Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майлаштарма (тĕпĕ: майлаштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫын йӗмне авалтан килти пиртен ҫӗленӗ пулнӑ, XIX ӗмӗр вӗҫӗнчен вара ӑна шурӑпа хӗрлӗ йӑрӑмлӑ кӑвак улачӑран майлаштарма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вара нӳхреп тӑрринчи ҫил ывӑтнӑ хупсене майлаштарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шалу укҫипех туянаймастӑн вӗсене, апла-капла майлаштарма тивет.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Машинсене лартса усрама мар, вӑрмантан йывӑҫ турат-тӗречӗсем кӳрсе тӑкнӑ пек сапаланса выртакан машинсене пухса майлаштарма пӗлекен этем ҫукки те самаях пӑҫлать Етӗрнесене.

Куҫарса пулӑш

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

«Капкӑна» ҫавскер ҫыру ӑсталаса янӑ, редакцирисем вара фельетон майлаштарма васканӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Кавӗрле ал ҫырӑвӗсене тӗплӗнрех пӑхса тухатӑп-ха, пӗр-пӗр кӗнеке майлаштарма ҫук-и?» — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пур-ха хальлӗхе пирӗн хушӑра эрех ӗҫтерсе мӗнле те пулин ӗҫ майлаштарма тӑрӑшакансем.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Кунта ҫитрӗм, унта — хальхи вӑхӑтра ҫӳпӗ пек пӗчӗк ӗҫе майлаштарма та ансатах мар вӗт, каҫарӑр, хисеплӗ Христофор Антипович, каҫарӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑхӑт пурччӗ те вӗсене майлаштарма мехел ҫитертӗмех.

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсен пайне ҫӗнетрӗм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/c/1857965207/448

Пуян, ача тӗлне чарӑнса, хӑйӗн тискер ӗмӗтне мӗнле майлаштарма пулӗ-ши тесе шухӑшласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр-пӗрне ӑнланман самантсене шӳтлесе «якатма», майлаштарма тӑрӑшаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Урсэкие ӗҫе майлаштарма пӗлни кашни хутрах инкек-синкеке сирсе пырать, ытти мастерскойсенче шкул начальстви вӗренекенсене тӑтӑшах урӑм-сурӑм ҫил-тӑвӑл пек тустаркалать пулсан, кунта вара Урсэкие хӑйӗн юлташӗсене ялан тенӗ пекех ҫӑлса пырать.

Организаторские способности Урсэкие каждый раз отводили беду, уберегали жестянщиков от нападок школьного начальства, которые градом валились на голову учеников других мастерских.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Майлаштарма тӑрӑшни авантарах тесе, хӑрах аллине кӑкӑрӗ ҫумне тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Калаҫнӑ хушӑрах амӑшӗпе хӗрӗ сӗтел ҫине майлаштарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ку ӗҫе майлаштарма пӗлсен, маттур пулатӑн эсӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыттисем урапа ҫинчен яштах! сиксе анчӗҫ, сӗрекене майлаштарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эх, ӑслӑччӗ-ҫке ҫав старик, княҫсемпе, мӑрсасемпе килӗштерсе кӑна пурӑнатчӗ, вӗсен хушшинчи хирӗҫӳсене ним мар майлаштарма пӗлетчӗ тейӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсӗ кун-ҫула пӗр майлӑ майлаштарма хӑтланан, шӑпу-ӑраскалу ӑна урӑхла ҫавӑрса хурать.

Ты планируешь так, а жизнь строит все иначе, по-своему.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Укҫа-тенкӗ енчен йывӑртарах, анчах эсир майлаштарма пултаратӑр.

Финансовые затруднения возможны, но вы с ними справитесь.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав вӑхӑтрах профессипе ҫыхӑннисене Ухӑҫӑсем питӗ хӑвӑрт майлаштарма пултарӗҫ.

Но вот профессиональные задачи Стрельцы будут щелкать, как орешки.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех