Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлӗн (тĕпĕ: кӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑт иртсе пынӑ май, о-о-о, ҫын кӑмӑлӗн тӗлӗнтермӗшӗ, сиенсӗр минтер … хӗҫ-пӑшала ҫаврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вара тарӑхса ҫитнӗ кӑмӑлӗн еккине яри уҫса ячӗ:

Потом он сказал почти сердито:

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Укахви кӑмӑлӗн ҫак енне тата ытларах ӳстерсе ҫирӗплетекен тепӗр сӑлтав — вӑхӑт, вӑрҫӑ вӑхӑчӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Турунов хӑйӗн ӗҫӗнчи ҫитменлӗхсем пирки, кӑмӑлӗн тӳнтер енӗсем пирки тӳррӗн калани, ӑслӑ та ҫивӗч шухӑшсем ҫавӑрса илчӗҫ мана.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах вӑл ҫавӑн пек пулнинче эпӗ ун чӗрин, шухӑшӗсен, кӑмӑлӗн чӗркӗмӗл пек тасалӑхӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмарӑм, хам ҫавӑнтан мӗнле те пулин урӑхларах шухӑшлама пултарайманнишӗн савӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пилӗк-ултӑ минут хушшинчех эпӗ ун кӑмӑлӗн чи пысӑк енне сиссе илтӗм, вӑл — чи таса, халь ҫеҫ пуҫланнӑ ҫамрӑклӑх тата ҫав ҫамрӑклӑхран тухса тӑракан айванлӑх — чуна илӗртекен, пӗрре те кулӑшла мар айванлӑх.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Милиционер, сехре хӑпартнӑ хыпар тӗрӗсе тухманнипе кӑмӑлӗн лӑш картне ларнӑскер, шалти сӑнчӑрӗнчен пачах хӑтӑлса, хӗрӗнкӗ Урӑлманкин каласа панине итлесе тӑчӗ-тӑчӗ те пуҫне пӑркаласа илчӗ, вара хулӑн, сарлака ҫавӑрса ҫыртнӑ тутине татах та сарса, йӳҫен чусталантарса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Анчах ҫавсене герой чӗри витӗр сӑрхӑнтарса кӑларни, ун кӑмӑлӗн хумханӑвӗсемпе ҫыхӑнтарни — ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Мӗншӗн-ха роман авторӗ ӑна иккӗмӗш кӗнекере айванла, унӑн кӑмӑлӗн уйрӑмлӑхӗсене хирӗҫле ӗҫсем тутарать?

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анук ырӑ кӑмӑлӗн туртӑмне сирсе: — Микула, тен, эсӗ мана чыслӑ хӗр тесе шутламастӑн?.. — терӗ хуллен те именерех.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл автомобиль кӗрленине тата чарӑннине илтрӗ; пӗлеймерӗ, анчах кӑштахран Джесси сассине уйӑрса илчӗ те — чӗри тилӗрӳпе тата кӑмӑлӗн хӑравлӑ пӑтранӑвӗпе сикме пикенчӗ; унра пӗтӗмпех чӗтрет, пӑтранать, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне ҫапма ҫӗкленнӗ алла туять.

Она слышала, как рокотал и остановился автомобиль; не узнала, а потом, с озлоблением и трусливой дурнотой в сердце, узнала голос Джесси, и все метнулось в ней, так как она почувствовала занесенный удар.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Аппӑшне ӑсатса ярсан Джесси пӑсӑк кӑмӑлӗн картинчен пӗр авӑк тухаймарӗ.

Проводив сестру, Джесси не могла уже выйти из дурного настроения.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл хӑй тӗллӗн пыма-килме юратать, тата — хӑйӗн кӑмӑлӗн еккипе кӑна.

Она любила приходить сама и только тогда, когда ей хотелось самой.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Эсир пулӑ чиркӗвне курнӑ-и? — хулӑн сасӑпа ыйтрӗ мӑнтӑр арҫын ача; ҫак ыйтӑва вӑл пӗлесшӗн хыпӑнакан кӑмӑлӗн пускӑчӗ ҫинче тахҫанах тытса тӑнӑ ахӑр.

— А видели ли вы рыбий храм? — басом сказал толстый мальчик, видимо, давно уже державший этот вопрос на спуске своей любознательности.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Унӑн кӑмӑлӗн кӑткӑс, ҫӗнтерейми куҫӑмӗ япаласен идейине самантрах материн тӗп никӗсне куҫарса хураять; вӑл — матери — итлекен форма-капаша шавласа-кӗрлесе куҫать, вара Армунӑн юрлӑ тӑрринче, такам хыттӑн пенӗн, мрамор кермен ҫиҫсе-ялкӑшса ҫӗкленет, ҫав самантрах виҫин тата виҫӗ виҫевӗн саккунлӑ хусканусӑрлӑхӗнче хытса ларать.

Сложное, непреодолимое движение его воли мгновенно перевело идею предметов в первооснову материи; она, забушевал, приняла послушные формы, и на снеговой вершине Армуна сверкнул, как выстрел, мраморный дворец, застыв в законной неподвижности веса и трех измерений.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Рен нимӗн те курмасть, анчах хытӑ пас куҫӗсене хӑнӑхнӑ йӑлапа хупа-хупа илме кансӗрлет; ҫак ӗҫ вара — куҫӗсен пӗртен пӗр пурнӑҫӗ — кӑмӑлӗн йывӑр пусарӑвне кӑштах ҫемҫетет.

Рен ничего не видел, но иней мешал привычке мигать — что, будучи теперь единственной жизнью глаз, несколько рассеивало тяжелое угнетение.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.

Ансат ҫак чӑнлӑхсем Давенант кӑмӑлӗн еккипе килӗшӳллӗ; вӗсем халӗ уйрӑмах чипер, шанчӑклӑ алӑ унӑн тулса тӑкӑнасла туйӑмӗсем валли панӑ шанчӑклӑ хӗҫ-пӑшал евӗр.

Эти простые истины отвечали характеру Давенанта; особенную прелесть имели они именно теперь, представляя как бы надежное оружие для его переполненных чувств, поданное отважной рукой.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Апла пулин те вӑл аванах тата хыпалансах утать, хирӗҫлени те — чӑнласах мар, малтанхи кӑмӑлӗн сулӑмӗпе ҫеҫ.

Но он, тем не менее, шел отлично и довольно скоро, сопротивляясь более по привычке, чем серьезно.

Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.

Вӑл чӑмӑрӗпе сӗтеле шаплаттарчӗ, аллине юн тухичченех амантрӗ; кӑмӑлӗн мӗн пур ҫирӗплӗхне пуҫтарчӗ те — ташлама пуҫланӑ нервӗсене май килнӗ таран лӑплантарчӗ, унтан тӳрленсе тӑчӗ.

Он сильно ударил кулаком о стол, разбив руку; собрав всю силу воли, овладел, насколько это было возможно, заплясавшими нервами и выпрямился.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Энниок! — терӗ Гнор уҫӑмлӑ та ҫирӗп сасӑпа — наркӑмӑшланнӑ кӑмӑлӗн юлашки вӑйӑмӗ.

— Энниок! — сказал Гнор твердым и ясным голосом — последнее усилие отравленной воли.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех