Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уйрӑмах сăмах пирĕн базăра пур.
Уйрӑмах (тĕпĕ: уйрӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Йӗпе мунчара мар, тип мунчара ҫапӑнни уйрӑмах усӑллӑ…

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӑпах ҫавӑнтан килет те ӗнтӗ хулара вар чирӗсем сарӑласси, уйрӑмах ҫуллахи уйӑхсенче.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Уйрӑмах Эльгеев лаборатори ӗҫне юратни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Трахома хыҫҫӑн юлнӑ сурансемпе уйрӑмах Чӑваш облаҫӗнчен нумай килеҫҫӗ пирӗн пата.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Куҫ чирӗпе вӗрентекен Чирковский профессор пӗтӗмлетӳ лекцийӗнче уйрӑмах трахома ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чайковскин «Евгений Онегинри» уйрӑм сценӑсем, Вердин «Аида», Гунон«Фауст» оперисем уйрӑмах килӗшӳллӗ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Соня чирне те вӑл хӑрах ури уйрӑмах шыҫнӑран ҫеҫ чухларӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Уйрӑмах «Адажио»!

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку хӗрачан уйрӑмах йывӑр чир — юнлӑ шатраллӑ чечче.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Трахома чирӗпе кӗрешес ӗҫре, чирлисене шута илсе, сиплеме тытӑнмашкӑн чӑваш студенчӗсем чылай пулӑшма пултарасса шаннӑ Чувашоблздрав пуҫлӑхӗ Лукьянов тухтӑр, хӑй те трахома чирӗпе уйрӑмах интересленнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӑна Хусанта та куракансем юратса пӑхнине асра тытса, Иоаким Степановичпа Ольга Ивановна хӑйсен ролӗсене уйрӑмах хавасланса-ҫӗкленсе вылярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Уйрӑмах «Король сухалне хыраканӗ» килӗшрӗ куракансене.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кусемсӗр пуҫне Чеховӑн «Табак сиенӗ ҫинчен» сцена-монолог уйрӑмах ӑнӑҫлӑ иртрӗ: ӑна Эльгеев выляса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Уйрӑмах Луначарский «Король сухалне хыраканӗ» пьеса ҫинче чарӑнса тӑчӗ, унти тӗп рольсене паллӑрах артистсене пама пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Уйрӑмах уҫҫӑн илтӗнмелле вырӑнсене Аля Городецкая вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн педальпе вӑйлатса илет, ун пек чухне сӗрме купӑспа фортепиано сассисем, пӗр харӑс янраса, чуна пӑлхатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Уйрӑмах Гоголӗн «Авланури» Жевакин ролӗпе «Ревизорти» Городничий сӑнарне ӗненмелле кӑтартатчӗ Тал-Мӑрса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Уҫӑ ҫамка айӗн уйрӑмах палӑракан хура куҫ харшийӗсем те, шӗвӗр хура мӑйӑхӗ те, тап-таса хырнӑ янах айӗсем те хӑйне евӗр илем кӳреҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку музейре вӗсем уйрӑмах нумай: мамонтӑн шӑммипе шӑлӗсем, бизон шӑммисем, аммонитсен чулланнӑ юлашкийӗсем.

В этом музее их особенно много: кости, бивни и зубы мамонта, кости бизона, окаменелые останки аммонитов.

Атнар ачисем районти таврапӗлӳ музейне ҫитсе килнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32293.html

Пасарӑн ку пайӗнче уйрӑмах шавлӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах чӑваш салтакӗсем хушшинче ӑста выляма пултаракансем те тупӑнчӗҫ, уйрӑмах Илларионов, Моиссев, Мишин юлташсене салтаксем пит юратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех