫӗ, тӗнче тӑрӑх сапалаҫҫӗ, аслӑ пӑтрашура такампа та тӗл пулма лекет вӗсене, тӗрлӗ партисемпе союзсен программисен чӑн тутине те астивсе пӑхма тивет, каярахпа тин вӗсем, пурнӑҫ шкулӗн хаяр та йывӑр ҫулне утса тухса, кам чӑн тус, кам суя юлташ пулнине ӑнланма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Сасартӑк, — хавхаланӑвӑн телейлӗ саманчӗсенче яланах ҫапла, — Шуан ӳкермен картинине уҫҫӑн, мӗн пур вак-тӗвеклӗхпе кӑларса тӑратрӗ; ку картина, сюжечӗ хальлӗхе тупӑнайманран, ӑспа фантазин тӗксӗм тӑрӑмӗнче салхуллӑн шухӑшлаттарать, — анчах уҫӑмлӑ плансӑр, мӗн шырани ҫиелтен те пулин палӑрмасӑр; темӗнле капмар та хӑватлӑ япала туса хурас кӑмӑл-туйӑм асаплантарма чарӑнмасть.

И вдруг, как это бывает в счастливые, роковые минуты вдохновения, — Шуан ясно, со всеми подробностями увидел ненаписанную картину, ту самую, о которой в тусклом состоянии ума и фантазии тоскуют, не находя сюжета, а властное желание произвести нечто вообще грандиозное, без ясного плана, даже без отдаленного представления об искомом, не перестает мучить.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Вӗсен суя калавӗсемпе танлаштарсан, ман кӗнеке шупкан та кичеммӗн туйӑнӗ те пӗртте палӑрмасӑр юлӗ, терӗм.

По сравнению с их россказнями моя книга, наверно, покажется бледной и скучной и пройдет незамеченной.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кӑлӑхах эсӗ пирӗн ӗҫсем палӑрмасӑр юлӗҫ тесе хуйхӑртӑн».

Напрасно тужил, что наши дела останутся никому не известными».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫавӑнпа вӗсем сывлани пире курӑнмасть; каялла тухнӑ чух та сывлӑш ҫулҫӑсенчен пӗр палӑрмасӑр тухать.

И из всех листочков тоже незаметно выдыхается воздух.

Сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тӳрем сӑртлӑх ним палӑрмасӑр ту ҫинелле хӑпарать те таҫта аякра ҫӑлтӑрлӑ тӗксӗм тӳперен уйрӑлса тӑрать.

Дорога шла все время в гору и на горизонте как бы упиралась в темное звездное небо.

I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫак шавсӑр кӗрешӳ палӑрмасӑр тӑма пултарайман.

Эта тайная война рано или поздно должна была стать явной.

VII. Чӑнлӑхӑн икӗ енӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ун хыҫҫӑн темиҫе утӑмра пуҫне усса пиччӗшӗ Никитӑ Ворожнев пырать, ырхан та тӑсланкӑ Сыроваткин кладовщик, шӑнӑрлӑ мӑйне тӑсса, тӗлсӗр хыпаланса вӗттӗн-вӗттӗн ярса пусать, шатра питлӗ, тӗксӗм Шалымов бухгалтер кичеммӗн, никам ҫине пӑхмасӑр утать; Ефим Тырцев бригадир, палӑрмасӑр пыма тӑрӑшнӑ пек, пӗкӗрӗлнӗ те ҫӑварне чышкипе хупласа хуллен ӳсӗре-ӳсӗре илет.

За ним на некотором расстоянии понуро брел брательник, Никита Ворожнев, суетливо семенил, вытягивая жилистую шею, тощий и высокий кладовщик Сыроваткин, угрюмо, ни на кого не глядя, шествовал рябой и сумрачный бухгалтер Шалымов, словно стараясь быть незаметным, горбился и негромко покашливал в кулак бригадир Ефим Тырцев.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Листницкие этем тени ялан, ытти ҫынсемпе хутӑшса пурӑннӑ май, тулаш сӑн-сӑпата ҫеҫ кӑтартнӑ пек, ҫав сӑн-сӑпат айӗнче пачах урӑххине — тепӗр хут ыттисемшӗн палӑрмасӑр та юлма пултарнине упраса усранӑ пек туйӑнать.

Листницкому всегда казалось, что, общаясь с другими людьми, человек хранит под внешним обликом еще какой-то иной, который порою так и остается неуясненным.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пур ҫӗрте те хаяр хӗлӗн шартлама сивви ҫӳҫентерет, ҫӗршывӑмран яланлӑхах уйрӑлнӑ ҫуркунне ак сывлӑшра пӗр палӑрмасӑр иртсе ҫухалать.

Вокруг меня жестокий холод суровой зимы, и в этом воздухе проносится безвозвратно ушедшая весна моей родины.

Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.

Ольгӑн пурнӑҫӗ ҫав тери шӑппӑн, пуриншӗн те сисӗнмесӗр тулса пычӗ, вӑл ыттисен умӗнче палӑрмасӑр, куҫа курӑнакан туйӑмсемпе пӑшӑрханмасӑр, хӑйӗн ҫӗнӗ тавралӑхӗнче пурӑнчӗ.

Жизнь ее наполнилась так тихо, незаметно для всех, что она жила в своей новой сфере, не возбуждая внимания, без видимых порывов и тревог.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

25. Ырӑ ӗҫсем те ҫавӑн пекех: хӑшӗсем халех курӑнаҫҫӗ; курӑнманнисем те пурпӗр палӑрмасӑр юлмаҫҫӗ.

25. Равным образом и добрые дела явны; а если и не таковы, скрыться не могут.

1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех