Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллӑмсене (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллӑмсене хуллен ылмаштарса пырса, турата хулӑнрах тӗлтен тытма тапаҫланатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Эпӗ те, ҫӑпан пит-куҫа йӳҫӗхтермеллех ыратать пулин те, хама ӑсра Лев Яшин вырӑнне картса, вратарь тивӗҫне чиперех пурнӑҫлатӑп: хирӗҫли командӑри юлташӑмсем ман еннелле пунк! та пунк! кисекен мечӗке (вӑл явкайри «тутӑх тивнӗ» тӗксӗм сарӑ хӗвел тӗслех иккен!) хам хапханалла йӑлттӑм кусма е пуля пек вирхӗнме парас мар тесе, е кирлӗ пек манерленсе, малалла курпунланса, ӳпӗнерех вырӑнтах юлатӑп, е, кил-ҫурта сыхлама кӑкарнӑ сӑнчӑрти талпӑнса вӗрекен лайка евӗр, аллӑмсене палкаса ҫунакан хуранай ҫулӑмӗн йӑлхахӗсем пек вӑлт та валт ывӑта-ывӑта, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле «хум яратӑп», «сирпӗнкелетӗп».

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

«Ҫук, — тимӗр алла илчӗ вӑл хӑйне тӑруках шалтан, — пурпӗрех аллӑмсене тӳрех парӑнса ҫӗклеме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Акӑ вӑл, каллех чарӑнса тӑчӗ те, манӑн аллӑмсене чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Аллӑмсене черченлетсем, шуратсам!

Сделай мои руки нежными и белыми!

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вара малалла шӑва-шӑва куҫрӑм та — хамӑн аллӑмсене куратӑп.

Тогда я прополз дальше, пока не увидел своих рук.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Сирӗн виллӑра эпӗ тифран сиплентӗм — сывалтӑм, кризис хыҫҫӑн пуҫӑма та, аллӑмсене те ҫӗклеймен чухне эсир мана кашни кун хаҫат вуласа хыпарсемпе паллаштараттӑр.

На вашей вилле я выздоровел от тифа, и вы каждый день читали мне газеты, когда я после кризиса не мог поднять ни головы, ни руки.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Куҫӑмсене уҫса ярсанах ҫаврӑнса выртрӑм та аллӑмсене пит ҫӑмарти айне пылаккӑн чиксе хутӑм, татах ҫывӑрас йӳтӗмлӗччӗ.

Открыв глаза, я повернулся и сладко заложил руки под щеку, намереваясь еще поспать.

XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ ларнӑ ҫӗртен тӑтӑм, аллӑмсене кӗсьене чикрӗм те кулма тытӑнтӑм.

Я встал, засунул руки в карманы и стал смеяться.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

«Мо…», — терӗ Лемарен, анчах эпӗ камне курсан ҫав тери аптӑраса та ҫав тери тилӗрсе кайрӗ, ҫав самантрах аллӑмсене вӗҫертсе мана ҫапма икӗ чӑмӑрне те ҫӗклерӗ.

Лемарен уже сказал: «Мо…», — но, увидев, кто я, был так поражен, так взбешен, что, тотчас отпустив мои руки, замахнулся обоими кулаками.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пӗчӗк алӑсем ман тӗле куҫ кӗски илсе пычӗҫ; пуҫӑм тутӑрпа, анчах унпа мӗн тумаллине пӗлместӗп, ҫавӑнпа та Молли аллӑмсене ярса тытрӗ те вӗсене тутӑрпа пӗрле янах айне тытса куҫарчӗ, силле-силле пите мӗнле хупламаллине вӗрентет.

Маленькие руки поднесли мне зеркало; на голове очутился платок, и, так как я не знал, что с ним делать, Молли взяла мои руки и забрала их вместе с платком под подбородком, тряся, чтобы я понял, как прикрывать лицо.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ аллӑмсене ҫатӑрласа тытнӑ Том ҫине те сикме пуҫларӑм ӗнтӗ, анчах шӑв-шав тӑруках лӑпланчӗ: ҫирӗм икӗ ҫулсенчи ҫын кӗрсе тӑчӗ, — хытанка та чӑсланкӑ, ҫав тери салху тата питӗ лайӑх тумланнӑ.

Уже я лез на охватившего мои руки Тома, как вдруг стихло: вошел человек лет двадцати двух, худой и прямой, очень меланхоличный и прекрасно одетый.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫӑвӑнсан, аллӑмсене, чӗрнӗ-чавнӑ питӗме пусма таткисемпе ҫыхсан васкавлӑн сулӑ майлаштартӑм, ишеве йӗркелесе пыма шалча касрӑм та юхан шывпа анаталла ҫул тытрӑм; ӗҫкӗ-ҫикӗллӗ, хаваслӑ пурнӑҫ, киленӗҫӗн тӗрлӗ капӑрлӑхӗ — ҫакӑн пирки ӗмӗтлентӗм, кунашкал рехетлӗхе шавлӑ Париж мана халӗ паратех.

Умывшись, перевязав руки и расцарапанное лицо, я наскоро сколотил плот, вырубил правежный шест и поплыл вниз по реке, мечтая о веселой разгульной жизни, цвет удовольствий которой обещал шумный Париж.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Ыратнӑран, сехре хӑпнӑран ухмаха ернӗн кӑшкӑрса ылханчӑк ылмашмӑша хамран туртса уйӑртӑм, ҫурӑмне хуҫрӑм та ҫара уранах таптаса вӗлертӗм, анчах вӑл манӑн алӑсенче ҫӗленле авкаланнӑ чухне аллӑмсене, пит-куҫа, кӑкӑра хӗп-хӗрлӗ юн тухиччен чӑрмаласа пӗтерчӗ.

Безумно крича от боли и ужаса, я оторвал проклятого оборотня, сломал ему спину и придушил босыми ногами, но пока он змеей бился в моих руках — и руки, и лицо, и грудь залились кровью.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Эпӗ аллӑмсене сана тӑсса паратӑп, перӗнсем хӑвӑн аллусемпе, мана хӑрушӑ.

Я протягиваю тебе руки, коснись их своими, мне страшно».

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Унтан чӗркуҫҫи ҫине тӑтӑм та, аллӑмсене ҫӳлелле тӑратса, куҫӑма пӗлӗт ҫине пӑхса мӗн вӑй ҫитнӗ таран хытӑ кӑшкӑрса темиҫе сӑмах каларӑм.

Затем, став на колени, я поднял к небу глаза и руки и как можно громче произнес несколько слов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ҫакна ҫеҫ тума хӑйрӑм: аллӑмсене тархасланӑ чухнехи пек тытса, куҫӑмсене хӗвел ҫинелле пӑхрӑм та йӑваш, хуйхӑллӑ сасӑпа ик-виҫӗ сӑмах ҫеҫ каларӑм.

Все, что я позволил себе, это поднять глаза к солнцу, умоляюще сложить руки и произнести несколько слов смиренным и печальным тоном.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Юрать, Джон Сильвер, эпӗ аллӑмсене илетӗп, — терӗ моряк, — анчах, тӳррипе каласан, сана хӑвӑн таса мар кӑмӑлу ҫеҫ манран хӑрама хушать.

— Хорошо, Джон Сильвер, я уберу руки прочь, — сказал моряк, — но, право, только нечистая совесть заставляет тебя бояться меня.

XIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эй! салтӑр-ха аллӑмсене

Эй! развяжите мне руки…

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ ӑна аллӑмсене тыттаратӑп… урӑх вара нимӗн те астумастӑп.

Я подаю руку… и больше ничего не помню.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех