Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑшӑлӗ (тĕпĕ: кӑшӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӗпӗртен… — калаҫу пит ҫыхӑнсах кайманнине сиссе, йытӑ пуҫлӑ чӗлӗмне Ҫимун пӗр тӑтӑш паккама пикенчӗ, кӑшӑлӗ тарпа нӳрленнӗ карттусне чӑматанӗ ҫине хывса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялтан тухаҫҫӗ те унталла та кунталла тӑсӑлакан сукмаксемпе утса, улӑх-сарана ҫитсе, тӗрлӗ чечекрен пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхаҫҫӗ, уй-хир анлӑшӗпе, вӑл ӳстерекен хӳхӗм тыр-пулпа киленеҫҫӗ, катана ҫитеҫҫӗ, кунти тӗрлӗ чечек илемне пӑхса савӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Тен, аннӳне пуҫ кӑшӑлӗ туса парӑн…

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл ҫи-пуҫне ҫав тери тиркевлӗ суйланӑ, чӗрпекӗсене, пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑннӑ пек, виҫсе пӑхса вырнаҫтарнӑ.

Она наряжалась неторопливо, один за другим примеряя лепестки.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Силлабика кӑшӑлӗ тек чарса тӑраймӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пуҫ кӑшӑлӗ ҫинче ҫиччӗ хисеп чупма пуҫлани сире чӗре ҫумӗнчи чун хавалӗ темле ачашшӑн сӗртӗнсе, ку таранччен мӗнле пурӑннине лайӑхрах ӑнланса илме пулӑшать пек.

Куҫарса пулӑш

«Салам пултӑр, хисеплӗ Николай Егорович!!!...» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/65

Уява пуҫтарӑннисем паттӑр летчиксен монуменчӗ умне чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ // Сергей Батюков. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%87%d0%b ... %97%d2%ab/

Пиллӗкмӗш класра вӗренеттӗмӗр, Ҫӗнӗ ҫул уявӗ валли вӑл кашни хӗр ачана хӑй аллипе шӑрҫаллӑ пуҫ кӑшӑлӗ ӑсталаса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Канма ларсан — ҫырла ҫиеҫҫӗ; хӗрсем улӑхран пуҫ кӑшӑлӗ, чечек ҫыххи туса таврӑнаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Палӑка уҫмалли вӑхӑт ҫитиччен ӗҫӗ чылаях-ха, ҫапах салтак кӗлетки умне тахӑшӗ чечек кӑшӑлӗ пырса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Укаҫ ӑна шетник кӑшӑлӗ татӑлса кайнӑ, ҫӗнӗ кӑшӑл ҫапса памӑн-и тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Ывӑс» тавра сиреньпе чие тӗмӗсен тӗксӗм симӗс кӑшӑлӗ ҫаврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шурӑ пӑнчӑллӑ кӑвак кӗпе халь ун ҫийӗнче, мӑйӗ тавра — чечек кӑшӑлӗ пек чӗнтӗр, пилӗкӗнче — шурӑ пиҫиххи.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав чӗнтӗр айӗнчен ҫӳлелле, икӗ еннелле, ҫутӑ сарӑ тӗслӗ ансӑр хӑмасем хӗвел пайӑркисем пек хӑпараҫҫӗ те ҫивитти хӗррине тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫеҫкесен, пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ункӑсемпе тӳр кӗтессен ҫурма кӑшӑлӗ айӗнче ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кӳлӗ хӗрри — симӗс кӑшӑл, ҫӳҫе-хӑва кӑшӑлӗ, шывалла тайӑлнӑ лӑпсӑркка йӑмрасен карти.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эсир вырӑс мар халӑх ҫине, — ҫамрӑкки ҫине пӑхрӗ вӑл, — куҫлӑх кӑшӑлӗ урлӑ пӑхатӑр пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Симӗс тутӑр хӗррипе тытӑннӑ шап-шурӑ пас унӑн илемне мухтаса ҫакнӑ лавр кӑшӑлӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ах, манӑн шуракӑшӑм, вырсарникун ҫитсен сана хамӑн «Жигулипе» Ҫӗрпӳ ярмаркине илсе кайӑп, Ҫавал хӗрринче сӳре-ҫӳре канӑпӑр, чечек кӑшӑлӗ те ҫыхӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Эпӗ пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхма чечексем татнӑччӗ, эсӗ ху курнӑ кино ҫинчен каласа кӑтартрӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ялти чи хисеплӗ те сумлӑ мӑшӑра ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем, культура ӗҫченӗсем, ачисемпе тӑванӗсем, ял-йыш саламланӑ, «ылтӑн» пуҫ кӑшӑлӗ ӑсталаса тӑхӑнтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех