Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсенче (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн хӑмӑр куҫӗсенче темшӗн вӑтанни, именни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унӑн таса куҫӗсенче илемлӗ сенкер ҫутӑ пайӑркасем йӑлтӑртата-йӑлтӑртата илчӗҫ, вӗсем те куҫҫуль тумламӗсем, те ҫав хӗрарӑмӑн ырӑ чӗринче сыхланса юлнӑ ҫамрӑклӑх хӗлхемӗсем пулчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унӑн шӑнӑрӗсем — хурҫӑран, куҫӗсенче — хӗвелпе ҫӑлтӑрсен шевли тата чӑрсӑрлӑх, чӑмӑрӗсем — сулмаклӑ, кӑмӑлӗ — ырӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Куҫӗсенче — телей, тинкеререх пӑхсассӑн — ҫав тери ӑшӑ та лӑпкӑ юрату.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Владимир Петрович калашле, ун чух пӗлӗт те, шыв та, сывлӑш та сенкер тӗслӗччӗ, мана хирӗҫ те, манпа юнашар та кӑвак е шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсем утатчӗҫ, вӗсен аллисенче те, куҫӗсенче те кӑвак чечексемччӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Темӗнле калаҫсан та, тавлашсан та, вӑл манпа ыттисемпе шӳтленӗ пек шӳтлеместчӗ, кулмастчӗ, — унӑн куҫӗсенче те, сассинче те эпӗ ӑнланма пултарайман илемлӗ тунсӑх пурри туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫук, Нина Васильевна никама та хурлӑхлӑ сасӑпа йӑпатмастчӗ, хыттӑн та каласа хумастчӗ, чирлисем ҫине вӑл тӑван аппа пек лӑпкӑн та уҫҫӑн кӑна пӑхатчӗ, ҫав вӑхӑтрах унӑн куҫӗсенче вара лӑпкӑ хаваслӑх хӗлхемӗсем вылятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ют ҫын куҫӗсенче, тен, пӗтӗмпех асӑрхайман та, анчах юратнӑ ҫын куҫӗсенче, хӑвах пӗлетӗн, пӗтӗм кӑмӑл тӗкӗр ҫинчи пекех курӑнать?

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Калаҫнӑ-ха ӗнтӗ, шӳтлесе темӗнле те кулнӑ пуль, анчах Шура куҫӗсенче паянхи пек хурлӑх нихӑҫан та пулманччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Унӑн куҫӗсенче хурлӑх та, телей те пӗрлехчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Авӑнчӑк хура куҫ харшиллӗ, чӑмӑр питлӗскер, утнӑ чух ҫил пек вӑштӑр-татса иртет, йӑл кулса илет, тарӑн куҫӗсенче вӑрттӑн кӑвар, чӗре кӑварӗ, йӑлкӑшса ҫиҫет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫӗсенче — тунсӑх.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ял хапхинчи йӑмра айӗнче хӗреслетсе ал шӑлли — парне ҫакнӑ арҫын Ванька чӑсакан купӑс ҫеммипе ура хуҫса ташлани тата ташлаканӑн куҫӗсенче куҫҫуль шӑрҫаланни кӑна асра ҫирӗп тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Хӗр куҫӗсенче куҫҫулӗ шӑрҫаланчӗ, вӑл пӑрӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эпӗ доярка вӗт, нимӗн те туман, — тӑлӑх арӑмӑн пӗлӗт пек кӑвак куҫӗсенче шанчӑк кӑварӗсем те ҫуталчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр суймасӑрах кала-ха, вӑрттӑнлӑха тытма пултаратӑн-и? — хӗлхем вылярӗ Ваҫиле куҫӗсенче.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн, Хӗрлӗ Ҫар ҫирӗп мар-и? — салтак арӑмӗн куҫӗсенче шуйттансем вылярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн кирлӗ сана? — хӗрарӑм куҫӗсенче тарӑхни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Куҫӗсенче вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнӑҫ ҫиҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн, Хӗрлӗ Ҫар ҫирӗп мар-им? — салтак арӑмӗн куҫӗсенче шуйттансем вылярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех