Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япалана (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ырханланса, ватӑлса кайнӑ пек курӑнать, ывӑннӑн пӗкӗрӗлсе, куҫ харшисене пӗркелентерсе ларать, аллисемпе тӗслӗ кӑранташсен пачкине ҫавӑркалать, хӑйне шалтан ҫунтарса тӑракан япалана пӗр харӑс кӑларса тӑкасран хӑйне хӑй аран-аран чарса тӑнӑ пек туйӑнать.

Он будто похудел и постарел, устало горбился, супил брови, крутил в руках пачку цветных карандашей и, казалось, только огромным усилием воли сдерживался, чтобы не выплеснуть сразу то, что жгло его изнутри.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах пӗр япалана эпӗ питӗ лайӑх ӑнланса илтӗм…

Но вот одно я понял для себя безошибочно…

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ял темскерле, халиччен пулман япалана канӑҫсӑррӑн кӗтсе пурӑннӑ.

Село жило в тревожном ожидании чего-то необычного.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пробатов темиҫе утӑм малалла пусрӗ, анчах тӑрук темӗнле шӗвӗр япалана пырса тӑрӑнчӗ, чарӑнса тӑчӗ.

— Пробатов сделал несколько шагов по комнате, но сразу наткнулся на какой-то острый угол и остановился.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫакӑнтан хӑранӑ пек вӑл тӗнчере урӑх нимӗнрен те хӑраман: ачасем те хӑвӑрт ӑнланакан япалана вӑл ӑнланаймӗ-тӗк?

Он страшился этого больше всего на свете: а вдруг он не сумеет справиться с тем, что даже ребятишки схватывают па лоту?

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бахолдин ҫапла иртсе кайнӑ япалана кӑмӑлланине Коробин айванла хӑтланни тесе шутланӑ, ун ҫинчен вӑл Бахолдина темиҫе хут уҫҫӑнах каланӑ, анчах лешӗ, ассӑн сывласа, яланах: «Эх, васькӑ, ку флигеле эпӗ хам тунӑ-ҫке, хам алӑсемпе, ӑнланатӑн-и? — тенӗ. — Миҫе ача чунӗ ӑшӑннӑ кунта, мӗн чухлӗ ҫын аслӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухнӑ кунтан».

Такую привязанность к прошлому Коробин считал чудачеством, не раз откровенно высказывал это Бахолдину, но тот, вздыхая, обычно отвечал: «Я же, батенька мой, этот флигелек сам строил, своими руками, понимаете? Сколько тут детских душ отогрелось, сколько людей отсюда в большую жизнь ушло!»

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ӑҫта тӑваҫҫӗ-ха кун пек хитре япалана, хамӑртах-и е ют ҫӗршывра?

— Где же сделали такое чудо, у нас или за границей?

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксенин алли-ури ӑшӑнса, ҫемҫелсе кайнӑччӗ, хускалас та, ашшӗпе Егор калаҫнине те итлес килместчӗ; мӗн калӑн: икӗ ҫын эрех черкки тытса ларнӑ та пур япалана та «критиклеме» пӑхаҫҫӗ.

В ноги и руки ее вступила истомная, усталая теплота, лень было двигаться и даже прислушиваться к разговору отца и Егора: сошлись за рюмкой вина два мужика и начинают на все и на вся наводить критику.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Юлашки сывлӑш тухиччен пирӗн пӗр япалана астӑвас пулать.

Об одном мы должны помнить до последнего выдоха.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫынсене касса-чиксе вӗлерме вӗрентекен наукӑран нумай япалана пӗлчӗ.

Многое знал Григорий из той науки, что учит умерщвлять людей холодным оружием.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вунӑ ҫултан пуҫласа унран «сулахай» тесе тӑрӑхлассипе пӗрлех вӑл япалана сылтӑм алӑран сулахаййипе улӑштарса тытас йӑла та пӗтрӗ.

С десяти лет вместе с кличкой «левша» отпала у него привычка заменять правую руку левой.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кум, ан вӗлерӗр мана! — тархасласа каларӗ те Петро, Мишка наганне кӑкӑр ҫӳллӗш ҫӗклесе те ӗлкӗрнине асӑрхаса, куҫне темле йӑмӑх япалана курас килнӗ пек чарса пӑрахрӗ, пуҫне сикме хатӗрленнӗ чухнехи евӗр хулпуҫҫи хушшинелле хутлатрӗ.

Кум, не казните меня! — попросил Петро и, увидев, что Мишка уже поднял на уровень его груди наган, расширил глаза, будто готовясь увидеть нечто ослепительное, как перед прыжком, вобрал голову в плечи.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Темскер чи кирлӗ япалана туртса илет пек вӑл манне.

Кубыть, отнимает он у меня что-то, самое жалкое.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пачах урӑх тӗрлӗ икӗ япалана пӗр-пӗринчен тӗрӗс уйӑрма ыйтатӑп!

— Прошу строго разграничивать явления глубоко различного порядка!

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑлха алки татӑлса кайрӗ те ак, ҫав виҫӗ пуслӑх япалана та тупса илме ҫук! — хуйхӑллӑн вӗҫлерӗ вӑл сӑмахне.

Сережка вон сломалась, да и той грош цена! — докончила она с горестью.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Япалана вӑл хӑй аллипе тума пултарнӑшӑн питӗ савӑннӑ: Сергей паян мар, ыран, утиял шурӑ батисчӗпе йӑлтӑртатса вырӑн ҫинче выртнӑ чух килтӗрччӗ, тенӗ вӑл…

Она сильно рабовалась, что может сделать вещь своими руками: она хотела, чтобы Сергей пришел не сегодня, а завтра, когда одеяло, сияя белым батистом, уже лежало на кровати…

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑратса ҫӳреме вӑл питӗ ӑста, анчах ним мар япалана — калча шӑварма та пӗлмест.

Грозиться-то он умеет, а того, как делается простая вещь — подкормка озими, не знает.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Куҫа курӑнман япалана алла вӗрентнӗ?

— Незримую вещь — и приручить?

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ун пек япалана куҫпа виҫме ҫук, — терӗ инженер, сӗтел ещӗкӗнчен хулӑн хут листи кӑларса.

— На глаз такие вещи мерять нельзя, — ответил инженер и вынул из ящика стола лист плотной бумаги.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кирлӗ япалана мӗншӗн илес мар?

— Но отчего ж было и не взять нужную вещь?

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех