Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лараканӗ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
5. Патша пуканӗ ҫинче Лараканӗ каларӗ: акӑ пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп, терӗ.

5. И сказал Сидящий на престоле: се, творю все новое.

Ӳлӗм 21 // .

15. Ҫавӑншӑн халӗ вӗсем Туррӑн аслӑ пуканӗ умӗнче, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн Ҫуртӗнче Турра ӗҫлесе тӑраҫҫӗ; аслӑ пукан ҫинче Лараканӗ вӗсем хушшинче пурӑнӗ.

15. За это они пребывают ныне перед престолом Бога и служат Ему день и ночь в храме Его, и Сидящий на престоле будет обитать в них.

Ӳлӗм 7 // .

19. Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ: 20. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Манӑн кунпа хывнӑ халалӑма, каҫпа хывнӑ халалӑма, кунпа каҫ хӑй вӑхӑтӗнче килсе тӑнине пӑрахӑҫлаятӑр пулсассӑн, 21. Манӑн Давид чурампа хывнӑ халалӑм та пӑрахӑҫланӗ: унӑн тӑхӑмӗнче патша пуканӗ ҫинче лараканӗ пулмӗ, Маншӑн ӗҫлесе тӑракан левит-священниксемпе хывнӑ халалӑм та пӑрахӑҫланӗ.

19. И было слово Господне к Иеремии: 20. так говорит Господь: если можете разрушить завет Мой о дне и завет Мой о ночи, чтобы день и ночь не приходили в свое время, 21. то может быть разрушен и завет Мой с рабом Моим Давидом, так что не будет у него сына, царствующего на престоле его, и также с левитами-священниками, служителями Моими.

Иер 33 // .

17. Эй хупӑрласа илнӗ вырӑнта лараканӗ, япалусене пуҫтарса ҫых: 18. ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ку хутӗнче Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансене кӑларса ывӑтӑп, вӗсем ҫине хӗн-хур ярӑп, тӳссе курччӑр ҫавна.

17. Убирай с земли имущество твое, имеющая сидеть в осаде; 18. ибо так говорит Господь: вот, Я выброшу жителей сей земли на сей раз и загоню их в тесное место, чтобы схватили их.

Иер 10 // .

22. Вӑл — ҫӗр ҫаврашкийӗ тӗлӗнче Лараканӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем Ун умӗнче — хӗрлӗ шӑрчӑк ҫеҫ; пӗлӗтсене Вӑл ҫӳхе пир пек карса тухнӑ, вӗсене пурӑнмалли чатӑр пекех карӑнтарнӑ.

22. Он есть Тот, Который восседает над кругом земли, и живущие на ней - как саранча пред Ним; Он распростер небеса, как тонкую ткань, и раскинул их, как шатер для жилья.

Ис 40 // .

4. Эсӗ Ман умӑмра, хӑвӑн Давид аҫу пек, таса чӗрепе, тӳрӗ чунпа ҫӳресессӗн, Эпӗ хӑвна мӗн хушнине пурне те туса тӑрсассӑн, Манӑн йӗркемсене, Манӑн саккунсене уяса пурӑнсассӑн, 5. Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗ ӗмӗрех сан йӑхунтан тухнӑскерӗ пулӗ, Эпӗ санӑн Давид аҫуна: «санӑн Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗсем пӗтес ҫук» тесе каланӑ пек пулӗ.

4. И если ты будешь ходить пред лицем Моим, как ходил отец твой Давид, в чистоте сердца и в правоте, исполняя все, что Я заповедал тебе, и если будешь хранить уставы Мои и законы Мои, 5. то Я поставлю царский престол твой над Израилем вовек, как Я сказал отцу твоему Давиду, говоря: «не прекратится у тебя сидящий на престоле Израилевом».

3 Пат 9 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕпленрех