Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каламашкӑн (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫак ҫар хастарлӑхӗ те, дисциплина тени те, чина пӑхӑнаслӑх та, мундир чысӗ те, мӗнпур ҫар науки те, — ҫаксем пӗтӗмпех-пӗтӗмпех этемлӗх «кирлӗ мар!» тесе каласшӑн пулманни е калама пӗлменни, е каламашкӑн хаю ҫитерейменни ҫинче кӑна тытӑнса тӑраҫҫӗ-ҫке пурӗ те.

— Вся эта военная доблесть, и дисциплина, и чинопочитание, и честь мундира, и вся военная наука, — все зиждется только на том, что человечество не хочет, или не умеет, или не смеет сказать «не хочу!».

VI // .

Сӑлтав та ҫукчӗ пулӗ те ҫапла каламашкӑн, анчах ҫак ҫынсем мӗншӗн ун пек сӑмахланине пӗлме пулать.

Быть может, они были недостаточно обоснованы, но, во всяком случае, вполне понятны в устах этих обездоленных людей…

III. Ҫурҫӗрелле! // .

Верочка, чей ӗҫес килмест, тесе тӳрех хӑйӗн пӳлӗмне кайрӗ, — Марья Алексевна ачаш сасӑпа: «Верочка, кил-ха ман пата!» — терӗ, епле йывӑр, епле йывӑр пулчӗ-ши ӑна ҫапла каламашкӑн.

И опять, чего ей стоило, когда Верочка пошла прямо в свою комнату, сказавши, что не хочет пить чаю, — чего стоило Марье Алексевне ласковым голосом сказать: — Верочка, подойди ко мне!

I // .

Анчах намӑс мана ӑна каламашкӑн

Но мне стыдно признаться…

VI сыпӑк // .

Вӗсем шанчӑка ан ҫухатчӑр тесе, каламашкӑн Тэчер судья пӗрмаях ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкран ҫынсем ярса тӑчӗ, анчах вӗсен сӑмаххисем савӑнтармарӗҫ ҫав.

Судья Тэтчер посылал из пещеры бодрые и полные надежды записки, но они никого не радовали.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // .

Ҫавӑнпа та вӑл ҫав япалана резерва, нимӗнле те май килмесен, чи юлашкинчен каламашкӑн перекетлесе хӑварнӑ иккен.

Поэтому он приберегал ее напоследок, в качестве резерва.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // .

Вӗрентекен мана Ҫемен Элкерӗн «Хурҫӑ карап» сӑввине пӑхмасӑр каламашкӑн вӗренме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

25. Ҫапла каламашкӑн сире йӗркесӗр ӗҫӗрсем чӑрмантарчӗҫ, ҫак ырлӑхран сире ҫылӑхӑрсем пӑрса ячӗҫ: 26. Манӑн халӑхӑм хушшинче усал ҫынсем пур: вӗсем кайӑк тытакан пек сыхласа тӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫумне лӑпчӑнаҫҫӗ, тапӑ лартаҫҫӗ, ҫынсене тытаҫҫӗ.

25. Беззакония ваши отвратили это, и грехи ваши удалили от вас это доброе. 26. Ибо между народом Моим находятся нечестивые: сторожат, как птицеловы, припадают к земле, ставят ловушки и уловляют людей.

Иер 5 // .

16. Тӳпене тытӑнтарса тӑмашкӑн, ҫӗре ҫирӗплетмешкӗн, Сиона: «эсӗ Манӑн халӑхӑм» тесе каламашкӑн Хамӑн сӑмахӑмсене санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна хывӑп, сана Хамӑн аллӑм хӳттипе витсе тӑрӑп.

16. И Я вложу слова Мои в уста твои, и тенью руки Моей покрою тебя, чтобы устроить небеса и утвердить землю и сказать Сиону:«ты Мой народ».

Ис 51 // .

11. Вара ҫав кун Моисей халӑха ҫапла каланӑ 12. Иордан урлӑ каҫсассӑн, халӑха пиллемешкӗн ҫак йӑхсем — Симеон, Левий, Иуда, Иссахар, Иосиф тата Вениамин йӑхӗсем — Гаризим тӑвӗ ҫине тӑмалла; 13. ҫак йӑхсем вара — Рувим, Гад, Асир, Завулон, Дан тата Неффалим йӑхӗсем — ылханса каламашкӑн Гевал тӑвӗ ҫине тӑмалла.

11. И заповедал Моисей народу в день тот, говоря: 12. сии должны стать на горе Гаризим, чтобы благословлять народ, когда перейдете Иордан: Симеон, Левий, Иуда, Иссахар, Иосиф и Вениамин; 13. а сии должны стать на горе Гевал, чтобы произносить проклятие: Рувим, Гад, Асир, Завулон, Дан и Неффалим.

Аст 27 // .

17. Ҫӳлхуҫа вара мана каларӗ: вӗсем [сана] мӗн калани аван; 18. Эпӗ вӗсене хӑйсен тӑванӗсем хушшинчен сан пек Пророк кӑларса парӑп, Унӑн чӗлхи-ҫӑварне Хамӑн сӑмахӑмсене хывӑп, Вӑл вӗсене Эпӗ мӗн хушнине пӗтӗмпех каласа тӑрӗ; 19. кам та кам [ҫав Пророк] Ман ятӑмран калакан сӑмахӑмсене итлемесӗр тӑрӗ, Эпӗ унран шыраса илӗп; 20. анчах та Эпӗ калама хушманнине Ман ятӑмран каламашкӑн чӑрсӑрланса урӑх турӑсен ячӗпе калаҫакан пророка вӗлерме тытса парӑр.

17. И сказал мне Господь: хорошо то, что они говорили [тебе]; 18. Я воздвигну им Пророка из среды братьев их, такого как ты, и вложу слова Мои в уста Его, и Он будет говорить им все, что Я повелю Ему; 19. а кто не послушает слов Моих, которые [Пророк тот] будет говорить Моим именем, с того Я взыщу; 20. но пророка, который дерзнет говорить Моим именем то, чего Я не повелел ему говорить, и который будет говорить именем богов иных, такого пророка предайте смерти.

Аст 18 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех