Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларнӑран (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта тимӗр кӑларнӑран утрав пирки антика вӑхӑтӗнченех пӗлеҫҫӗ.

Остров известен с античных времен благодаря месторождениям железа.

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

Вӗсене ҫырса малтанхи хут пичетлесе кӑларнӑран вара пайтах ҫулсем иртсе кайрӗҫ пулин те, вӑл произведенисем идея тӗлӗшӗнчен ним чухлӗ те мӑкалмарӗҫ, ӑсталӑхӗпе — вулакансен чунне-кӑмӑлне илемлӗх туйӑмӗ парас хӑватне ҫухатмарӗҫ, ҫухатас та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Лешсем, шапана ҫаврӑннӑскерсем, сиксе тухаҫҫӗ те хӗр пулса тӑраҫҫӗ, ирӗке кӑларнӑран шутсӑр хӗпӗртенӗскерсем ашшӗне ыталаса чуптӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Хӑйсен саманинче сахал шухӑшласа кӑларнӑран авалхи асамҫӑсем намӑсланса хӗрелеҫҫӗ ахӑр.

Старинные волшебники покраснели бы от стыда, что так мало придумали в свое время.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫӗр ай ҫумӗнчи тӑпрана ҫӗрӗпех сарайне кӑларнӑран пурте ӗшенмеллипех ӗшенчӗҫ, тепӗр чухне вӗсен шухӑшӗсем те арпашаҫҫӗ.

Ночь, вся потраченная на уборку лома из подкопа, так вымотала работающих, что их мысли временами мешались.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӗсене вӑл ҫав тери кӑмӑллӑн кӑларнӑран эпӗ тавлашса тӑмарӑм, ҫапах та унӑн тараватлӑхӗнчен шутсӑр тӗлӗнтӗм.

Он вынул их так охотно, что я не стал спорить, хотя и очень удивился его щедрости.

III. Калаҫу // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

Вӑл классиксен вӑрӑмах мар, анчах вӑйлӑ япалисене янӑратать: Мендельсонпа Бетховенӑн, Шопенпа Годарӑн, Григӑн, Рубинштейнпа Моцартӑн никама хӗрхенми, тӗлӗнмелле музыки Трумова вӑйлах кисретрӗ, ҫак кӗвӗсене Ольга Васильевнӑн упӑшкин сӗрме купӑсӗ кӑларнӑран Трумов туйӑмӗсем сисӗнмеллех аманчӗҫ.

Он играл небольшие, но сильные вещи классиков: Мендельсона, Бетховена, Шопена, Годара, Грига, Рубинштейна, Моцарта. Беспощадное очарование музыки потрясло Трумова, впечатлительность его была к тому же сильно обострена появлением мужа Ольги Васильевны.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

— Каятӑнах апла? — йӗкӗт чӗнтерсе кӑларнӑран хыпӑннипе тата савнийӗ Ҫӗпӗре ӑсанассине кура тӑркач, нимӗн те уҫҫи-хуппине шарлаймарӗ Елькка тӳрех.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Санпа ӗҫ татма пултараймастпӑр эпир… — каллех сӑмах пуҫланӑччӗ ӗнтӗ Щукарь мучи, анчах хальхинче Любишкин ӑна кӗрӗк аркинчен ярса тытса алӑк патнелле сӗтӗрчӗ; мучи, хӑйне хӑвӑрттӑн ҫенӗке туртса кӑларнӑран, пуҫланӑ сӑмахне те каласа пӗтереймерӗ.

— С тобой мы не могем… — снова начал было дед Щукарь, но на этот раз Любишкин, пятясь к двери, потянул его за полу; дед, стремительно увлекаемый в сени, так и не успел кончить фразу.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Республикӑри аграри ведомствин ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх – чикӗ леш енне тырӑ сутакан субӗектсене субсиди илекенсен йышӗнчен кӑларнӑран регионсене вӑл сахалрах лекет.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫлӑха ӳстерме майсем пур // Ирина Павлова. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Ҫӗнӗ шухӑшсем, курӑмсем калама пултарнӑран, халӑх аталанӑвне этемлӗх опытӗнчен кӑларнӑран, ӗҫне-хӗлне юридици тӗлӗшӗнчен тӗрӗс те тарӑннӑн туса пынӑран общество тата политика пурнӑҫӗнче унӑн витӗмӗ вӑйлӑччӗ.

Из-за умения высказывать новые идеи, видения, вытеснять развитие народа из ряда опыта человечества, осуществлять деятельность юридически грамотно и глубоко его влияние в общественной и политической жизни усилилось.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

3. Патвар утсем шавлӑн тапӑртатнӑран, ҫар ураписем шалтӑртатнӑран, кустӑрмисем шав кӑларнӑран алли усӑннипе ашшӗсем ачисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхаймӗҫ, 4. филистимсене пӗтерес кун, Тирпа Сидон хулисене пулӑшакансемсӗр хӑварас кун ҫапла пулӗ; Ҫӳлхуҫа филистимсене те, Кафтор утравӗн юлашки йышне те тӗппипе пӗтерӗ.

3. От шумного топота копыт сильных коней его, от стука колесниц его, от звука колес его, отцы не оглянутся на детей своих, потому что руки у них опустятся 4. от того дня, который придет истребить всех Филистимлян, отнять у Тира и Сидона всех остальных помощников, ибо Господь разорит Филистимлян, остаток острова Кафтора.

Иер 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех