Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслатиллӗ сăмах пирĕн базăра пур.
аслатиллӗ (тĕпĕ: аслатиллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслатиллӗ ҫумӑр ҫывхарнӑ май салхулӑхпа пӑшӑрхану туйӑмӗсем ӳссех пычӗҫ, аслатиллӗ ҫумӑр тапранас умӗнхи шӑплӑхӑн чаплӑ минучӗ ҫитсен, ку туйӑмсем ҫав тери вӑйланса кайрӗҫ те, ҫакӑ тепӗр чӗрӗк сехет тӑсӑлас-тӑк, хумханнипе чун тухса каясси пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп.

Тревожные чувства тоски и страха увеличивались во мне вместе с усилением грозы, но когда пришла величественная минута безмолвия, обыкновенно предшествующая разражению грозы, чувства эти дошли до такой степени, что, продолжись это состояние еще четверть часа, я уверен, что умер бы от волнения.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑтам тӑрӑхра аслатиллӗ ҫумӑр мӗн чухлӗ вӑйлӑ, ҫавӑн чухлӗ кӗскерех пулать пулсан, Африкӑра аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр час-часах темиҫе куна тӑсӑлать.

В отличие от зон умеренного пояса, где чем сильнее гроза, тем она короче, в Африке сильнейшие грозы часто длятся по нескольку дней.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Аслатиллӗ ҫумӑр иртсе каять те, тӳпе ҫав-ҫавах, малтанхи пекех таса тӑрса юлать; ӑна эпир лайӑх пӗлетпӗр, ҫавӑнпа аслатиллӗ ҫумӑра та лӑпкӑнах тӳссе ирттеретпӗр.

Гроза пройдет, а небо над нею останется все то же; мы это знаем и потому спокойно переживаем грозу.

VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Унӑн куҫӗ умне Островскин «Аслатиллӗ ҫумӑр» драмӑри Катерина тухса тӑчӗ, — ӑна вӑл нумай пулмасть кӑна театрта курнӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑхӑчӗ хуран тавра сӗркеленсе лармалли мар, услап кахалсем! — аслатиллӗ ҫумӑр килнишӗн тарҫисем айӑплӑ пек, кӑшкӑрчӗ Вӑрӑм Палюк.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗвеле те, анӑҫран аслатиллӗ хура пӗлӗтсем ҫывхарнине те, ҫыран хӗрринче урлӑ-пирлӗ явӑнса вӗҫекен чӗкеҫсене те курман вӗсем, малашне мӗн пуласси ҫинчен те шутламан…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аха, кунтах-ҫке, Хурашыв улӑхӗнче, аслатиллӗ ҫумӑр айӗнче, асамат кӗперӗ айӗнче…

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ним калама аптрарӗ каччӑ, пуҫра самантрах тахҫанхи аслатиллӗ каҫ, шкул вальсӗ ташлакан Стасикпа Тамара, пӗр хӗре ӑсатакан икӗ каччӑ вӗлтлетсе иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Савӑнӑҫне ниҫта хураймасӑр аслатиллӗ сасӑпа ҫӗрӗпе ахӑлтатать тет.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫуллахи вӑхӑтра ҫанталӑк ытларах чухне хӗвеллӗ, анчах сывлӑш вӗри те нӳрлӗ чухне ҫавна май сивӗ фронтсем иртнӗ чухне вӑйлӑ аслатиллӗ ҫумӑрсем пулма пултараҫҫӗ.

Летом погода обычно солнечная, но когда воздух горячий и влажный, это вызывает сильные грозы при прохождении холодных фронтов.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Аслатиллӗ ҫумӑрта йывӑҫ айне тӑма хушмаҫҫӗ тата.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Аслатиллӗ ҫумӑр.

Гроза.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Аслатиллӗ ҫумӑр вӑл пӗр-ик сехет хушши ҫӗмӗрлет.

Гроза обычно бушует часа два.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Аслатиллӗ ҫумӑр пулас умӗн иртенпех пӑчӑ пулать.

Перед грозой уже с утра душно.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сайра-хутран аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑрсем пулса иртеҫҫӗ.

Изредка проносятся и сильные грозы.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Аслатиллӗ ҫумӑр хыҫҫӑн, пӗлетӗн-и эс, тӗнче тӗлӗнмелле хитреленет.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах чӑваша чан сасси мар, Нева хӗрринчен килекен аслатиллӗ саспа Ленин алӑ пуснӑ пӗрремӗш декретсен хӑвачӗ кирлӗ пулнӑ!..

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Республикӑра ӗнер те аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ.

Куҫарса пулӑш

Аҫа ҫапсан 32 сурӑх ҫунса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35604.html

— Ай-уй, аслатиллӗ ҫумӑр килет! — ҫухӑрса ячӗҫ иккӗн-виҫҫӗн пӗр харӑс.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унӑн пуҫӗнче ҫӗр те пин шухӑш аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ пекех пӑтрана-пӑтрана явӑнать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех