Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартасран (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь пусса лартасран хӑранӑ пек пӳртрен чикелене-чикелене тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑна ассӑн сывласа нимӗн те чӗнмерӗ, калаҫӑва ӑнӑҫсӑр пуҫласа ӑна ӗмӗрлӗхех пӑчлантарса лартасран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чугун ҫул ҫине юр хывса лартасран шитсем лартса тухаҫҫӗ.

Для защиты железнодорожного пути от снежных заносов устанавливают особые щиты.

Мӗнле ҫанталӑк пулассине малтанах пӗлтерни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шыв тапса тухасран, ҫула тултарса лартасран сехӗрленсе сӗм ҫӗрлечченех ӗҫлерӗҫ.

И до позднего вечера работа протекала под страхом воды, могущей залить ход.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Мӗнпур килти япала хуҫипе пуянлӑхӗ ҫинчен кӑшкӑрнӑ, анчах казак хӗрӗ хаклӑ йышши мебельсем хушшинчен, кӗмӗлпе тулнӑ горкӑсем ҫуммипе тирӗссӗн, ҫав япаласем хӑйне пусарса лартасран хӑранӑ пек, шиклӗн утса ҫӳренӗ.

Всё в нем блестело и кричало о богатстве хозяина, но казачка ходила мимо дорогих мебелей и горок, наполненных серебром, боком, пугливо, точно боялась, что эти вещи схватят ее и задавят.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑйне каллех тӗрмене питӗрсе лартасран хӑрать тейӗн унӑн куҫӗсем унталла та кунталла сиккелеҫҫӗ кӑна.

Глаза у него дико бегали, точно он боялся, что его снова запрут в тюрьму.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӑйсен аллисенчи япалисене пытарса пӗтерсен вара бай Косе пуҫ тайнине хирӗҫ пуҫ тайнӑ, хӑнана апат лартасран хӑтӑлас тесе, вӑл унпа ӑшшӑн калаҫа пуҫланӑ:

Спрятав вещи в своих руках, бай откликнулся на поклон Косе и начал ласково разговаривать с ним, чтобы избежать угощения гостя:

Алтӑр-Косе тата Шигайбай // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 21–26 с.

Хулӑн сассипе хӑй патне пыракансен хӑлхине питӗрсе лартасран хӑраса вӗсемпе калаҫма та вӑтаннӑ.

и поэтому, боясь оглушить человека, стеснялся говорить в присутствии посторонних.

Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.

Йӗкӗрешсем ӳссе ҫитсен, халӑх вӗсене юратса патшана лартасран Амулий пит хӑранӑ.

Амулий боялся, чтобы народ не полюбил этих близнецов, когда они вырастут, и не выбрал бы их царями.

Рим хули пуҫланни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тӗрӗс ӑнланатӑп пулсан, ку пӗтӗмпех хӑвӑрӑн иртнӗ пурнӑҫӑртан тата арестлесе хупса лартасран хӑранинчен килнӗ, ҫапла-и?

Если я правильно понимаю, это — ваше прошлое и боязнь ареста, не так ли?

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Мӗн ҫав… хӑрамастӑн-и хупса лартасран? — ыйтрӗ Прохор.

— Не боишься, что это самое… что посадят? — спросил Прохор.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫар ӗҫне пӗлмен Светлана пограничник умне айван ыйту лартасран шикленчӗ вӑл.

Он побаивался, как бы Светлана, малосведущая в военных делах, не задала пограничнику какого-нибудь наивного вопроса.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Эсир малтан ҫав тери ҫивӗч тирсе илетӗр, эпӗ, чӑнах та, хӑвӑр сӑмсӑра юбка ҫумне ҫӗлесе лартасран хӑратӑп.

— Вы так живо снизу поддеваете, что я, право, боюсь, как бы вы не пришили носа к юбке.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хуран айӗнчи вут шартлатса ҫунма тытӑнсан тата пулӑ шӑрши тухсан, ачасем самаях пуҫа ҫӗклерӗҫ, унтан тутлӑ уҫӑ апата мӗн пур кӑмӑлтан пикенчӗҫ, пыра пулӑ шӑрпӑкӗ лартасран шикленсе, пӗр шарламасӑр ҫиме тӑрӑшрӗҫ.

Когда запылал наш костер и запахло свежей ухой, все немножко повеселели, а потом с аппетитом ели уху и молча, чтобы не подавиться костями, уплетали рыбу.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӑн калатӑп, тухса кайичченех хама хупса лартасран хӑратӑп эпӗ.

Действительно говорю, боюсь, как бы посадили до отъезда.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пахчаҫимӗҫе пыра лартасран вӗтетмелле.

Овощи необходимо покрошить, чтобы не поперхнулись.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех