Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Давидпа (тĕпĕ: Давид) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гедеонпа Варак ҫинчен, Самсонпа Иеффай ҫинчен, Давидпа Самуил ҫинчен тата ытти пророксем ҫинчен каласа парас тесессӗн, манӑн вӑхӑт та ҫитеес ҫук.

Недостанет мне времени, чтобы повествовать о Гедеоне, о Вараке, о Самсоне и Иеффае, о Давиде, Самуиле и (других) пророках,

Евр 11 // .

30. Давидпа — Иуда йӑхӗнчи Иессей ывӑлӗпе — хывнӑ халал тӑрӑх, патша тивӗҫлӗхӗ ывӑлтан ывӑла куҫса пынӑ пек, священник тивӗҫлӗхӗ те Аарон йӑхне юлса пынӑ.

30. Как по завету с Давидом, сыном Иессея из колена Иудина, царское наследие переходило от сына к сыну, так наследие священства принадлежало Аарону и семени его.

Сир 45 // .

46. Вӗсем вара пирӗн пата, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн хӑватлӑ аллипе, Асевивее, ӑслӑ ҫынна, Мооли ывӑлне, — Мооли вӑл — Левий ывӑлӗ, Левий — Израиль ывӑлӗ, — тата унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене вунсакӑр ҫын, 47. тата Хануней ывӑлӗсене Асевияна, Аннуя, вӗсен тӑванне Осея тата вӗсен ывӑлӗсене ҫирӗм ҫын илсе килчӗҫ; 48. тата левитсене пулӑшакансем, — вӗсен йӑхне хӑй вӑхӑтӗнче Давидпа унӑн пуҫлӑхӗсем левитсене пулӑшса тӑма уйӑрнӑ пулнӑ, — икҫӗр вӑтӑрӑн, кашнийӗн ятне ҫырнӑ хутпа килчӗҫ.

46. И они привели к нам мощною рукою Господа Бога нашего мужей сведущих, из сынов Мооли, сына Левия, сына Израилева, Асевивея и сыновей его и братьев его, которых было восемнадцать человек; 47. и Асевию и Аннуя и Осея брата из сыновей Ханунея, и сыновей их двадцать человек; 48. и из служителей храма, которых дал Давид и начальники на служение левитам, двести двадцать служителей, с именным списком всех.

2 Езд 8 // .

46. Ӗнтӗ тахҫанах, Давидпа Асаф вӑхӑтӗнчех, юрӑҫсене ертсе пыраканӗсем пулнӑ, ҫавӑн чухнех Турра мухтаса та тав туса юрламалли юрӑсем юрланӑ.

46. Ибо издавна во дни Давида и Асафа были установлены главы певцов и песни Богу, хвалебные и благодарственные.

Неем 12 // .

45. Кусем вара, Давидпа унӑн Соломон ывӑлӗ хунӑ йӗркепе, хӑйсен Туррине ӗҫлесе тӑчӗҫ, пурне те кӗлтуса тасатрӗҫ, вӗсем юрларӗҫ те, хапха умӗнче те тӑчӗҫ.

45. которые совершали службу Богу своему и дела очищения и были певцами и привратниками по установлению Давида и сына его Соломона.

Неем 12 // .

18. Туррӑмӑрӑн ырӑлӑх кӑтартакан алли пирӗн ҫинче пулнӑран вӗсем пирӗн пата Шеревияна, ӑслӑ ҫынна, Махлий ывӑлне, — Махлий вӑл — Левий ывӑлӗ, Левий — Израиль ывӑлӗ, — тата унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене вунсакӑр ҫын, 19. тата Хашавияна, унпа пӗрле Мерари тӑхӑмне Иешаияна, унӑн тӑванӗсене, вӗсен ывӑлӗсене ҫирӗм ҫын илсе килчӗҫ; 20. тата левитсене пулӑшакансене, — вӗсен йӑхне хӑй вӑхӑтӗнче Давидпа унӑн аслӑ улпучӗсем левитсене пулӑшса тӑма уйӑрнӑ пулнӑ, — икҫӗр ҫирӗм ҫын илсе килчӗҫ; вӗсене пурне те ятран ҫырса тухнӑ.

18. И привели они к нам, так как благодеющая рука Бога нашего была над нами, человека умного из сыновей Махлия, сына Левиина, сына Израилева, именно Шеревию, и сыновей его и братьев его, восемнадцать человек; 19. и Хашавию и с ним Иешаию из сыновей Мерариных, братьев его и сыновей их двадцать; 20. и из нефинеев, которых дал Давид и князья его на прислугу левитам, двести двадцать нефинеев; все они названы поименно.

1 Езд 8 // .

7. Анчах та Ҫӳлхуҫа Давид килне Давидпа хывнӑ халала пула пӗтересшӗн пулман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл ӑна хӑйне те, унӑн ывӑлӗсене те ӗмӗрлӗх ҫутаткӑҫ пама пулнӑ.

7. Однакоже не хотел Господь погубить дома Давидова ради завета, который заключил с Давидом, и потому что обещал дать ему светильник и сыновьям его на все времена.

2 Ҫулс 21 // .

17. Вӗсем Иуда патшалӑхне тӗрек кӳрсе уралантарнӑ, Соломон ывӑлне Ровоама виҫӗ ҫул хушши пулӑшса-хунтӑласа тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав виҫӗ ҫул хушшинче вӗсем Давидпа Соломон ҫулӗпе ҫӳренӗ.

17. И укрепили они царство Иудино и поддерживали Ровоама, сына Соломонова, три года, потому что ходили путем Давида и Соломона в сии три года.

2 Ҫулс 11 // .

1. Давидпа ҫарпуҫсем ӗнтӗ Асаф, Еман тата Идифун ывӑлӗсене ятарлӑ ӗҫ валли уйӑрса илнӗ: вӗсен псалтирьпе цитра каласа, кимвал ҫапса Турра аслӑламалла пулнӑ; ҫав ӗҫе тӑвакансенӗн йышӗ: 2. Асаф ывӑлӗсенчен: Заккур, Иосиф, Нефания тата Ашарела; ывӑлӗсене Асаф хӑй ертсе пынӑ, кӗвӗ сӑпрайӗсене вӑл патша вӗрентнӗ пек каланӑ.

1. И отделил Давид и начальники войска на службу сыновей Асафа, Емана и Идифуна, чтобы они провещавали на цитрах, псалтирях и кимвалах; и были отчислены они на дело служения своего: 2. из сыновей Асафа: Заккур, Иосиф, Нефания и Ашарела сыновья Асафа, под руководством Асафа, игравшего по наставлению царя.

1 Ҫулс 25 // .

8. Ҫавсем, рефаим йӑхӗн ҫынннисем, Гефра ҫуралнӑскерсем пулнӑ, вӗсем Давидпа ун тарҫисен аллинчен пӗтнӗ.

8. Это были родившиеся от Рефаимов в Гефе, и пали от руки Давида и от руки слуг его.

1 Ҫулс 20 // .

Унтан Давидпа пӗтӗм халӑх Иерусалима таврӑннӑ.

и возвратился Давид и весь народ в Иерусалим.

1 Ҫулс 20 // .

19. Адраазар тарҫисем, хӑйсене израильсем ҫӗмӗрсе тӑкнине курсассӑн, Давидпа килӗшӳ тунӑ, ӑна пӑхӑнма тытӑннӑ.

19. Когда увидели слуги Адраазара, что они поражены Израильтянами, заключили с Давидом мир и подчинились ему.

1 Ҫулс 19 // .

25. Ҫапла Давидпа Израилӗн аслӑ ҫыннисем тата пинпӳсем Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине Овед-Эдом ҫуртӗнчен хаваслӑн куҫарса килме тухнӑ.

25. Так Давид и старейшины Израилевы и тысяченачальники пошли перенести ковчег завета Господня из дома Овед-Едомова с веселием.

1 Ҫулс 15 // .

11. Вара Давидпа унӑн ҫыннисем Ваал-Перацим патне кайнӑ та унта филистимсене аркатса тӑкнӑ; ҫавӑн чухне Давид каланӑ: Турӑ манӑн тӑшмансене хамӑн аллӑмпах, пӗвене татса кайнӑ шыв пек, ҫӗмӗрсе тӑкрӗ, тенӗ.

11. И пошли они в Ваал-Перацим, и поразил их там Давид; и сказал Давид: сломил Бог врагов моих рукою моею, как прорыв воды.

1 Ҫулс 14 // .

8. Давидпа Израиль ҫыннисем вара Турӑ умӗнче янӑравлӑн юрласа, кӗвӗ каласа пынӑ, цитра, псалтирь каланӑ, тӳнкӗрпе кимвал ҫапнӑ, трупа кӑшкӑртнӑ.

8. Давид же и все Израильтяне играли пред Богом из всей силы, с пением, на цитрах и псалтирях, и тимпанах, и кимвалах и трубах.

1 Ҫулс 13 // .

6. Вара Давидпа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Иудея ҫӗрӗнчи Кириаф-Иарим хулине херувимсем ҫинче ларакан Туррӑн, Ҫӳлхуҫанӑн, арчине, Ҫӳлхуҫа ячӗпе хисепленекен арчана, куҫарса килме кайнӑ.

6. И пошел Давид и весь Израиль в Кириаф-Иарим, что в Иудее, чтобы перенести оттуда ковчег Бога, Господа, седящего на Херувимах, на котором нарицается имя Его.

1 Ҫулс 13 // .

12. Ун хыҫҫӑн Елеазар, Ахоха ҫынни Додо ывӑлӗ, вӑл — виҫӗ паттӑртан пӗри: 13. вӑл Давидпа пӗрле Фасдамимра, филистимсем вӑрҫӑ вӑрҫма пухӑннӑ ҫӗрте, пулнӑ.

12. По нем Елеазар, сын Додо Ахохиянина, из трех храбрых: 13. он был с Давидом в Фасдамиме, куда Филистимляне собрались на войну.

1 Ҫулс 11 // .

4. Давидпа мӗнпур Израиль вара Иерусалима, урӑхла каласассӑн Иевуса, кайнӑ.

4. И пошел Давид и весь Израиль к Иерусалиму, то есть к Иевусу.

1 Ҫулс 11 // .

Шанчӑклӑ ҫынсем пулнӑран вӗсене ҫак ӗҫе Давидпа Самуил витӗркуран тӑратнӑ.

Их поставил Давид и Самуил-прозорливец за верность их.

1 Ҫулс 9 // .

1. Соломона ашшӗ вырӑнне патшана лартса ҫу сӗрни ҫинчен илтсессӗн, Тир патши Хирам ун патне хӑйӗн тарҫисене янӑ: Хирам ӗмӗр тӑршшӗпех Давидпа туслӑ пулнӑ.

1. И послал Хирам, царь Тирский, слуг своих к Соломону, когда услышал, что его помазали в царя на место отца его; ибо Хирам был другом Давида во всю жизнь.

3 Пат 5 // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех