Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртсессӗн (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
45. Менелай, хупса лартнӑскер, хӳтӗленес шутпа Доримен ывӑлне Птоломее патшапа калаҫса пӑхма ыйтнӑ, эхер те вӑл патшана ӳкӗте кӗртсессӗн, ӑна пысӑк укҫа пама пулнӑ.

45. Менелай, уже взятый, обещал Птоломею, сыну Дорименову, большие деньги, если он упросит за него царя.

2 Мак 4 // .

7. Израиль килӗн ҫыннисенчен е ютран килсе вӗсем хушшинче пурӑнакансенчен кам та кам Манран уйрӑлсассӑн, хӑйсен чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртсессӗн, илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хӑйсен умне лартсассӑн, кайран пророк патне пырса ун урлӑ Манран ыйтасшӑн пулсассӑн, Эпӗ, Турӑ, ӑна Хам ятӑмран хурав парӑп-и?

7. Ибо если кто из дома Израилева и из пришельцев, которые живут у Израиля, отложится от Меня и допустит идолов своих в сердце свое, и поставит соблазн нечестия своего перед лицем своим, и придет к пророку вопросить Меня через него, - то Я, Господь, дам ли ему ответ от Себя?

Иез 14 // .

4. Ҫавӑнпа та калаҫ вӗсемпе, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль йӑхӗн ҫынни кам та кам хӑйӗн чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртсессӗн, илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хӑйӗн умне лартсассӑн, кайран пророк патне пырсассӑн, Эпӗ, Турӑ, ҫав темӗн чухлӗ йӗрӗхе пуҫҫапакана хурав пама пултарӑп-и? тесе калать те.

4. Посему говори с ними и скажи им: так говорит Господь Бог: если кто из дома Израилева допустит идолов своих в сердце свое и поставит соблазн нечестия своего перед лицем своим, и придет к пророку, - то Я, Господь, могу ли, при множестве идолов его, дать ему ответ?

Иез 14 // .

13. Хӗрарӑм намӑссӑрланса пӑхнинчен сыхланса тӑр, вӑл хӑвна ҫылӑха кӗртсессӗн, ан тӗлӗн вара: 14. шывсӑр антӑхнӑ ҫулҫӳревҫӗ куҫ тӗлне пулнӑ шыва мӗнле ҫӑтӑхса ӗҫет, 15. вӑл та ҫавӑн пек кирек хӑш чатӑр умне пырса ларать те ҫӗмрен умӗнче йӗннине хатӗрлет.

13. Берегись бесстыдного глаза, и не удивляйся, если он согрешит против тебя: 14. как томимый жаждою путник открывает уста и пьет всякую близкую воду, 15. так она сядет напротив всякого шатра и пред стрелою откроет колчан.

Сир 26 // .

10. Ҫӗнтерсе илме шутланӑ хула патне ҫитсессӗн, малтан ӑна килӗшӳ тума сӗн; 11. эхер те вӑл санпа килӗшӳ тума хапӑлласа сана хапха уҫса кӗртсессӗн, унти мӗнпур халӑх сана хырҫӑ тӳлесе тӑма, пӑхӑнса тӑма тытӑнӗ; 12. вӑл килӗшӳ тума шухӑшламасассӑн, санпа вӑрҫӑ вӑрҫасах тесессӗн, эсӗ ӑна хупӑрласа ил, 13. Ҫӳлхуҫа Турру ӑна хӑвӑн аллуна парсассӑн, унти мӗнпур ар халӑха вичкӗн хӗҫпе касса тух; 14. арӑмӗсемпе ачисене, выльӑх-чӗрлӗхне, хулара мӗн пуррине пурне те, унӑн пӗтӗм пурлӑхне вара ху валли ил, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна панӑ тӑшманусен пурлӑхӗпе усӑ курса пурӑн; 15. ҫак халӑхсен хулисенӗн шутне кӗмен, хӑвӑнтан чылай инҫетри хуласене пурне те ҫапла ту эсӗ.

10. Когда подойдешь к городу, чтобы завоевать его, предложи ему мир; 11. если он согласится на мир с тобою и отворит тебе ворота, то весь народ, который найдется в нем, будет платить тебе дань и служить тебе; 12. если же он не согласится на мир с тобою и будет вести с тобою войну, то осади его, 13. и когда Господь Бог твой предаст его в руки твои, порази в нем весь мужеский пол острием меча; 14. только жен и детей и скот и все, что в городе, всю добычу его возьми себе и пользуйся добычею врагов твоих, которых предал тебе Господь Бог твой; 15. так поступай со всеми городами, которые от тебя весьма далеко, которые не из числа городов народов сих.

Аст 20 // .

1. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗре кӗртсессӗн, сан умӑнтан нумай йышлӑ халӑхсене: хетсене, гергесейсене, аморрейсене, ханаансене, ферезейсене, евейсене тата иевусейсене — санран йышлӑрах та вӑйлӑрах ҫичӗ халӑха — хӑваласа ярсассӑн, 2. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсене санӑн аллуна парсассӑн, эсӗ вӗсене аркатса тӑкӑн, вара тупала вӗсене, вӗсемпе пӗр канашлӑ ан пул, вӗсене ан хӗрхен; 3. вӗсемпе ан хурӑнташлан: хӑвӑн хӗрне унӑн ывӑлне качча ан пар, унӑн хӗрне те ывӑлу валли качча ан ил: 4. вӗсем санӑн ывӑлусене Манран пӑрса ярӗҫ, ывӑлусем урӑх турӑсене пуҫҫапма пуҫлӗҫ, вара сире ҫилленсе Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитӗ те, Вӑл сана часах пӗтерсе пӑрахӗ.

1. Когда введет тебя Господь, Бог твой, в землю, в которую ты идешь, чтоб овладеть ею, и изгонит от лица твоего многочисленные народы, Хеттеев, Гергесеев, Аморреев, Хананеев, Ферезеев, Евеев и Иевусеев, семь народов, которые многочисленнее и сильнее тебя, 2. и предаст их тебе Господь, Бог твой, и поразишь их, тогда предай их заклятию, не вступай с ними в союз и не щади их; 3. и не вступай с ними в родство: дочери твоей не отдавай за сына его, и дочери его не бери за сына твоего; 4. ибо они отвратят сынов твоих от Меня, чтобы служить иным богам, и тогда воспламенится на вас гнев Господа, и Он скоро истребит тебя.

Аст 7 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех