Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

санпа (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Манӑн санпа ӗҫ ҫук та, ҫапах, совеҫӳ пӗтмен пулсан, шелле-хе старике, пустуй ан кансӗрле…

— Моя печаль к тебе не присохнет, по все ж, если совесть твоя не сдохла, побереги старика, не дергай его зря…

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, халӗ уйрӑлма кая юлтӑмӑр ӗнтӗ, пурӑнас килсен-килмесен те, тӳс — сана та никам та качча илмест, манӑн та мӗн пур шӑл санпа пӗтрӗ!

— Ну, теперь нам разводиться поздно, хочешь не хочешь — терпи, тебя никто не возьмет, и я уж все зубы на тебе проел!

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кирек мӗнле сӑмакунран та хӑрушӑ вӗт эсӗ, санпа пӗтмелле ҫеҫ!..

— Ты ведь хуже самогона всякого, пропадешь с тобой!..

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Санпа ерӗҫме-и манӑн халӗ, кӗҫех йӑлмак тӑхӑнтараҫҫӗ ак…

— Не до тебя мне сейчас, прямо петля подходит…

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пакӑлтатса кайрӑм эпӗ кунта санпа, калаҫиччен сана апат ҫитермеллеччӗ!..

— Раскудахталась я тут с тобой, и прямо из ума вышибло, что покормить тебя сначала надо, а уж потом разговорами заниматься!

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, ман кунта санпа сӳпӗлтетсе тӑма вӑхӑт ҫук! — сиввӗн каласа хучӗ тилӗрсе кайнӑ Мишка.

— Ну, мне тут с тобой свататься некогда! — с холодным бешенством сказал Мишка.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӗнче пӗр санпа ҫеҫ тытӑнса тӑмасть…

На тебе свет клином пока не сошелся…

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ман санпа ӗҫ пирки калаҫмалли пур.

Есть у меня к тебе и дельный разговор.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Санпа ак ҫӑпла кӑна калаҫма пултаратпӑр эпир.

С тобой вот так только погутарим.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Служба йӗрки тӑрӑх, юрамасть ман санпа калаҫма.

Мне с тобой, по правилам службы, не дозволено гутарить!

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӗнле пурӑннах санпа Петро…

Как с тобой Петро жил…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Урӑх ним ҫинчен те калаҫаймастӑн санпа.

— Больше не об чем с тобой гутарить.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн калаҫас санпа?

— А об чем гутарить с тобой?

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ну, ман санпа пит калаҫмалли темех ҫук.

— Ну, мне с тобой дюже долго не об чем гутарить.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Лере калаҫатпӑр акӑ санпа.

— А с тобой мы там поговорим.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл санпа ӗҫтӑвкомра калаҫни — ыранхи тӑшман сӑмахӗсем.

Тот разговор, который он вел с тобой в исполкоме, — разговор завтрашнего врага.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Асли Иван Алексеевича хураллама юлчӗ, ӑна тӳрех татса каларӗ: «Санпа пӗрле ларатӑп, атту, мур пӗлет-и, тытӑн та тухса тарӑн!» — ыттисене лавсем тупма ячӗ.

Старшой остался караулить Ивана Алексеевича; так ему и заявил: «Посижу с тобой, а то ты, не ровен час, сбежишь!» — а остальных направил добывать подводы.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫук, эпир иксӗмӗр санпа унашкал шухӑшлама пултараймастпӑр.

Нет, мы так судить с тобой не могем!

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Влаҫа та пырса ан тив, ма тесен — эпӗ председатель, ҫавӑнпа мана санпа тавлашса тӑни килӗшӳллӗ мар.

Власти тоже дюже не касайся, потому — я председатель, и мне тут с тобой негоже спорить.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑҫан та пулин урлӑ пулнӑ-и эпӗ санпа?

Или я был когда супротив?

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех